Вĕсем çĕнтерĕве çывхартаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2026, 12:41 Просмотров: 16

Чуманкассинчи «кĕмĕл» волонтерсен ушкăнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассипе пысăк ĕç тăвать тенине округ шайĕнче пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Çавăнпа вĕсемпе паллашма, курса калаçма çула тухрăм.

Палăртнă кун яла 10 сехетре çитрĕм, кунти Культура çурчĕн çенĕкри алăкĕ уçăччĕ. Шала кĕтĕм те ĕçе кÿлĕннĕ аннесемпе асаннесен ушкăнне куртăм. Вĕсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç. Эпĕ пĕлекен çынсем те пур иккен. Людмила Ковалева, хăй вăхăтĕнче Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă, тимлесех маскировка сетки çыхатчĕ. Нина Замятина, вырăнти шкулта учительте ĕçленĕ, куллен кунта тăрăшать иккен. Нина Марковăна, волонтерсен ушкăнĕн ертÿçине, округри мероприятисенче пĕрре кăна мар курнă. Вăл та сетка çыхассипе тимлетчĕ. Пирĕн калаçу çăмăллăнах çыхăнса пычĕ. Ырă чунлă, ăшă кăмăллă çынсемпе калаçма яланах çăмăл. Вăхăт иртни те сисĕнмерĕ.

Çапла пуçланнă

– 2023 çулхи июль уйăхĕнче маскировка сетки çыхма вĕренес тесе Турайне, унтан Мăн Сĕнтĕре пĕчченех çитсе килтĕм. Çын туман ĕç çук, мĕншĕн тытăнас мар. Анчах ăçта çыхмалла, пÿлĕм çук, – калаçăва пуçларĕ Нина Маркова. Вара вăл Людмила Ковалевăпа канашланă.

– Атя, Кльтура çуртне кайса пăхар, – тенĕ лешĕ. Вĕсене Александр Замятин газооператор шала кĕртсе кăтартать. Кунта ĕçлеме пулать, шухăшланă хайхискерсем. Анчах, тĕрлĕ сăлтавсене пула, тÿрех ялти Культура çуртĕнче тĕпленме май килмест волонтерсен. Апла пулин те Нина Маркова алă усмасть.

– Александр Замятин пире ятарлă станок ăсталаса пачĕ. Сетка çыхма кирлĕ материалсем туянма ялта укçа пуçтарма пуçларăмăр, – калаçăва малалла тăсать вăл.

Ял çыннисем пухнă укçапа «Моргаушцы – ZА Победу» волонтер ушкăнĕн ертÿçи Наталия Иванова сетка çыхмалли материалсем илсе килсе парать. Ĕç пуçланать вара. Август – сентябрь уйăхĕсенче сеткăна Александр Замятинсен килĕнче çыхаççĕ. Çак ĕçе Людмила Ковалева, Нина Замятина, Елена Клементьева, Роза Павлова, Нина Маркова, Зоя Гусева пуçласа тытăнаççĕ. Икĕ сменăпа та ĕçленĕ вĕсем. Нимĕнле Чăрмав та пулман вĕсемшĕн, пурне те çĕнтернĕ. Ку таранччен «Патриоты России» (вĕсем хăйсене çапла палăртаççĕ – автор) ушкăн хастарĕсем 764 сетка çыхнă. Сетка çыхмалли никĕсне 188 штук хатĕрленĕ. Луиза Иванова, Галина Вязова, Анфиса Николаева, Юлия Новикова, Зинаида Кадыкова тĕрлĕ тĕслĕ лентăсене сантиметрпа виçсе касаççĕ. Вĕсемсĕр сетка çыхаймăн. 84 çулхи Зинаида Кадыкова çапла каласа парать:

– Атте фронтран таврăнаймарĕ, атте тесе кураймарăм эпĕ. Паян пирĕн мăнуксене пулăшмалла. Фронтра ман тăвансен ачисем çапăçаççĕ. Чĕрĕ килессе шанатпăр. Кунти çынсемпе калаçатăп та чунра лайăх пулса каять. Йывăрлăхсем пирки манатăп, – терĕ сумлă ватă.

Сетка çыхнипе çырлахмаççĕ волонтерсем

85 çулхи Анфиса Николаева салтаксем валли минтерсем тăвать, вырăн хатĕрĕсем çĕлет. Минтер пичĕсене тĕрлĕ татăкран пуçтарать, шала синтепон хурать. Пĕтĕмпе 500 минтер пичĕ хатĕрленĕ. Ку енĕпе Роза Павлова, Нина Замятина, Зоя Павлова хастар пулнă. Çăм нускисем те çыхаççĕ ветерансем. Ăна вĕсем пĕтĕмпе 273 штук фронта ăсатнă. Окоп çуртисем, вĕсем те фронтра питĕ кирлĕ, 1996 штук хатĕрленĕ. Нина Маркова Шарпаш ялĕнче пурăнать. Çавна май салтаксене пулăшас ĕçе вăл çак ял çыннисене те явăçтарать. Валентина Васильева, Лиза Максимова, Галина Ефимова, Мария Петухова, Нина Маркова 54 мăшăр нуски çыхнă. Людмила Волкова хăйĕн çиппипе госпитальсем валли шап-шурă нускисем çыхса панă. Икĕ хĕл Нина Маркова килĕнче Лиза Максимова, Римма Ефимова, Мария Петухова маскировка сеткисем çыхнă. Çак ĕçе вĕсемпе Лидия Борисова, Эльвира Волкова хутшăннă. Куллен 3-4 сетка çыхаççĕ ветерансем. Пĕрремĕш сетка хатĕрленине вĕсем паян кун та астăваççĕ. Шутласа пăхăр-ха, вăл 65 метр тăршшĕ пулнă. «Моргаушцы – ZА Победу» волонтер ушкăнĕн ертÿçисене Наталия Ивановăпа Андрей Троицкие пулăшса пынăшăн, уйрăмах малтанхи вăхăтра, пысăк тав сăмахĕ каларĕç хастар ветерансем. Ушкăн ертÿçи Нина Маркова килте те канмасть тейĕн. Купăстапа какайпа хатĕрленĕ 1320 пĕчĕк кукăль, 480 хуран кукли салтаксене валли парса янă. Çĕр улми, пахча çимĕç те сахал мар ăсатнă. Хастар ветерансем Шурча шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Настя Александровăна палăртма ыйтрĕç. Вăл окоп çуртисем валли консерва банкисем, йĕкелсем пуçтарнă. Ку ĕçе хăй вĕренекен шкулти ачасене те явăçтарнă. Ял çыннисем пулăшнине те палăртаççĕ ветерансем. Кам мĕнпе пулăшма пултарать, çавăнпа пулăшать. Апат-çимĕç парса яракансем те йышлă. Халăхран пĕтĕмпе вĕсем 495 500 тенкĕ пухнă. Пĕтĕмпех салтаксене пулăшма янă.

– Пурин те кар тăмалла, вара эпир çĕнтеретпĕр, – теççĕ ветерансем пĕр шухăшлăн.

Канма та пĕлеççĕ

– Ĕçпе кăна пурăнмастпăр, канма та пĕлетпĕр эпир, – калаçăва малалла тăсать Нина Замятина, – Ильинкăри аслă юман патне, Каршлăхри мăнастире кайса вăй илсе килтĕмĕр. Театра кайса Константин Иванов çинчен калакан спектакль пăхрăмăр. Шуршăлти Андриян Николаев музейне çитрĕмĕр. Ветерансем хăйсем те артистсенчен кая мар иккен. Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа вĕсем тĕрлĕ халăх юрри-ташшин каçне ирттернĕ. Çи-пуçне те хăйсемех çĕленĕ. Çуллен вĕсем кĕр уявне паллă тăваççĕ. Çăварни уявне те уявланă вĕсем. Учительсен кунне те паллă тунă. Ветерансем Культура çурчĕн ертÿçине Таисия Димитриевăна, унăн мăшăрне Виктор Головена куллен хавхалантарса пынăшăн тав сăмахĕ калаççĕ. Çулленех февралĕн 23-мĕшĕнче, мартăн 8-мĕшĕнче Йÿçкассипе Чуманкассинчи садиксенчи ачасем сумлă ватăсене саламлама килеççĕ. Халĕ ветерансем Козьмодемьянск хулине кайса курасшăн. Виçĕ çул ытла пĕр тĕллевпе – салтаксене пулăшас шухăшпа – пуçтарăнаççĕ волонтерсем. Тĕрлĕ хыпар сÿтсе яваççĕ, пĕрне-пĕри пулăшса пыраççĕ. Çемьери пек савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ. Тата салтаксем пурте килĕсене сывă таврăнасса кĕтеççĕ.

Анатолий Тихонов .

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6