Ҫул-йӗр службисем хӗллехи ӗҫ йӗркине куҫнӑ

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 14:40 Просмотров: 4

Чӑваш Республикин ҫул-йӗр комплексӗ 2026 – 2027 ҫулсенчи кӗрхи – хӗллехи тапхӑрта ӗҫлеме пӗтӗмпех хатӗр. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе эрнесерен иртекен планеркӑра транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров пӗлтернӗ.

Регион ертӳҫи октябрь уйӑхӗнчи ҫулленхи Ҫырура пӗлтернӗ хушупа килӗшӳллӗн кӑҫал вырӑнти ҫулсен пахалӑхӗ ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Укҫа-тенкӗ калӑпӑшне ӳстерес ӗҫ пырать. 2027 – 2029 ҫулсенчи виҫӗ ҫулта вырӑнти ҫулсене тытса тӑма 2,5 миллиард тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ. Ку иртнӗ тапхӑртинчен 300 млн тенкӗ ытларах. Кун пек чухне бюджет укҫи-тенки ӳсни подряд организацийӗсен ӗҫӗ тӗлӗшпе требованисем ӳснине пӗлтерет. «Бюджет укҫи-тенкине уйӑрсан, пирӗн ӗҫсен пахалӑхне тата срокне ҫирӗп пӑхса тӑмалла. Ҫавӑнпа республика виҫӗ ҫуллӑх контрактсем ҫине куҫать. Ҫакӑн пек меслет ҫул-йӗр предприятийӗсене тӑкаксене шутласа хальхи пысӑк тухӑҫлӑ техникӑна инвестици хывма, региона вара трассӑсене тытса тӑмалли пахалӑхлӑ ҫӗнӗ стандарт ҫине куҫма тата пӗрлехи тӑкаксене чакарма май парать», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Регионти автомобиль ҫулӗсен тӑршшӗ 12,9 пин ҫухрӑмпа танлашать, ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правительство ӗҫӗн тӗп енӗсенчен пӗри пулса тӑрать. «Регионти трассӑсене пӑхса тӑма контрактсем тунӑ чухне эпир ҫӗнӗ тытӑм стандарчӗсем ҫине куҫрӑмӑр: таса техника тӑварӗпе тата унӑн 50 процентлӑ хутӑшӗпе усӑ куратпӑр. Ҫакӑ пӑрпа тухӑҫлӑрах кӗрешме май парать, экологие витӗм кӳрессине пӗчӗклетет. Техника хатӗрлӗхӗ – ҫӗр процент. Пӗтӗм техника паркне, ку вара пӗтӗм республикипе 800 ытла единица, онлайн-мониторинг валли Глонасс системипе тивӗҫтернӗ. MAX мессенджерта чат йӗркеленӗ, унта Транспорт министерстви, «Чувашупрдор», Патшалӑх Автоинспекцийӗ тата подрядчиксем ыйтусене чӑн вӑхӑтра оперативлӑ татса параҫҫӗ», – пӗлтернӗ Максим Петров. Регионти тата муниципалитетсем хушшинчи автомобиль ҫулӗсене тытса тӑма патшалӑх контракчӗсемпе килӗшӳллӗн 7,4 пин тонна таса тӑвар тата 13,8 пин тонна тӑвар хутӑшӗ хатӗрленӗ – планпа пӑхнин 100 проценчӗ. 11 пин ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан вырӑнти автомобиль ҫулӗсене пӑхса тӑма пурӗ 120 пин тонна хӑйӑр-тӑвар хутӑшӗ (планран 92 процент) хатӗрленӗ. Дежурствӑна 521 техника хатӗр. Ҫул-йӗр ӗҫӗсене йӗркеленине хакланӑ май Олег Николаев Транспорт министерствине подрядчиксен ҫул хӗррисене пӑхса тӑмалли технологи требованийӗсене те контрактсенче ҫырма хушнӑ. Канашлура 2027 ҫул валли муниципалитетсем контрактсем тӑвассине уйрӑммӑн пӑхса тухрӗҫ. Паянхи кун пур муниципалитет та подрядчиксемпе договорсем алӑ пусман. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ процедурӑсене вӑраха тӑсма юрамасть тенӗ, мӗншӗн тесен ҫулсем пулӑшусӑр юлас хӑрушлӑх пур. Регион ертӳҫи профильлӗ ведомствӑсене кӗске вӑхӑтрах килӗшӳ кампанине вӗҫлеме тата сроксене пурнӑҫламан муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хак пама хушнӑ.

Муркаш округĕнче çулсене юртан тасатма «Автодор- сервис» тата Шишкин уйрăм Предпринимателĕн 18 техники тухĕ. 2027 çул валли 2500 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6