Шкул ачисемпе тĕл пултăм

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 12:54 Просмотров: 16

Эпĕ, Муркаш районĕн прокурорĕ, округри шкулсенче 11-мĕш класра вĕренекен ачасемпе тĕл пулу ирттертĕм. Калаçу професси суйласси пирки тата киберхăрушсăрлăх çинчен пулчĕ.

Юрист çулне суйланă пулас абитуриентсемшĕн тата професси суйлавĕпе татăклă утăм тума ĕлкĕрейменнисемшĕн питех те ăнлантаруллă калаçу пулса иртрĕ тесе шухăшлатăп. Ачасем прокуратура службинчи ĕç-хĕл пирки пĕлме пултарчĕç. Прокуратура органĕнче ĕçлес пулсан вара требовани питех те çирĕп. Çавăн пекех тĕл пулура ачасемпе киберхăрушсăрлăх ыйтăвне сÿтсе яврăмăр. Çамрăксене террорла акта, информаци технологийĕсен преступленине, вăл шутра саккунсăр дроппер услугине явăçассинчен асăрханмаллине пĕлтертĕм. Тăтăш тĕл пулакан ултавăçен схеми пирки каларăм, çамрăксем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрăм. Тĕл пулăва хутшăнакансене эпĕ çул çитмен çамрăксене воспитани парассинчи, пурăнма тата вĕренме май туса парассинчи вăйра тăракан законодательствăсене ăнлантартăм.

Эдуард Сокрашкин , район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6