Мăн Сĕнтĕрти В. Верендеев ячĕллĕ шкулта профилактика тĕл пулăвĕ иртрĕ. Калаçăва цифра тĕнчинчи хăрушсăрлăха халалланă. Тĕл пулу «Даннăйсен экономики тата патшалăх цифра трансформацийĕ» наци проекчĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.
Шкула ачасем патне хăнана МВД дежурнăй пайĕн аслă оперативлă дежурнăйĕ Александр Ванюшкин тата МВД ветеранĕ, милицин отставкăри полковникĕ, МВД «Моргаушский» пайĕн обществăлла канашĕн ертÿçи Евгений Макаров килчĕç. Тĕл пулура цифра мелĕпе ултавлă ĕçсенчен асăрханасси пирки калаçрĕç. Палламан çынпа телефонпа калаçмалла мар, ют çынна укçа вара нимĕнле сăлтавпа та куçарса пама юрамасть, СМС пĕлтерÿсене те вуламалла мар. Çавăн пекех психологи хăрушсăрлăхĕ пирки те калаçрĕç. Хăнасем ачасемпе пĕрле пурнăçа юратма, хаклама пĕлмеллине, йывăр самантра камран пулăшу ыйтмаллине те сÿтсе яврĕç.
Хамăр инф.
Ноябрь 2026 |
