Пирĕн округ Тыр-пул уявне паллă турĕ

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 13:44 Просмотров: 5

Хуçалăх экономикин пуласлăхĕ, предприяти аталанăвĕ пĕрле пулса ыранхи куна пăхса вăй хунинчен пуçланать. Пурин хыçĕнче те ĕç тăрать: пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусем пуçарнăранпах кун йĕркинчен тухмасть. Пус çумне пус хушассишĕн тăрăшакан ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем паян та ăна тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ.

Вĕсем çурхи уй-хир ĕçĕнчен пуçласа хура кĕрчченех умри тĕллевĕсене планпа пăхнă пек кунпа мар, сехетпе пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Ун хыçĕнче йăлтах экономикăна тĕреклетесси, малашлăха пăхса ĕç çыннин пурнăçне лайăхлатасси тăрать. Ял хуçалăхĕнче вăй хураканăн ÿсĕм никĕсĕнче – çĕр ĕç юратăвĕпе аслă ăрурисен пуçарăвне çирĕп алăра малалла тăсни. +апла вара к.р кун.сем =.р .=чен.ш.н =у ка=а пурн¸=лан¸ =сене т.пл. п.т.млетмелли в¸х¸т пулса тёра==.? +акна асра тытса уй-хир .=.сем в.=ленн. май ч¸ваш хресчен. =улленех п.рле пухёнса м.н туса илнине тишкерсе умри т.ллев.сене пал¸ртать? Хура к.р кун.се =итн. май муниципалитет округ.нчи хресчен к¸=ал та ыр¸ й¸лана манмар.? Çапла вара юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче вăл продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансемпе пĕр кĕрекене ларчĕ. Савăнăçлă уява территори пайĕсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен делегацийĕсем, ялти артистсем пысăк йышпа хутшăнчĕç. Çак кун çанталăкĕ те çĕр ĕçченĕн савăнăçне туйрĕ пулас: хĕвеллĕ те ăшă çанталăк ял хуçалăх продукцийĕпе суту-илÿ тума та, çитес хĕл валли ял хуçалăх продукцийĕ туянма та, кÿршĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма та, ĕç паттăрĕсене тивĕçлипе чыслама та мел пачĕ.

Уява депутатсен округри Пухăвĕн председателĕ Александр Давыдов тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов ертсе пычĕç. Александр Валерьевич малтанах хамăр округри уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ çинче чарăнса тăчĕ:

– Пĕрлехи тăрăшулăхпа кăçал пирĕн округри ял хуçалăх ĕçченĕ ума лартнă тĕллевĕсене туллин пурнăçларĕ. Çапла вара пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче те тырă-пулă, çĕр улми, пахча çимĕç кĕр çитсен хресчене лайăх тухăçпа савăнтарчĕ. Пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçласа кăçал пĕтĕмпе 29 пин гектар ял хуçалăх продукцийĕ акса-лартса туса илчĕç. Вăл шутран 21,7 пин гектарĕ – пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Паян умри тĕп тĕллев – çак пуянлăхпа туллин усă курасси. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ тăван енри ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене умри тĕллевĕсене туллин пурнăçланăшăн тав турĕ, ăшшăн саламларĕ. Округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Давыдов та хăйĕн сăмахĕнче çăкăр туса илес ĕçре вăй хуракансене, аслă ăрурисен ĕçне малалла тăсакансене ăшă сăмахпа хавхалантарчĕ. Александр Платонович округри çĕр ĕçченĕ çĕнĕлĕхсене алла илсе пырсан хăйĕн кăтартăвне татах ÿстерессе шаннине пĕлтерчĕ.

– Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхĕпе Чăваш Енре тата пирĕн округра пурăнакансем хăйсен сĕтелĕ çине вырăнти паха продукцие ытлă-çитлĕ кăларма тăрăшаççĕ. Пĕрле пулса туллин вăй хунипе республикăри, пирĕн округри ялсен сăн- сăпачĕ тĕпрен улшăнса пынине куратпăр. Юлашки çулсенче пĕрле тăрăшнипе ялсем патне асфальт сарнă çулсем çитеççĕ тата маларах сарнисене юсассипе çул-йĕр ĕçченĕсем анлăн ĕçлесе пыраççĕ. Наци проекчĕсем вăй илнипе ялсен сăн-сăпачĕ куç умĕнчех çĕнелсе пырать. Çакă ял çыннин пурнăçне ырă енне улăштарма пулăшать, – терĕ Александр Платонович.__ Уяври калаçу çирĕп те конкретлă пулни никама та ĕçлемесĕр, вăй хумасăр сăртран та ярăнма май çуккине туллин ăнланма пулăшрĕ. Ку вăл – пирĕн муниципалитет округĕ шайĕнчи çĕнĕ шухăшлав. Уяври пĕтĕмлетÿрен округри ĕçчен кăçал чăннипех те алă усса ларманни, хăйĕн ĕçĕпе малашлăха çул уçни курăнать. Çапла вара çĕр ĕçĕнчи йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр вăл ял хуçалăх производствин индексне, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ÿстерме те пултарчĕ. Çапла вара округри уй-хир ĕçченĕ кăçал тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç туса илессипе тухăçлăрах ĕçлерĕ.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов пирĕн хресчен çитес çул та кăçал тунă ÿсĕмсене малалла аталантарассине шаннине, çакна валли майсем çителĕклине пĕлтерчĕ. Вăл пĕрлешÿллĕ кооперативсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ял çыннисене хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче патшалăх паракан пулăшусемпе эффективлăрах усă курма сĕнчĕ.

– Уй-хир ĕçченĕн тата выльăх пăхаканăн тăрăшуллă ĕçĕ çут çанталăк кăларса тăратакан йывăрлăхсене пĕрле çĕнсе пыма май парать. Çакă, эпир пĕр тĕллевлĕ пулсан, мал туртăмлăрах ĕçлеме май пуррине кăтартать, – терĕ муркашсене Тыр-пул уявĕпе саламласа Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕн çумĕ Александр Кирьянов. Вăл муркашсен тăрăшулăхĕ куç умĕнчине, вăл малашне те сÿнмессине шаннине палăртрĕ. Тыр-пул уявне пухăннисене Владимир Турă Амăш иконин Муркашри чиркĕвĕн настоятелĕ Михаил атте пурнăçланă ĕçшĕн саламласа тав турĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл муркашсем ырă пуçарусене алла илсе ÿсĕм чиккине татах пысăклатасса шаннине пĕлтерчĕ. Уявра муркашсене Красноармайски муниципалитет округĕн пуçлăхĕн заместителĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Олег Николаев тата ку тăрăхри «Защитники Отечества» фонд филиалĕн социаллă координаторĕ Татьяна Ефимова та саламларĕç, пирĕн уй-хир ĕçченĕсем малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлессине шаннине пĕлтерчĕç. Пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăхра ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем Тыр-пул уявне пынисене хăйсен харпăрлăхĕнчи пахча çимĕçпе, пылпа, улма-çырлапа, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе савăнтарчĕç.

– Хамăрăн пурнăçа ялпа çыхăнтарнишĕн эпир пĕртте кулянмастпăр. Ял хуçалăхĕн малашлăхне те курса тăратпăр. Хресчен умĕнче пуçăнман ĕçсем те пайтах. Вĕсене тĕллевлĕ пурнăçа кĕртесси, çавна валли çĕнĕлĕхсене алла илесси çĕр ĕçченĕшĕн паян пĕрлехи ĕç пулса тăрать. Çамрăксемшĕн те вăл мал туртăмлă ĕçлеме – çирĕп никĕс, – терĕç Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ тата «Хисеп палли» орден кавалерĕ Александра Анисимовăпа Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вера Капитонова. Муркашсем мĕн пурнăçланипе лăпланма юратманнине ăнланаççĕ. Ăна тĕпе хурса малашлăх чиккисене палăртаççĕ. Çĕнĕ технологисене алла илсе вĕсем çитес çул татах курăмлăрах ÿсĕмсем тăвасса шанас килет. Уявра пулнă май вĕсем пулаççех тесе калама та май пулчĕ. Тыр-пул уявĕн иккĕмĕш пайĕнче хастар ĕçченсене, малта пыракан хуçалăхсене вĕсем пурнăçлакан ĕçшĕн чысласси тĕп вырăнта пулчĕ:

1. Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕнче нумай çул ырă кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн водительне Михаил Филимонович ПЛЮХИНА тата вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассипе нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Муркаш муниципалитет округĕн тĕрĕслевпе ĕç тăвакан пайăн тĕп эксперт-специалистне Елена Валентиновна ИВАНОВĂНА Чăваш Республикин Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.

2. Ял хуçалăх производствинче нумай çул тăрăшуллă та ÿсĕмлĕ ĕçленĕшĕн «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн – ăратлăх завочĕн тĕп зоотехникне Эльвира Фадеевна ЗАМЯТИНĂНА тата «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçине Алексей Георгиевич ПРОКОПЬЕВА Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе чысларĕç.

3. Ял хуçалăх производствинче тăрăшуллă та мал туртăмлă пулнă çак ĕçченсем Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç:

– «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ Вениамин Василье- вич ЕРДУКОВ;

– Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн арманçи Сергей Николаевич ФИЛИППОВ;

– «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторист-машинисчĕ Леонид Алексеевич ХАРИТОНОВ;

– «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн – ăратлăх завочĕн тракторист-машинисчĕ Владимир Анатольевич ШАПОШНИКОВ.

4. «Эффективлă регион» проект шайĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче çырла лартса ÿстерессипе пилотлă проекта активлă хутшăннăшăн çаксене Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе наградăларĕç: хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне Андрей Александрович НИКОЛАЕВА тата Антон Валерьевич КОНДРАТЬЕВА.

5. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществин операторне Владимир Ильич ТРОФИМОВА чысларĕç.

6. 2026 çулхи вырмана хутшăнакан механизаторсемпе водительсен, механизациленĕ тата уй-хир бригадисен конкурсĕнче çаксем çĕнтернĕ тесе палăртрĕç: «2026 çулхи чи лайăх комбайн экипажĕ» номинацире 1-мĕш вырăна Суворов яч. хис. хуçалăхри Андрей Евгеньевич ЛОПАТИН экипажĕ тухнă, 2-мĕш вырăнта – Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри Александр Витальевич Семенов экипажĕ, 3-мĕш вырăнта – «Куснар» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăри Сергей Владимирович КОНДАКОВ экипажĕ. «2026 çулхи чи лайăх водитель» номинацире 1-мĕш вырăнта – Суворов яч. хис. хуçалăхри Дмитрий Александрович МАТВЕЕВ, 2-мĕш вырăнта – «Оринино» хуçалăхри Геннадий Михайлович АЛЕКСАНДРОВ, 3-мĕш вырăнта – Ильич яч. хис. хуçалăхри Сергей Вениаминович ФЕДОРОВ. «2026 çулхи чи лайăх тракторист» номинацире 1-мĕш вырăнта – «Свобода» хуçалăхри Николай Петрович МАКСИМОВ, 2-мĕш вырăнта – «Герой» хуçалăхри Алексей Алексеевич ПАЙКОВ, 3-мĕш вырăнта – «Ударник» хуçалăхри Григорий Владимирович СТЕПАНОВ. «2026 çулхи чи лайăх уй-хир бригади» ята «Герой» хуçалăхри Вера Викторовна МАЛЕЕВА ертсе пыракан уй-хир бригади тивĕçнĕ. «2026 çулхи механизациленĕ чи лайăх бригада» ята «Куснар» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăри Роман Борисович ВЛАДИМИРОВ ертсе пыракан механизациленĕ бригада тивĕçнĕ. «2026 çулхи чи лайăх хресчен (фермер) хуçалăхĕ» номинацире Александр Александрович ТОЛСТОВ ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта – Андрей Николаевич ПИХТЕРОВĂН хресчен (фермер) хуçалăхĕ. 3-мĕш вырăнта – Роза Ивановна НАУМОВА ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Ĕç хастарĕсене дипломсем тата хаклă парнесем парса чысларĕç. Тыр-пул уявĕнче 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕпе «Агро-100» ушкăна лекнисене те палăртрĕç. Вĕсем пирĕн округра 10 коллективлă кооперативпа 3 хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Урамра уяв пынă вăхăтра вĕренÿ пайĕн методика кабинетĕнче ачасен аллипе ăсталанă юмах тĕнчи хуçаланчĕ. Кашни ĕçрех ачасен фантазийĕ пуянни палăрчĕ. Тыр-пул уявĕ спорт мероприятийĕсемпе те тулăх пулчĕ. Муркашри вăтам шкулăн спорт лапамĕнче мини-футбол куракансене хăй патне пухрĕ. Уява пынисем ял хуçалăхĕнче усă куракан хăватлă техникăпа та çывăхран паллашрĕç. Маскировка сеткисем çыхакансен ăсталăхĕ те пуриншĕн те уяври хăйне евĕр тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Хăйсен ĕçне кăтартнипе пĕрлех вĕсем курма пынисен ыйтăвĕсене те туллин хуравларĕç. Тыр-пул уявĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшасси пирки те шутларĕç. Геннадий Михайлов предприниматель «Пĕрле тутлăрах: кăнтăр апачĕ – ятарлă çар операцине пулăшма» акци ирттерчĕ. Уява пынисем тутлă пловпа, домлямапа хăналанчĕç. Палăртмалла, апатăн кашни порцийĕ пĕрлехи Çĕнтерÿшĕн пулчĕ. Пуçтарăннă 22,2 пин тенкĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма каяссине палăртрĕ «Моргаушцы – ZА Победу» ушкăн ертÿçи Наталия Иванова. Территори пайĕсем те Тыр-пул уявне активлă хутшăнчĕç. Вĕсем курма пынисене ялсенче туса илнĕ пахча çимĕçпе, пылпа, кĕрхи илемлĕ чечексемпе, ăшă кăмăлпа савăнтарчĕç. Округри художество пултарулăх коллективĕсен артисчĕсем вара уява пухăннă ĕç паттăрĕсене кунĕпех савăк ташă-юрă парнелерĕç.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1