Чӑваш Республики экзаменсенче ҫут ҫанталӑкпа ӑслӑлӑх предмечӗсене суйлас енӗпе ҫӗршывӑн малти пилӗк регион йышне кӗнӗ.
Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров эрнесерен иртекен планеркӑра республикӑран вӗренсе тухакансен 40 проценчӗ физика, хими, биологи, информатика тата профильлӗ математика предмечӗсемпе экзамен тытнине пӗлтернӗ. Хатӗрленӳ пахалӑхӗ ӳсет: 77 выпускник 100 балл пухнӑ, виҫӗ шкул ачи харӑсах икӗ предметпа чи нумай балл илнӗ. Красноармейскипе Патӑрьел округӗсем, ҫавӑн пекех Шупашкар малта пыраҫҫӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗршывӑн технологи енчен никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кашни выпускник пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Экзамена пӗрремӗш хутӗнче парӑнтарайманнисемшӗн «ПрофСтарт» проект ӗҫлет. Вӑл ӗҫ специальноҫӗсене алла илме пулӑшать. Ҫавӑн пекех Олег Николаев округсенчи вӗрентӳ пайӗсен ертӳҫисем валли ҫулсерен семинарсем ирттерме сӗннӗ. Ҫапла чи лайӑх практикӑсене пур шкула та сарӗҫ, палӑрнӑ специалистсене хавхалантарӗҫ.
Муркаш округӗнче шкултан вӗренсе тухнӑ 105 ачаран 40-шӗ медале тивӗҫнӗ. 21 ача ылтӑн медаль илнӗ, 19-шӗ – кӗмӗл. Муркаш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хӗр ача химипе 100 балл пухнӑ. Унӑн тантӑшӗсем те питӗ лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ – 99 тата 98 балл.
Ноябрь 2026 |
