Ĕçлĕ çул çÿревпе уй-хирти ĕçсемпе паллашнă чух иртнĕ вырма вăхăтĕнче «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтемĕ çине те çитме тÿр килчĕ.
Шăпах çакăнта çĕр ĕçне чунĕпе парăннă çынна, асăннă хуçалăхра автомашина рулĕ умĕнче 29-мĕш вырмана хутшăнакан Геннадий Александрова тĕл пултăм. Хăйне пĕрремĕш çул мар пĕлнĕрен ун пирки çĕр ĕçне тата техникăна чунĕпе парăннă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Ку вăл ытлашши те пулмĕ. Геннадий Михайлович пек хастарсем кашниех хăйсем суйласа илнĕ ĕçе юратса, чунĕпе парăнса пурнăçланипе, хушнине кирек хăçан тавăхăтра тата яваплăха туйса пурнăçлама тăрăшнипе палăрса тăраççĕ, шанчăклăхĕпе ыттисемшĕн ялан тĕслĕх шутланаççĕ. Генăн ĕç ĕмĕрне тĕплĕнрех тишкерсен, вăл ăна, тĕпрен илсен, руль умĕнчен уйрăлмасăр ирттернĕ тесе паян çирĕплетсех калама пулать. Çакна вăл хăй те пытармасть: хуçалăх правленийĕ хушнă ĕçсене, специалистсемпе ял çыннисем ыйтнине вăл яланах вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Паян та водитель-аксакал пĕрле ĕçлекенсене хисеплессине, ял çыннишĕн тата тăван хуçалăхшăн яваплăха туйса ĕçлессине тĕп вырăнта тытать. Çапла вара хастар ĕçчен Раççейăн, республикăн, муниципалитет округĕн, тăван хуçалăхăн экономикинче тăтăшах пулса иртекен ырă улшăнусене, çынсен хутшăнăвĕсенче юлашки çулсенче автомобиль транспорчĕн пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿснине хăйĕн куçĕпе курнине пытармарĕ. «Уйрăмах юлашки çулсенче автомашина унчченхи вăхăтри пек пуянлăх паллинчен ытларах хутшăну мелĕ тата вăхăтлă ĕç хатĕрĕ пулса тăчĕ. Ăна кура водитель ĕçĕн пĕлтерĕшĕпе яваплăхĕ те куç умĕнчех ÿсрĕç. Ан ÿркен çеç – ĕçĕ алă айĕнчех тата çителĕклĕ», – хăйĕн çинчен ытлашши калаçасран асăрханса сăмахларĕ водитель. Тăван хуçалăхри ĕç ĕмĕрне тишкернĕ май (сăмах чарăннă вăхăтра) Геннадий Михайлович тăруках тарăн шухăша путрĕ. Ĕç стажне куç умне кăларса çак самантра вăл хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ: «Тĕлĕнмелле, çавăн чухлех пулчĕ-и вара? Чăннипе çак тапхăрта миçе пин çухрăм хыçа юлмарĕ-ши, мĕн чухлĕ тĕрлĕрен тиев турттарăнмарĕ-ши, миçе çын ыйтăвне вăхăтра тивĕçтертĕм-ши?» Хамăр калаçăвăмăр вăхăтĕнче çак ыйтăва хускатсан, аксакал-шофер хуравран тармарĕ, калаçуран та пăрăнмарĕ. Сăмахне автопарк çумĕпе иртекен автоçул çине пăхса пуçларĕ. Ĕç опычĕ пысăккине кура кашни ыйту çинех хуравĕ те хатĕр унăн.
– Çамрăклах хула таврашне каяс шухăш пулмарĕ манăн. Çапла вара шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн водителе вĕренсе тухрăм та «Оринино» хуçалăхра автомашина рулĕ умне лартăм. Унтанпа сисĕнмесĕрех 30 çул ытла хыçа юлчĕ. Çак хушăра тăван хуçалăх ĕçĕсенчен пăрăнмарăм, хама хушнине вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама тăрăшрăм. Çавна валли автомашинăна яланах таса та юсавлă тытассине тĕп вырăнта тытрăм. Ăна кура эпĕ яланах рейса тухма хатĕр пулнă. Фермăсене те, ял çыннисем валли те сахал мар вутă-шанкă, выльăх апачĕ тата çĕр кăмрăкĕ турттартăм. Хуçалăхра строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă вăхăтра мана строительство материалĕсем турттарма та час-часах путевка паратчĕç. Вăхăтра уттине, улăмне, тыррине, çĕр улмине турттарни те пин-пин тоннăна çитрĕ пулĕ, – аса илет паян ĕç ветеранĕ кĕçех автомобиль транспорчĕпе ĕçлекенсен кунĕ пулнине кăмăллăн палăртса. Хресченсен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн нумай ачаллă çемйинче çуралнăскер, вăл мĕн пĕчĕкрен яваплăха туйса, кашни ÿсĕм хыçĕнчех ĕç тăнине ĕненсе çитĕннĕ. Çавăнпах пулĕ хушнă ĕçе пурнăçламанни е ăна ячĕшĕн кăна туни унăн практикинче пулман. Ăна курах иртнĕ вырма пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Чи лайăх водитель» конкурс номинацийĕнче вăл округра 2-мĕш вырăна тухса 2-мĕш степеньлĕ дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ. Пирĕн калаçура Гена пичче хăйĕн ĕç ăнăçăвĕнче мăшăрĕ пысăк вырăн йышăннине те пытармарĕ. «Вăл мана ăнланни, май пур таран пулăшса пыни ĕç ăнăçăвĕн тата вăрăм стажăн никĕсĕ пулчĕ тесе шутлатăп. Тавах ăна уншăн», – терĕ ветеран водитель мăшăрĕ çине сăмах çитсен. Пурнăçра йывăрлăхран хăраман мăшăр паян та ĕçсĕр тунсăхланине курма çук. Килти хушма хуçалăх – халĕ вĕсен тĕп ĕç вырăнĕ. Александр Михайлович вара çав-çавах руль умĕнче: кулленех путевка илекенскер, автомашинăна та ялан тирпейлĕ те юсавлă тытать вăл, хăйĕн тăрăшулăхĕпе ытти çынсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
...Автомашинăна вырăнтан хускатнă водительрен унăн ĕмĕт-шухăшĕпе килĕшсе уйрăлтăм. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра яваплăха туйса ĕçлекенĕн алă усса ларма вăхăт çук çав. Хăйĕн ĕçĕ «Оринино» хуçалăх ĕçченĕсемшĕн, ялти çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине те ăнланать мал туртăмлă ĕçчен.
Анатолий БЕЛОВ.
Ноябрь 2026 |
