«Орин ен» ветерансен хорĕ 15 çулта

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 10:08 Просмотров: 4

«Орин ен» ветерансен халăх хорĕ 15 çул тултарчĕ. Çулĕпе çамрăк-ха вăл, апла пулин те ăсталăхĕ пысăк унăн. Ăна вырăнти аслă çулхи çынсем ыйтнипе 2011 çулхи октябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Михайлович Александров йĕркеленĕ. Хорта 15 çын юрланă, вĕсем Орининти информаципе культура центрĕнче пухăннă. Вĕсене кура ыттисем те çак коллектива пĕрлешнĕ.

Кĕске вăхăт хушшинче хор хăйĕн пултарулăхĕпе çынсене хăйне асăрхаттарнă. Юрлаканĕсем те хастар, ертÿçи те тăрăшуллă пулни курăнать. Тепĕр çултанах коллектив «халăх» ятне тивĕçнĕ. Пултаруллă коллектива пур çĕрте те хапăл туса йышăннă. Юрăçсен сассисем уçă, тумĕсем илемлĕ. 2014 çулта орининсем Тутар Республикинчи Нурлат районĕнчи уява хутшăннă. Çавăн пекех республикăри фестивальсене те хутшăнма тытăннă вĕсем. 2019 çулта хорь коллективне эпĕ – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Романов, ертсе пыма тытăнтăм. Хор малалла аталанса çĕнĕ çитĕнÿсем турĕ. 2019 çулта Тутар Республикинчи Аксубай районĕнче иртнĕ уява хутшăнатăмăр эпир. 2021 çулта Сăр тата Хусан чиккисене тума хутшăннисен паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă республикăри фестиваль-конкурсăн дипломанчĕ пултăмăр. 2022 çулта Тутар Республикинчи Сиктĕрме ялĕнчи уявра ăсталăх кăтартрăмăр. 2023 çулта Мари Эл Республикинчи Горномарийски районĕнче «Пеледыш айо» уява хутшăнтăмăр. Тепĕр çулхине çак республикăри Йошкар-Олара иртнĕ «Пеледыш пайрем» уявра пысăк ăсталăх кăтартрăмăр. 2024 çулта Чул хула облаçĕнчи Воротынск районĕнчи «Питрав пуххинче» куракана пултарулăхпа савăнтартăмăр. Кăçал вара иккĕмĕш хут Тутар Республикинчи Сиктĕрме ялĕнчи уявра пултăмăр эпир. Аякка тухса çавăн пек пысăк шайри мероприятисене хутшăнни, паллах, пуриншĕн те усăллă. Ытти коллектива куратăн, танлаштаратăн, усăллине илме тăрăшатăн. «Орин ен» ветерансен хорĕн чи пысăк çитĕнĕвĕсен шутне эпĕ çакна кĕртесшĕн. 2024 çулта Раççей шайĕнче иртекен хорсен фестивалĕнче «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ республикăра – пĕрремĕш вырăн, Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 2026 çулта – республикăра пĕрремĕш вырăн, Атăл çи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ку çитĕнÿсем, паллах, хавхалантараççĕ пире, малалла ĕçлеме кăмăла çĕклеççĕ. Коллективăн çитĕнĕвĕ ку кăна та мар, татах пур вĕсем. Çулсеренех эпир тĕрлĕ фестиваль-конкурсра тивĕçлĕ шайра пулнă. Тĕслĕхрен, 2022 çулта вунă тĕрлĕ хавхалантару тивĕçнĕ пирĕн коллектив. Хыççăнхи çулсем те пирĕншĕн тухăçлă пулчĕç. Кăçал та пире тăватă тĕрлĕ дипломпа чысларĕç. Пирĕн репертуарта тăван çĕре, тăван халăха сума сăвакан юрăсем илемлĕн янăраççĕ, патриотла юрăсем те уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Эпĕ коллективри çынсене ăнăçу, телей сунса малалла татах та пысăк çитĕнÿсемпе юбилейсем кĕтсе илме сывлăх сунатăп.

Виталий Романов , пултарулăх ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1