Çемьесемпе тĕл пулчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 14:46 Просмотров: 5

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Муркаш округĕнче çемьесемпе тĕл пулу иртрĕ. Çак ĕç «Единая Россия» политика партийĕн «Çирĕп çемье» проекчĕ шайĕнче пулчĕ.

«Çемье компасĕ» консультаци площадки округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методика пÿлĕмĕнче ĕçлерĕ. Çакăнта çемьесем пулăшу мелĕсем пирки туллин пĕлме пултарчĕç. Çемьесене кирлĕ специалистсем пурте пĕр вырăна пухăнчĕç. РФ Социаллă фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕн вырăнти пайĕн ертÿçи Наталья Савельева пособи пирки, инвалида тухнă çыннăн мĕнле документсем тăратмалли пирки пĕлтерчĕ. Тепĕр тĕрлĕ пособисемпе, çăмăллăхсемпе Чăваш Ен ĕç министерствин социаллă пулăшу мелĕсемпе уйрăм категорири граждансене ЖКХ услугисемшĕн компенсацисемпе тивĕçтерессин пай ертÿçин çумĕ Валентина Аникина паллаштарчĕ. Вĕренÿ ĕçĕнчи самантсем пирки вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова каларĕ. Чăваш Енти ĕç министерствин «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн» Муркаш округĕнчи пайĕн ертÿçи Ираида Димитриева ĕçпе тивĕçтересси çинчен пĕлтерчĕ. Медицина пулăшăвĕ парассипе Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕн çумĕ Владимир Толстов паллаштарчĕ. Социаллă услугăсемпе усă курасси çинчен халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Муркашри центрăн пайĕн ертÿçи Кристина Михайлова каларĕ. Тĕл пулура çемьесем пулăшусем пирки кăна мар, мĕнле документсем пухмаллине тата вĕсене ăçта тăратмаллине пĕлчĕç. Заявлени парас пулсан вара патшалăх порталĕ меллĕ. Кунта ыйтусем те пулчĕç. Специалистсем вĕсем çине тивĕçлĕ хурав пачĕç. Çемьесем çакăн пек тĕл пулусем кирлине пĕлтерчĕç. Аса илтеретпĕр. Çемьесене консультаци памалли пĕрлехи кунсене ирттерессине РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева сĕннĕ. «Ачаллăçемьесем пулăшу мелĕсемпе усă курма пултарасси – «Единая Россия» политика партийĕн ĕçĕсенчен пĕри. «Çирĕп çемье» проект урлă çемьесене малашне те патшалăхăн вăйра тăракан программисем пирки пĕлтерсе тăратпăр», – çапла палăртать Алла Салаева.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6