Хутса ӑшӑтмалли тапхӑра кӗтӗмӗр

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 13:16 Просмотров: 17

Правительство ҫуртӗнчи эрнесерен иртекен планеркӑра Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Максимов нумай хваттерлӗ 4096 ҫурта тата 2245 социаллӑ учреждение ӑшӑ панине пӗлтернӗ. Хатӗрлӗх паспорчӗсене социаллӑ сферӑри 2162 объект валли ҫырнӑ, ку 100 процентпа танлашать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев:

– Эпир ҫулла пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр: пин ытла котельнӑя тӗрӗслерӗмӗр, хатӗрлерӗмӗр, хурансене

юсарӑмӑр, вуншар ҫухрӑм кивӗ пӑрӑхсене улӑштартӑмӑр. Ҫав шутра – Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта концессипе 32,3 ҫухрӑм. Аварисене сирме 230 бригада йӗркеленӗ, ятарлӑ техника 344 единица хатӗрленӗ. Сивӗ тапхӑрне коммуналлӑ комплекс хатӗр. Малта хӗл, коммунальщиксен ӗҫӗн тӗп виҫи – ҫынсен ҫурчӗсенчи ӑшӑпа хӑтлӑх. Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ лару-тӑрӑва талӑкӗпех пӑхса тӑрать. Аса илтеретӗп: хӗрӳ лини ӗҫлет – ҫынсен кашни сӗнӗвне шута илеҫҫӗ, ыйтӑва туллин татса париччен контрольте тытаҫҫӗ. Пур службӑна та пахалӑхлӑ старт илнӗшӗн тав тӑватӑп.

Муркаш округĕнче хутса ăшăтмалли тапхăра нумай хваттерлĕ 103 çурт тата мĕнпур социаллă учреждени хатĕр. Пĕтĕмпе 219 хатĕрлĕх паспорчĕ çырнă. Аварисене сирме 5 бригада йĕркеленĕ, 12 специалист тата 6 техника талăкĕпех дежурствăра тăраççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6