Ҫӗнӗ тарифсем вӑя кӗчӗҫ

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 09:12 Просмотров: 19

Чӑваш Республикинче октябрӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ тарифсем ӳсрӗҫ. Ку июль уйӑхӗнчи индексацие октябрь уйӑхне куҫарнипе ҫыхӑннӑ.

Хуласенче пурӑнакансемшӗн 1 кВт/сех. электроэнерги 5,03 тенкӗрен 5,60 тенке ҫити хакланчӗ, ял ҫыннисемшӗн — 3,52 тенкӗрен 3,92 тенке ҫити. Газ хакӗ 8,30 тенкӗрен 9,11 тенке ҫитрӗ. Йӑлари ҫӳп-ҫапа турттарса тухнӑшӑн нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем 139,55 тенкӗ тата уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем 149,85 тенкӗ тӳлӗҫ. «Чӑваш Республикинче тарифсен виҫеллӗ политики ӗҫлет, вӑл ҫынсен интересӗсене те, ресурссемпе тивӗҫтерекен организацисен интересӗсене те шута илет. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, паян республикӑра федерацин Атӑлҫи округӗнчи ытти регионӗсемпе танлаштарсан, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен чи пӗчӗк тарифӗсенчен пӗрисене палӑртнӑ», – тенӗ тарифсен службин ертӳҫи Сергей Егоров. Паян Чӑваш Республикинче йӑлари ҫӳп-ҫапа турттарса тухнӑшӑн чи пӗчӗк тӳлев палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансем газшӑн, хутса ӑшӑтнӑшӑн (ПФОн 14 субъекчӗ хушшинче 13-мӗш вырӑн), электричествӑпа тивӗҫтернӗшӗн (12-мӗш вырӑн) тата шывпа тивӗҫтернӗшӗн (11-мӗш вырӑн) сахалрах тӳлеҫҫӗ. Вӗри шывпа тивӗҫтересси 10-мӗш вырӑн йышӑнать, таса мар шыв юхтарса кӑларасси – ПФОра 9-мӗш вырӑн. Коммуналлӑ тарифсене 2026 ҫулта индексацилесси икӗ тапхӑрпа иртет. Январӗн 1-мӗшӗнчен вӗсем НДС ставки хӑпарнӑран улшӑннӑ, иккӗмӗш тапхӑр октябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулчӗ. Граждансен уйрӑм категорийӗсем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме социаллӑ пулӑшу илме пултараҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑх ыйтма пурӑнакан вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайӗсене, МФЦсене каймалла е «Госуслуги» портал урлӑ ыйтма юрать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить