Хăш чÿречере аван ÿсет?

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 13:23 Просмотров: 17

Хĕл каçма чечексене хăш енри чÿречесен анине лартсан лайăх-ши? Тата пурин характерĕ те пĕрех-и? Пĕлес килет, кун пирки агрономсем мĕн шутлаççĕ?

Светлана АНИСКИНА.

Ярапайкасси ялĕ.

Чечек хăш вырăнта лайăхрах ÿснине те шута илсе вĕсене виçĕ ушкăна пайлама пулать: çутта юратаканнисем, сулхăнра ÿсекеннисем, тĕттĕм вырăна тиркеменнисем. Çутта юратаканнисем хĕвел çутинче лайăх ÿсеççĕ. Вĕсем кăштах тĕксĕм çĕрте те аптăрама пуçлаççĕ. Уçă вырăнта ÿсекен чечексене çутă уйрăмах нумай кирлĕ. Вĕсем çаксем: кактуссем, суккулентсем, пуçлă тымартан ÿсекен чечексем. Кăнтăралла тухакан чÿречесем умĕнче агава, амбутилон, инди азалийĕ, бувардия, гастерия, жасмин, нолина, седум, черчен фукси, церус аван ÿсеççĕ. Кăнтăр хĕвел тухăç е кăнтăр хĕвел анăç енне тухакан чÿречесем те чечексемшĕн аван вырăн шутланаççĕ. Кунта алоэ, гиппеаструм, гибискус, йывăç евĕрлĕ фикус, бегони, роза, тĕрлĕ кактус, фейхоа илемлĕ çитĕнеççĕ. Хĕвел анăç енчи чÿречесенче кăнтăрччен сулхăнра пулакан чечексем аван ÿсеççĕ: аспарагус, бегони, бильбери, гастери, магноли, финик пальми, цитрус йышшисем. Сулхăна юратакан чечексем сахал çутăра та чиперех аталанаççĕ. Анчах та çакна шута илĕр: пÿлĕмре çитĕнтернĕ чух вĕсене хĕвел пайăркисем тÿрремĕн лексен çулçисене пĕçертсе яма пултараççĕ. Ку чечексене пÿлĕмĕн шалти вырăнĕсенче е çурçĕрелле тухакан чÿрече анинче вырнаçтармалла: азали, аспидистра, хĕвел тухăç бегонийĕ, зигокактус, камнеломка, вăрман кактусĕ, филлокактус, хăш-пĕр лилипе бегони, ырă шăршăллă драцена, кипарисовик, тиес, самшит, плющ, пилея, цикламен, эухарис. Сулхăн çĕрте те, хĕвел питтинче те ÿсме пултаракан чечексен шутне çаксем кĕреççĕ: хлорофитум, йывăç евĕрлĕ алоэ, сансевиери, плющ, традесканци, фикус.

Александр ШАРИКОВ, агроном.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6