Хĕл кунĕ валли паха апат

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 13:13 Просмотров: 17

Ĕне усрама пăрахрăмăр та килте кроликсем тытма пуçларăмăр. Анчах кунта та ĕçĕ сахал мар иккен. Çĕннине вĕренмелли пайтах. Паян манăн хĕл кунĕсенче кроликсене мĕнле апат парсан лайăхрах пулнине пĕлес килет. Кролик усракансем! Канашпа пулăшма пултаратăр-ши?

Антонина ВИШНЕВА. Катькас территори пайĕ

Кролик тымар çимĕçпе тырăна та, типĕтнĕ курăка та юратса çиет. Çавăнпа та пысăк опытлă кролик ĕрчетекенсем çу вăхăтĕнче вĕсене хĕл каçарма вĕлтĕрен, ар-мути çителĕклĕ типĕтсе хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Хатĕрлекен курăка уяр вăхăтра лайăх типĕтмелле. Ун пек чух вăл сая каймасть. Хăйсене наркăмăшлантарман пирки чĕр чунсем ăна тĕппипех çисе яраççĕ. Лайăх типĕтнĕ курăк – мăян, йыт пырши, анра çарăк, шурут, хурхух, пиçен т. ыт. те – чĕр чунсемшĕн сивĕ вăхăтра питех те паха апат шутланать. Çу кунĕсенче килти хушма хуçалăх тытакансен çителĕклĕ чухлĕ милĕк хатĕрлесси пирки те манмалла мар. Ăна валли çăка, хăва, вĕрене, пилеш, хурăн турачĕсем юрăхлине ан манăр. Вĕсем сирĕн çитес хĕл валли хатĕр пулсан эсир хăвăра канлĕ туйма пултаратăр. Мĕншĕн тесен милĕксем, çамрăк туратсем хĕл кунĕсенче кроликсемшĕн витаминлă апат вырăнне шутланаççĕ. Кроликсем хĕлле купăста çулçине, çĕр улми хуппине юратса çиеççĕ. Паян кашни пахчарах купăста çулçи çителĕклĕ тесе шутлатăп, вĕсене типĕ утăпа пĕрле парсан вырăнлăрах пулать. Çапах та хĕл тапхăрĕнчи чи юратнă апат вăл – клевер ути тата паха тĕш тырă. Манса ан кайăр! Кроликсем çĕнĕ апата часах хăнăхаймаççĕ. Çавăнпа та вĕсем халиччен астивмен пĕр-пĕр çимĕçе рациона пĕчĕк виçепе кĕртсе хăнăхтарма тăрăшăр. Ку вăл чĕр чунсен сывлăхĕшĕн питĕ усăллă тесе шухăшлатăп.

Вячеслав ИЛЬИН, выльăх тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6