Шăшисем сиен ан кÿччĕр

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 13:18 Просмотров: 17

Уяр кунсем тăнине пăхмасăрах çанталăк кунсерен сулхăнрах та сивĕрех. Ял çынни ку вăхăта тырă-пулă, çĕр улми, пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ май уй-хирсемпе пахчасем, улăх-çаран пушанчĕ. Унтан пуçтарса илнĕ çимĕçсен пĕр пайĕ нÿхрепсемпе путвалсене куçнă вăхăт – çут çанталăкăн хăйне евĕр тапхăрĕ. Уй-хирте, улăх-çаранта тата пахчара апат сахалланнă тата кĕрхи йĕпе-сапапа сивĕсем çывхарнă май кăшлакан чĕр чунсем çак вăхăтра ăшă вырăн шыраса тата малашлăха пăхса ялти кил-çурт çывăхнерех куçма пуçлаççĕ. Ку вăл уйрăмах килти хушма хуçалăх тытакансене паян-ыранах кил-çурт таврашĕнче тимлĕхе ÿстерме, асăрхануллăрах пулма ыйтать.

Кĕр пуçламăшĕнче шăшисем хушма хуралтăсене ытларах пухăнма пуçлаççĕ пулсан, çанталăк сивĕтнĕ май вĕсем ăшă вырăн шыраса пурăнмалли çуртсене те иленеççĕ. Çакă паян кашни кил хуçинех кĕр кунĕсенчи тимлĕхе ÿстерме хушать.

Кăшлакан чĕр чунсен сезонри миграцийĕ тĕрлĕ сăлтавпа йĕркеленсе пыни паллă:

  • курăк типнĕ, çĕрти шăтăксене шыв илнĕ е вĕсене кĕркунне ăна пусса кăпкалатнă е сухаланă вăхăтра çĕре ишнĕрен кăшлакан чĕр чунсем валли пытанма вырăн юлманнипе;
  • тырă-пулăна, пахча çимĕçе пуçтарса кĕртнĕрен тата йывăç-курăк ÿсме чарăннăран апат сахалланнипе;
  • кăшлакан чĕр чунсен йышĕ çу каçа палăрмаллах пысăкланнипе.

Хĕл умĕнхи тапхăр – кăшлакан чĕр чунсем хăйсене хĕл каçма тăрăшсах ăшă вырăн шыранă вăхăт. Кунта вĕсем сарай-витесене çеç мар, гаражсемпе пурăнмалли çуртсене тата хваттерсене те айккинче хăвармаççĕ. Манмалли çук, кăшлакан чĕр чунсем кил-çурт таврашĕнчи пурлăха сиен кÿнипе пĕрлех çын сывлăхĕшĕн те тĕрлĕ инфекци сарас хăрушлăха кăларса тăратаççĕ. Çакна асра тытса кăшлакан чĕр чунсем халĕ çынсем пурăнакан пÿлĕмсене, кил-çурта кĕресрен асăрханмалла. Çакна валли паян-ыранах ял çыннин комплекслă ĕçсем туса ирттерме тăрăшмалла: чĕр чунсем кĕме пултаракан вырăнсене хальтерех картламалла, вĕсен çулĕсем çинчи çимĕçсене пуçтарса хумалла. Мĕн тумалла-ха пурăнмалли кил-çурта е дачăна шăшисенчен хĕл каçа сыхлас тесен? Кĕр кунĕсем çитнĕ май кăшлакан чĕр чунсемпе кĕрешессин витĕмлĕхĕ курăмлă ÿсет. Çавăнпа кил-çурта шăшисенчен комплекслă хÿтĕлессин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асра тытмалла. Пурăнмалли пÿрт-çурта е дача çурчĕсене хĕле хатĕрлессине тĕплĕ пурнăçласан унта кăшлакан чĕр чунсем кĕрессине самай чакарма май пур. Çакна валли пурнăçламалли тĕп ĕçсем: хĕле хатĕрленнĕ май пÿрт-çурт таврашĕнчи шăтăк-çурăка лайăх питĕрмелле, вăхăт иртнĕ май вĕсене пăхсах тăмалла, таврана шăши тапписем е чĕр чунсене хăратакан хатĕрсем вырнаçтармалла. Шăтăк-çурăка питĕрнĕ чухне ял çыннин мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла-ха?

Фундаментри, урайĕнчи тата ытти вырăнти шăтăксене цементран хатĕрленĕ растворпа, монтаж кăпăкĕпе (унта тимĕр-тăмăр çÿпписене хушмалла та çиелтен тимĕр сеткăпа картламалла) хупламалла. Кăпăк хăй кăна пулсан, кăшлакан чĕр чунсем ăна хăвăрт шăтарса пĕтерме пултарнине асра тытмалла. Вентиляци шăтăкĕсене вĕтĕ шăтăклă металл сеткăсемпе картлама тăрăшмалла. Унсăр пуçне плинтуссем айĕнче тата мăрьесемпе шыв пăрăхĕсем патĕнче юлнă шăтăксене те тĕплĕ питĕрмелле. Хĕлле пурăнмалли мар çуртра тĕрлĕ апат-çимĕç (кĕрпе, сахăр, çăнăх, выльăх апачĕ, шыв) хурса хăварасран асăрханмалла. Юлакан продуктсем пулсан та вĕсене тĕплĕ хупланакан контейнерсенче упрасан лайăхрах. Кивĕ хатĕрсене, кĕпе-йĕме, хăмапа вутă-шанкăна манса хăварни кăшлакан чĕр чунсем валли хĕл каçма уйрăмах меллĕ вырăнсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа та хĕл лариччен пÿрт-çуртран кивĕ хатĕрсене, вутă-шанкăна, строительство каяшне пуçтарса кăларни вырăнлăрах шутланать. Вутă-шанкăна пурăнмалли пÿртпе юнашарах упрассинчен те асăрханăр. Кил-çурт таврашĕнчи территорие те хĕле кĕриччен тирпейлеме тăрăшăр. Пÿрт-çурт çывăхĕнче çÿллĕ ÿссе кайнă курăк пур пулсан, ăна çулса пуçтарса илĕр. Пахчари йывăçсен авăнса тăракан тураттисене касса иртни те хĕле кĕриччен тумалли ĕç пулнине ан манăр. Кăшлакан чĕр чунсен пÿрте кĕмелли çулне картласан, вĕсем валли апат хăвармасан, йăва çавăрмалли вырăнсем туса памасан çеç эсир хăвăр кил-çурта хĕл умĕн кăшлакан чĕр чунсем тапăнасран хÿтĕлерĕмĕр тесе çирĕплетсе калама пултаратăр.

Светлана СОКОЛОВА, «Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн» зоологĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6