Кашни çыннăн яваплăх пирки пĕлмелле

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 12:52 Просмотров: 17

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ пулчĕ. Професси уявĕн кунĕнче эпĕ РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн ертÿçипе Михаил Мясников полици подполковникĕпе калаçрăм, кăçалхи 10 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетме ыйтрăм.

– Михаил Мефодьевич, вунă уйăха мĕнле кăтартусемпе хыçа хăвартăр?

– Уявĕ хыçа юлчĕ пулин те, ĕçри тĕп кăтартусем пирки калаçăва пуçличчен професси уявĕпе шалти ĕçсен органĕн ветеранĕсене тата хамăрăн коллектива район хаçачĕ урлă саламлатăп. Ветерансем тивĕçлĕ канура пулин те пирĕн пайпа тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсен сĕнĕвĕсем пирĕншĕн ялан вырăнлă. Ветерансем ĕçри йăласене те çирĕп тытса пыраççĕ. Ĕçтешсене вара ума лартнă задачăсене тивĕçлĕ шайра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, пĕр командăра пĕр тĕллевпе тăрăшнăшăн тав тăватăп. Малашне те округ çыннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес задачăна пурнăçлама ăнăçу сунатăп. Пурин те çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ пултăр. Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн пай право йĕркине пăсни пирки 4207 заявлени йышăнчĕ. Çакă унчченхи çулхи çак тапхăртинчен 14,8 процент сахалтарах. Пĕтĕмпе 158 преступлени регистрациленĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтра 191 преступлени пулнă. Преступленисен ытларах пайĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă – 43,7 процент, харпăрлăха хирĕç тунă фактсем – 12 процент. Уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисем, вăтам йывăрăшлĕ преступлени тăвасси чакнă. Вăрă-хурахла ĕçсем, автотранспорт хатĕрĕпе йĕркене пăсса хуçаланнă фактсем, влаç представительне пусмăрласа тунă саккунсăр ĕçсем, террорла тата экстремистла преступленисем пулман. Унччен преступлени тунă çынсем тепĕр хут преступлени туни чакнă. Уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисене асăрхаттарассипе пирĕн сотрудниксем ĕçе палăрмалла лайăхлатрĕç. Ирĕксĕрлесе мăшкăлланă пĕр преступлени пулнă. Йывăрах мар преступлени туни, çул çитмен çамрăксем тунă преступлени, обществăлла вырăнта, урамра тунă, ÿсĕрле тунă преступлени хисепĕ ÿсрĕ. 10 уйăхра преступленисене уçса парасси иртнĕ çулхи çак вăхăтра 56,2 процент пулнă, кăçал – 58,2 процент. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕнче 1 преступлени учета илнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтра 2 пулнă. Сотрудниксем ку енĕпе тĕрлĕ рейд, профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Саккунсăр хĕç-пăшал çаврăнăшĕнче 2 преступлени учета илнĕ. Обществăлла йĕркелĕхпе тата граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинче профилактика ĕçĕ паллă вырăн йышăнать. Унччен преступлени тунипе учетра тăракан, ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан çынсемпе уйрăммăн ĕçлетпĕр. 10 уйăхра округ территорийĕнче ĕç планĕпе килĕшÿллĕн оперативлă профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ. Вăл шутра – «Нетрезвый водитель», «Оружие», «Пенсионер», «Условник», «Ребенок в опасности» тата ытти ĕçсем.

– Ултавлă ĕçсем пирки те асăнмасăр хăварма çук. Вĕсем кÿнĕ тăкак питех те пысăк.

– Шел пулин те, юлашки çулсенче информаципе телекоммуникаци мелĕпе усă курса ултавлă ĕçсем туни ÿссе пырать. Кăçлахи 10 уйăхра çавăн пек ултавлă ĕç 54 пулнă. Тĕрлĕ мелпе çынсене улталанă тăрăх уголовлă ĕçсем пуçарнă, йышăну тунă ĕçсенче çынсене 19 млн та 927 пин тенкĕлĕх улталанă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 14 млн 486 пин тенкĕ тăкак кÿнĕ. Пирĕн округшăн ку питех те пысăк кăтарту. 11 млн та 261 пин тенкĕне каялла тавăрса пама май килнĕ. Ултавçăсем çынсене инвестиципе усă курса пысăк услам сĕнеççĕ, Интернет-лавкка услугипе усă куракансем те тăтăшах улталанаççĕ, персоналлă кăтартусемпе усă курса çынна кредита явăçтараççĕ, кредит организацийĕн сотрудникĕ ячĕпе укçа-тенкĕне хăрушсăр счет çине куçарма сĕнеççĕ тата ытти те. Ултавлă ĕçсенчен асăрхаттармалли пĕр çул вăл – профилактика ĕçĕ, çынсемпе ăнлантару калаçăвĕ ирттерни. Ку енĕпе эпир район хаçачĕпе ĕçлетпĕр, сотрудниксем çынсемпе тĕл пулсан та аса илтереççĕ. Кашни кĕçнерникун Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕпе пĕтĕм служба хутшăннипе ултав ĕçĕсен профилактикине ирттеретпĕр. Пирĕн сотрудниксем предприятисемпе .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6