Муркаш тăрăхĕ хăнасене кĕтсе илме хатĕр

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 15:05 Просмотров: 1

Ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцине сутлăха кăларасси патшалăх политикин пĕлтерĕшлĕ енĕ шутланать. Раççейре 2021 çулхи февраль уйăхĕнче агротуризма «Туризм тата хăнана кĕтсе илессин индустрийĕ» наци проектне кĕртнĕ. Халĕ ку наци проекчĕ «Туризм тата тараватлăх» ятпа вăйра тăрать. Çак сферăна уйрăм ĕç шайĕнче 2022 çул пуçламăшĕнче федераци саккунĕпе çирĕплетсе хунă.

Пирĕн республикăра агротуризм активлă аталанма тытăнчĕ. Предпринимательсем хăнасене йышăнма хатĕр. Вĕсем ял хуçалăх мĕнле аталанса пынине, ял çынни йăла пурнăçне епле йĕркеленине кăтартма, вырăнти экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие астивме май туса пама хăна çурчĕсем, кану базисем уçаççĕ. Патшалăх ку енĕпе ĕçлекенсене пулăшать, вĕсем валли тĕрлĕ грант уйăрать. Агротуризмăн тĕп енĕ – туриста шавлă кану ирттерме пулăшасси мар, ялăн чăн пурнăçĕпе паллашма май туса парасси, ялпа кăсăклантарасси. 2022 çултанпа Чăваш Енте агротуризм сферинче 94 млн тенкĕлĕх 8 проект вăя кĕнĕ, вăл шутра 69,1 млн тенкĕ – федераци гранчĕ. Иртнĕ çул «Агротуризм» федераци конкурсĕнче Чăваш Енти икĕ проект çĕнтерÿçĕ йышне кĕнĕ. Кăçал вара виçĕ çĕнтерÿçĕ хушшинче Антон Баранов та пур. Антон Баранов Ярапайкасси территори пайне кĕрекен Иштерек ялĕнчен. «Пирĕн аттепе анне – Ларисăпа Эдуард Барановсем – çырлапа тахçанах ĕçлеме тытăннă. Эпир – Антонпа Артем – йĕкĕрешсем – ун чухне çуралнă кăна-ха. Тĕрĕссипе вара эпир пĕчĕкрен çырла ани хушшинчех ÿснĕ тесен те юрать, çырла татнă, çинĕ, унтах вылянă, çывăрнă та. Аттепе аннен эпир пилĕк ача. Эпир çара кайнă çулхине аттепе анне çырла ÿстерессинчен кăшт канса илчĕç», – терĕ Антон. Вăхăт иртнĕ, хуçалăх аталанса пынă. Антонпа Артем халĕ фермер хуçалăхĕ тытаççĕ. Артем пулă ĕрчетессипе ĕçлет, Антон çырла ÿстерет. 2023 çулта вĕсем Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви тата Раççей Ял хуçалăх банкĕ йĕркеленĕ фермер шкулĕнче вĕренсе тухнă. Антон тепĕр çулхине «Агростартап» республика грантне тивĕçме проект хатĕрленĕ. Унăн ĕçне конкурс комиссийĕ йышăннă. Патшалăх пулăшăвĕпе хуçалăх трактор туяннă. Унччен çырлан икĕ сорчĕпе ĕçленĕ. Грантпа тепĕр çырла сорчĕ туяннă. Барановсен фермер хуçалăхĕ 70 гектар çĕрпе усă курать, çурри – харпăрлăхра, тепĕр çурри – арендăра. Çырла 10 гектар йышăнать. Ытти лаптăк çинче лашасем валли апат туса илеççĕ. Лашасене туризм валли Пушкăрт ăратне туяннă. Хăнасем лашапа уçăлса çÿреме, вĕсене алăран çитерме тата ачашлама пултарччăр тесе вĕсене алла пыма хăнăхтарнă. Хăйсене лăпкă тытаççĕ лашасем. Барановсем техника енĕпе те аптăрамаççĕ. Çĕр çинче ĕçлеме мĕнле техника-агрегат кирлĕ – йăлтах пур вĕсен. Йĕкĕрешсем агротуризм ĕçне аталантарма шухăш тытнă. Федераци пулăшăвĕ хуçалăха çĕнĕ варкăш кĕртме пулăшĕ. Кăçал Антон Баранов агротуризма аталантарма 10 млн тенкĕлĕх грант тивĕçнĕ. «Чи малтанах грант укçипе лашасем валли конюшня тумалла. Ларса, курса çÿреме пони кÿрсе килмелле. Тĕрлĕ чĕр чун, вăл шутра экзотика чĕр чунĕсем валли вольер кирлĕ. Хăнасем валли капиталлă çурт-йĕр, канмалли вырăнсем пулмалла. Патшалăх гранчĕ çумне хамăн вăтăр процент укçа хывмалла, сахалтан та виçĕ миллион хушмалла. Грант условийĕпе килĕшÿллĕн икĕ ĕç вырăнĕ йĕркелемелле», – терĕ вăл.

Çĕр çырли ÿстерессипе тăрăшакан фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çулталăк тăршшĕпе ĕçлекен çемье тата экологи канăвĕн центрĕ пулмалла. Хăнасем çакăнта çырла татма, ку тĕлĕшри ăсталăха вĕренме, модульлĕ пĕчĕк пÿртсенче канма пултармалла. «Хăнана килнĕ ачасене, аслисене те ялта пурăнма интереслине ăнлантармалла, чăннипех те кунта лайăххине каласа кăтартмалла, çав хушăрах çакна ĕçпе те çирĕплетмелле. Хăнасене эпир пĕверен пулă тытса кăларса кăтартатпăр. Хальхи вăхăтра карп, сазан пур. Артем пулă ĕрчетнĕ май ытти хуçалăхсене вĕтĕ пулă сутать. Пĕве туса пĕтеретпĕр, çитес вăхăтра форель тата осетр çитĕнтерме пуçлатпăр. Çаксене эпир хăнсене сĕнме пултаратпăр. Хăнасем çырла татма, пулă тытма, кирлĕ пулсан пĕрле илсе кайма пултараççĕ», – калаçăва тăсрĕ вăл. Фермер хуçалăхĕнче хăнасене йышăнма пуçланă ĕнтĕ. Кăçалхи çу кунĕсенче унта Шупашкар хулинчи ачасем профориентаци программи шайĕнче çичĕ автобуспа курма килнĕ. Ку енĕпе «Ялти пĕр кун» республикăн агроэкспедици проекчĕ ĕçлет. Вĕсем çырла калчи лартас, çырла татас, шăварас ĕçсене хутшăннă. Ачасемпе профориентаци ĕçне йĕркеленĕшĕн, ял хуçалăх ĕçĕпе паллаштарнăшăн Барановсене Муркашра иртнĕ Тыр пул уявĕнче округ администрацийĕн Тав çырăвне парса чысларĕç. Çапла ĕçлесе пыраççĕ Барановсем.

Маларахри çулсене аса илер-ха. Антонпа Артем 2014 çулта Калайкасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан çар ретне тăнă. Вăхăчĕ çапла пулнă, вĕсем Сиринчи хирĕçтăрăва хутшăннă, киле çар ĕçĕсен ветеранĕсем пулса таврăннă. Тепĕр çулхине каччăсем Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕнĕ. Икĕ каччă вĕренÿре лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Йĕкĕрешсем университетра активлисенчен пĕрисем пулнă. Кунта сăмах ытларах Антон пирки пулнăран, ун пирки çыратăп. Калайкасси шкулĕнче вĕреннĕ чухне спортăн чылай тĕсĕпе ăмăртусене хутшăннă. Вăл каланă тăрăх, хăйне 12 енĕпе тĕрĕсленĕ. Кашни кун спортпа иртнĕ тесен те юрать. Халĕ те ку енĕпе стройра. Çакăншăн Антон Виталий Моисеев тренер- преподавателе тав тăвать. Спорт енĕпе тĕрлĕ çĕре çитнĕ, йĕлтĕрпе ăмăртассипе Сыктавкарта пулнă, тĕрлĕ хулана кайнă.

Антон аграри университечĕн хоккей командин командирĕ пулнă. Университетра пăшалтан тĕл перессипе, ишессипе, чупассипе ăмăртнă, биатлонта вăй виçнĕ. Активлă çын пур çĕрте те активлă, халĕ те вăл вырăнти тĕрлĕ мероприятие, обществăлла ĕçсене хутшăнма май тупать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6