Пурте пӗрлешсен ыйтусене ҫӑмӑлрах татса параҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 12:48 Просмотров: 36

Муркаш округӗнчи Сентимӗр ялӗ патне каякан ҫула юсассине Чӑваш Республикин Транспорт министерстви 2027 ҫулхи ҫулла вӗҫлеме палӑртать.

Суйлав кампанийӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ҫӗнӗ созывра граждансене пӗрремӗш хут йышӑнчӗ. Адаптаци валли вӑхӑт кирлӗ пулмарӗ: саккӑрмӗш созыв депутачӗ пулнӑ чухнех Алла Леонидовна кӑҫал кӑна республикӑра пурӑнакансемпе икҫӗре яхӑн тӗл пулу ирттерчӗ. Вӑл вун-вун хулара, ялта пулса курчӗ, унта пурӑнакансен ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗ, ҫӗкленӗ ыйтусене татса пама пулӑшрӗ. Август уйӑхӗнче Сентимӗр, Ҫеменкасси тата Атапай ялӗсенче пурӑнакансем Алла Салаева депутатран автомобиль ҫулне юсассине вӗҫлеме пулӑшма ыйтнӑ. Чӑваш Республикин Транспорт министерстви сӗнӗве ырланӑ, ҫынсен пуҫарӑвне «Единая Россия» партин Халӑх программине кӗртнӗ. – Граждансене йышӑннӑ чухне виҫӗ ял интересӗсене хӳтӗлекен Павел Николаевич Вязовпа тӗл пултӑм. Муркаш округӗн ертӳлӗхӗпе тата Чӑваш Республикин Транспорт Министерствипе ӗҫ мӗнле пынине тата вӗсене вӗҫлемелли сроксене сӳтсе яврӑмӑр, – каласа парать Алла Салаева.

Результатсем пур. 2025 – 2026 ҫулсенче 1 ҫухрӑма яхӑн ҫула юсанӑ. 1,3 ҫухрӑм тӑршшӗ тепӗр участока юсама контракт тунӑ, юлнӑ пайне юсама хатӗрленеҫҫӗ. Пӗтӗм ҫула юсаса пӗтерме планпа палӑртнӑ вӑхӑт – 2027 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗ. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан ӗҫсен пӗр пайне маларах пурнӑҫлама пулать. – Павел Николаевича ҫине тӑнӑшӑн, Муркаш округӗн пуҫлӑхне Александр Валерьевич Иванова, округ администрацине тата Транспорт министерствине тунӑ ӗҫшӗн тав тӑватӑп. Килӗшӳсене пурнӑҫлассине тӗрӗслесе тӑратӑп, – пӗлтерет Алла Салаева.

Виҫӗ ялта 615 ҫын пурӑнать, ҫав шутра 84 ача. Кашни кун шкул автобусӗ ҫичӗ рейс пурнӑҫлать, ачасене шкула тата ача садне илсе ҫитерет. Кунтах маршрут автобусӗсем чупаҫҫӗ, васкавлӑ пулӑшу тата пушар службин машинисем иртеҫҫӗ. Ҫула юсассине вӗҫлесси – чи малтан хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ.

Граждансене депутат черетлӗ хут ноябрӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра, Общество пулӑшӑвӗн штабӗнче йышӑнӗ. Тӗл пулӑва (8352) 62-25-56 телефонпа ҫырӑнма пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6