Ĕçлеймен çынна пăхнăшăн

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 13:09 Просмотров: 32

Ĕçлеймен çынна пăхнине ĕç стажне кĕртес йĕрке 2027 çултанпа улшăнать. Тĕп улшăну ĕçлеймен çынна пăхнине стажа кĕртме ыйтса çырас вăхăтпа çыхăннă. 2027 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçлеймен çынна пăхнине е ăна малалла тăснине çулсерен асăннă тапхăр пуçланиччен Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмне заявлени çырса çирĕплетмелле.

Ватлăха пула страхлакан пенси илесси çирĕплетнĕ йĕркепе пенси ÿсĕмĕ çитсен, страхлакан стаж 15 çултан кая мар пулсан тата 30 индивидуаллă пенси коэффициенчĕ пуçтарăнсан, вăя кĕрет. Страхлакан пенси илме тата унăн виçине палăртнă чухне 80 çултан аслăрах ÿсĕмри çынсене, инвалид ачасене тата пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене пăхни пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ĕçлеме пултарайман çынна пăхнăшăн çулталăкра ĕç стажĕ пĕр çул тата 1,8 индивидуаллă пенси коэффициенчĕ хушăнать. Социаллă фонд çынна пăхнă тапхăра страхлакан стажа кĕртме йышăну тунă хыççăн унăн кăтартăвĕсем çыннăн индивидуаллă счечĕ çинче курăнаççĕ. Ăна Патшалăх услугисен харпăр хăй кабинетĕнче кашниех пăхса пыма пултарать.

«Çул çитнипе е сывлăх тĕлĕшĕпе харпăр хăйне тăтăш пăхтаракан çыннăн социаллă пысăк пĕлтерĕшĕ пур. Ун пек çынсене пăхнине страхлакан ĕç стажне кĕртессине саккунпа пăхса хăварнă. Анчах кун пек çынна пăхнине стажа кĕртес тесен ăна пăхма пуçличчен е пăхасси вĕçленсен гражданинăн пĕр кун та пулин официаллă ĕçлени кирлĕ», – палăртнă Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев. Ĕçлеме пултарайман çынна 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2026 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пăхнă тапхăра ĕçлеме пултаракан çын ыйтнипе çырнă заявленипе килĕшÿллĕн унăн страхлакан стажне кĕртеççĕ. Тĕплĕнрех пĕрлехи контакт-центртан 8(800)100-00-01 телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Шăнкăрав тÿлевсĕр.

Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6