Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен канашлура регион кӗркуннепе хӗллехи тапхӑра хатӗррине тата ҫынсене вирус инфекцийӗсенчен хӳтӗлемелли мерӑсене пӑхса тухрӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе Сывлӑх сыхлав министерстви больницӑсемпе поликлиникӑсенче тӳлевсӗр вакцинӑсемпе медикаментсен запасне малтанах йӗркеленӗ. «Кӗркуннепе хӗллехи тапхӑрта ҫынсене шӑнса пӑсӑласран хӳтӗлес тесен вакцинацие май килнӗ таран меллӗ тумалла. Кашни кун ҫӗр-ҫӗр ҫынпа хутшӑнакансене уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла. Шкулсенче, социаллӑ учрежденисенче тата предприятисенче иммун тӗлӗшӗнчен ҫирӗп чӑрмав туса эпир вируссем сарӑлассине чарӑпӑр, хӗлле республика пурнӑҫӗн хӑнӑхнӑ ритмне упраса хӑварӑпӑр», – палӑртрӗ Олег Николаев. Чӑваш Республикинче пурӑнакан 375 пине яхӑн ҫын прививка тума шутланӑ ӗнтӗ. Уйрӑмах ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗккисемпе шкул ачисене прививка тутарать: иммун хӳтӗлевне 149 пин ытла ачана илнӗ. Аслисем хушшинче 225,5 пин ытла ҫын прививка тунӑ. Ача-пӑчан прививка кампанине Комсомольски, Етӗрне тата Елчӗк округӗсенче чи лайӑх йӗркеленӗ, ҫитӗннӗ ҫынсем хушшинче вара Вӑрмар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне округӗсем малта пыраҫҫӗ. Чи малтанах тухтӑрсем ачасене, студентсене, йывӑр ҫын хӗрарӑмсене, 60 ҫултан аслӑраххисене тата чӗре, юн тымарӗсен, ӳпке тата эндокрин тытӑмӗн вӑраха кайнӑ чирӗсемпе аптӑракансене вакцинацие йыхравлаҫҫӗ. Вирус кашни кун нумай ҫын пухӑнакан ҫӗрте хӑвӑрт сарӑлнӑран Олег Николаев профильлӗ ведомствӑсене тӗп сферӑсенче ӗҫлекенсене иммунизацилессине кӗске вӑхӑтрах вӑйлатма хушнӑ. Унсӑр пуҫне регион ертӳҫи предприятисен директорӗсемпе бизнеса хӑйсен коллективӗсене хӳтӗлеме хастартарах явӑҫтарма тӗллев лартнӑ. Вӑл сотрудниксем валли вакцина туяннӑ «Элара» завочӗн тӗслӗхӗпе усӑ курма хушнӑ. Прививкӑна республикӑри пур поликлиникӑра та кашни хӑй тӗллӗн тутарма пултарать. Прививка кабинечӗсен ӗҫ расписанине Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин тата медицина организацийӗсен сайчӗсенче тӑтӑшах ҫӗнетеҫҫӗ. Кӑҫал республика бюджетӗнчен гриппа пневмококк инфекцине хирӗҫ вакцинӑсем туянма тата 35 млн тенкӗ уйӑрнӑ. 60 ҫултан аслӑраххисем валли регион хысни шучӗпе пневмококкран 15 пин доза вакцина туянса больницӑсене панӑ. Кӗр пуҫланнӑранпа медучрежденисем те грипран 433 пин ытла доза вакцина илнӗ, ҫывӑх вӑхӑтра республикӑна тепӗр пысӑк парти – 77 пине яхӑн доза – килӗ. Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова больница сечӗ хӗллехи тапхӑра хатӗрри пирки пӗлтерчӗ. Пациентсем валли инфекци стационарӗсенче ятарлӑ 334 койка хатӗрленӗ, вӗсенчен ҫурри ытла ача-пӑча валли. Медучрежденисенче тӗрӗслемелли препаратсен, хӳтӗлев хатӗрӗсен тата реагентсен запасне туса хунӑ. Унсӑр пуҫне уйрӑмсене чирлисене сывлама пулӑшакан оборудованипе тивӗҫтернӗ: медиксен аллинче юнри кислород шайне тӗрӗслемелли пульсоксиметрсем, ӳпкене искусствӑлла майпа уҫӑлтармалли аппаратсем тата чи йывӑр лару-тӑрура ӳпкепе чӗре ӗҫне вӑхӑтлӑха тытса тӑма пултаракан пысӑк технологиллӗ икӗ ЭКМО аппарачӗ.
Ноябрь 2026 |
