Ерекен чирсенчен сыхланасси

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 15:16 Просмотров: 4

Çынсен ерекен чирĕсем вĕсене саракан микроорганизмсем урлă чирлĕ çынран е чĕр чунтан сывă организм çине куçаççĕ, сывлăх тĕлĕшпе хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Инфекци сарăлмалли тĕп çул-йĕр шутĕнче çаксем пуррине паян кашнин асра тытмалла:

– ÿсĕрнĕ чухне сывлăш урлă сарăлаканнисем (грипп, шăнса пăсăлни, чечче чирĕ (ветряная оспа), туберкулез, коклюш, корь, дифтери чирĕ, хĕрлĕ шатра). Вĕсенчен асăрханма çынсен пÿлĕмсене тăтăш уçăлтарма тăрăшмалла, маскăсем тăхăнмалла, пÿлĕме халăх нумай пуçтарăннă вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла;

– апат-çимĕç урлă анлă сарăлакан чирсем (вар-хырăм инфекцийĕ, сальмонеллез, варвитти, вируслă А гепатит) вăй ан илччĕр тесен çынсен харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла, алăсене ялан таса тытмалла, пахча çимĕçе тата улма-çырлана çуса çимелле, пÿлĕме шăнасенчен таса тытма тăрăшмалла;

– ар çыхăнăвĕ урлă сарăлакан чирсем (В гепатит, СПИД, сифилис, гонорея, папилломатоз). Ку чирсенчен пăрăнса иртме ар хутшăнăвне тĕлли-паллисĕр кĕменни, презервативпа усă курни пулăшать;

– юн урлă (В гепатит, СПИД). Кун пек чухне ÿт çине татуировка лартассинчен уйрăмах асăрханмалла.

Инфекци чирĕсенчен асăрханасси вĕсенчен сывалассинчен самай çăмăл пулнине никамăн та манас марччĕ. Çакна валли инфекци чирĕсенчен асăрханмалли çирĕплетнĕ йĕрке пур. Сывлăх хуралçисем пĕрлехи тата уйрăм çынсен профилактикине уйăраççĕ. Уйрăм çынсен профилактики вăхăтра прививкăсем тăвассине, хул-çурăма тăтăш çирĕплетессине, уçă сывлăшра ытларах уçăлса çÿрессине, спортпа туслашассине, тĕрĕс апатланассине, харпăр хăй гигиенине пăхăнассине, сиенлĕ йăла-йĕркерен пăрăнассине, лайăх канассине, тăван тавралăхпа туслă пулассине кĕртет. Пĕрлехи профилактика шутне ĕç коллективĕнче вăй хуракансен сывлăхне сыхлассине, ĕçлекенсене ĕç вырăнĕнче тата йăлара сывă та хăрушлăхсăр ĕç условийĕсем туса парассине кĕртмелле. Вĕсем кашниех ĕçлекеншĕн те ĕç параканшăн та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.

Çак чирсем ан сарăлччăр тесе юлашки çулсенче çынсемпе профилактика прививкисем ирттересси йăлана кĕчĕ. Кунта иммунопрофилактикăн икĕ тĕсне уйăраççĕ:

– активлă иммунизаци – çын организмне вакцинăсем кĕртни;

– пассивлă иммунизаци – организма вăл е ку инфекцирен вăхăтра сыхланма хатĕр антителасем яни.

Манмалли çук, çынсене мĕн чухлĕ ытларах вакцинациленĕ – коллективлă иммунитет çавăн чухлĕ пысăкрах. Инфекцие çынсен ытларах пайне вакцинăласан çеç çĕнтерме май пулнине кашнийĕн ăнланса илесчĕ. Çавăн чухне çеç халăх сывлăхĕ çирĕпленĕ, ĕç производстви малалла шанчăклăн аталанĕ.

Юлия ТРОФИМОВА, врач-эпидемиолог.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6