Пĕве пуçне юсанă

Категория: Общество Опубликовано: 11.11.2026, 11:45 Просмотров: 2

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме – Халăх бюджечĕ» проекта пурнăçлассипе Муркаш округĕнче аван ĕçлеççĕ. Кăçал 250 млн тенкĕлĕх 86 проект вăя кĕртеççĕ.

Акă, сăмахран, Пиккикасси ялĕнче пĕве пуçне çĕнетрĕç. Çак тĕллевпе пĕтĕмĕшле 1447610 тенкĕ тăкакларĕç.

Çав шутра:

- ял çыннисенчен – 144761 тенкĕ,

- округ бюджетĕнчен – 477711 тенкĕ,

- республика бюджетĕнчен – 825137 тенкĕ.

Чылай ĕç пурнăçланă: шыв юхмалли пăрăхсене улăштарнă, пĕве пуçне çирĕплетнĕ тата ăна автотранспортпа каçма анлăлатнă. Халĕ кунта автомобилистсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те хăрушлăх çук, каçса çÿреме питĕ меллĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6