Купăста – усăллă çимĕç

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 15:30 Просмотров: 1

Пирĕн паянхи сăмахăмăр купăста çинчен. Çак пахча çимĕçĕн чи пысăк уйрăмлăхĕ – унăн тытăмĕнче чылай хушă упранакан С витамин ыттисенчен палăрмаллах нумай пулни. Ăсчахсем асăннă витамин купăстара 7 – 8 уйăх таран лайăх упранма пултарнине çирĕплетеççĕ. Урăх пĕр пахча çимĕçре те С витаминăн унашкал упранаслăхĕ çук. Палăртмалла, пирĕншĕн хаклă витамин купăстана нÿхрепре упраннă вăхăтра та, тăварланă чухне те пахча çимĕçре çителĕклех сыхланса юлать. Купăстари С витамин пирĕн организма хĕл кунĕсенче тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Унти аскорбин кислоти пирĕн организма нумай чирсене хирĕç çирĕп тăма вăй парать, сосудсене тĕреклетет.

Купăстари кали тăварĕ чĕре мышцисемшĕн чăн-чăн тĕкĕ пулса тăнине пытарма çук. Çавăн пекех асăннă пахча çимĕçре вар-хырăма лайăх ĕçлеттереркен япаласем те çителĕклех. Сывлăх хуралçисем сахăр диабечĕпе чирлекенсене ăнсăртран мар ĕнтĕ ытларах купăста çиме сĕнеççĕ. Асăннă пахча çимĕçе туса илессипе ăсталăх пухнă Алексей СЕМЕНОВ агроном-пахчаçă паян пирĕн хаçат вулавçисене çак ĕçри хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарма кăмăл турĕ. Тĕпелти паянхи калаçăвăн тĕп уйрăмлăхĕ – купăстана уксуспа усă курмасăр çиме хатĕрлесси.

– Алексей Семенович, хăвăр çĕр ĕç специалисчĕ пулнă май купăстана эсир пĕтĕмĕшле мĕнле хак пама пултаратăр? Паян нумай кил хуçалăхра купăстана йышлă туса илме тăрăшаççĕ. Ăна хĕл валли хатĕрлесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла мар-и?

– Кунта манăн хирĕçле хурав çук. Ял çынни çулла тата кĕркунне тăтăшах улма-çырлапа пахча çимĕç культурине хĕл валли ытлă-çитлĕ янтăлама тăрăшать. Хĕл кунĕсенче вĕсем пирĕн организмшăн шăпах кирлĕ витаминсемпе минераллă япаласен арчи пулса тăраççĕ. Вĕсем кулленхи пурнăçра пирĕншĕн кашниех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пытарма çук. Иртнĕ çу кунĕсем ял çыннишĕн купăста ÿстерме питĕ меллĕ пулчĕç: ăшши те çитрĕ, нÿрĕкĕ те кирлĕ чухлĕ пулчĕ. Çавна кура килти хушма хуçалăхсенче те, пĕрлешÿллĕ кооперативсен уй-хирĕнче те пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Нумайăшĕ ăна путвала е нÿхрепсене упрама хунă ĕнтĕ. Анчах ăна тăварлассипе, йÿçĕтессипе, сĕтел çине кăларма ытти майпа хатĕрлессипе ял çыннин ĕçĕсем умра-ха. Эсир калаçăва чĕннине кура паян çак ĕçри уйрăм рецептсемпе хаçат вулакансене паллаштарам-ха. Йÿçĕтнĕ купăста хатĕрлессине ялта пурăнакансем яланах тĕп вырăнта тытаççĕ. Кунта кашни кил хуçин хăйĕн рецепчĕ пур. Хăш енпе лайăх шутланать-ха йÿçĕтнĕ купăста? Палăртса хăваратăп, вăл – тĕрлĕ витаминпа пуян тата усăллă пахча çимĕç. Пирĕн тăрăхшăн йÿçĕтнĕ купăста хĕллехи вăхăтра организма С витаминпа ытлă-çитлĕ тивĕçтерекен чи меллĕ çăл куç пулса тăрать. Ăсчахсем тĕрĕс йÿçĕтнĕ купăстара С витамин хисепĕ лимонрипе пĕр шайра пулнине палăртаççĕ. Йÿçĕтнĕ купăстана чăмăрла пĕçернĕ çĕр улмипе çисе курнă-и эсир? Хĕл кунĕсенче унран пахарах апат тупаймăн та! Йÿçĕтнĕ купăстара усăллă енсене ытларах упраса хăварасси – кил хуçисемпе вĕсен арăмĕсен тĕп тĕллевĕ. Манмалла мар, çакна валли йÿçĕтме лартнă купăстана сивĕ çĕрте тытмалла. Унта рассол шывĕ çителĕклĕ тухмалла. Тепĕр вăрттăнлăх, йÿçĕтнĕ купăстана шăнтма та пулать. Анчах кун пек упранă чух вăл пĕр уйăхра С витамин виçине 10 – 15 процент çухатать. Шăнтнă купăстана ирĕлтерсе тепре шăнтас пулсан, паха витамин 30 – 40 процент сахалланать. Йÿçĕтнĕ купăстана шывпа çума юрамасть. Кун пек тусан унăн пĕтĕм пахалăхĕ шыва сăрхăнса тухать.

– Кил хуçи арăмĕсем купăстана кишĕрпе, тĕрлĕ çырлапа йÿçĕтнине пĕлетĕп. Çакă усăллă-и тата?..

– Купăстана ку мелпе йÿçĕтме ан иккĕленĕр. Йÿçĕтнĕ купăстана клюква, кишĕр, брусника, пан улми хушни С витамина ытларах вăхăт упрама пулăшать кăна. Пахча çимĕçе технологие пăхăнса йÿçĕтсен ун тытăмĕнчи С, В2, РР витаминсем тата ытти усăллă япаласем рассола тухаççĕ. Çавăнпа та халăх медицининче иммунна системи хавшанă çынсене аппетита лайăхлатма, гиповитаминоз чухне те авалтанпах йÿçĕтнĕ купăста шывне ĕçме хушнă тата паян та çапла тума сĕнеççĕ. Анчах кунта та хăйĕн йĕрки пур. Рассола ăшăлла, апатланас умĕн е апатланнă вăхăтра çуршар стакан ĕçсен лайăхрах. Шăл тунисем ыратнă чух та унпа çăвара чÿхени усăллă.

– Паян кил хуçи арăмĕсем нумай чухне купăстана маринадлама уксуспа усă кураççĕ. Эсир мĕнле шутлатăр: уксуспа усă курни купăста пахалăхне çухатмасть-и?

– Каçарăр та, кунта эпĕ сире майлă пулаймастăп. Маринадланă купăста йÿçĕтнинчен катара тăрать. Сăлтавĕ, маринадланă чух хушнă уксус пахча çимĕçри усăллă бактерисене нумай пĕтерет. Çавăнпа та хĕлле çиме купăста хатĕрленĕ чухне пĕртте уксуспа усă курма сĕнместĕп. Манăн паянхи сĕнÿсем вара шăпах уксуссăр мелсем пирки пулаççĕ.

– Апла пулсан пирĕн калаçăвăн тĕп шăнăрĕ пуçланать: купăста хатĕрлемелли рецептсем. Çавна май пĕрремĕш ыйту. Сирĕн шутпа купăстапа пыл мĕнле çыхăнура тăраççĕ? Вĕсене пĕр-пĕринпе хутăштарма юрать-и?

– Пылăн усси кирек хăçан та çÿллĕ шайра. Эсир купăстана пылпа усă курса çиме хатĕрлесси пирки ыйтатăр пулас. Паян сире тата хаçат вулакансене çак мелпе усă курса купăстана çĕнĕлле хатĕрлесе сĕтел çине лартасси пирки те каласа парăп.

1-мĕш мел

Купăстана тасатнă хыççăн вĕттĕн турамалла та 3 литр кĕрекен банкăна тултармалла. Ун çине рассол ямалла. Ăна вара çапла хатĕрлемелле: 3 литр банки валли 0,5 литр шыв илмелле те ăна вĕретмелле. Сивĕннĕ хыççăн унта 2 апат кашăкĕ пыл тата пĕр апат кашăкĕ тăвар ярса ирĕлтермелле. Хатĕр рассола купăста çине ямалла, банкăна хупламалла. 3 – 4 талăк иртсен купăста çимелле пулса çитет. Анчах кунта та хăйне май вăрттăнлăх пур. Çиме кăларсан купăстана тутлă пăрăç тата кăштах ыхрапа сухан тураса хушмалла, техĕмлетмелле. Тутлă пăрăçне вара банкăна маларахах ярса лартма та юрать. Витаминпа пуян çак купăста сирĕн уяв сĕтелне пуянлатĕ, илемлетĕ тата вăрттăнлăх кÿрĕ.

2-мĕш мел

Ку блюдăна хатĕрлеме те ансат. Пĕр килограмм купăста валли 50 грамм пыл, 50 грамм пăрçаллă пăрăç, 5 грамм тăвар кирлĕ. Вĕттĕн туранă купăстана пыл, пăрăç тата тăвар хушса пăтратмалла. Çак хутăш çине пĕр литр шыва 1 стакан сахăр, 2 апат кашăкĕ тăвар, çур стакан тип çу хушса хатĕрленĕ рассол ямалла. Купăстана сĕтел çине кăлариччен нумай вăхăт кĕтмелле мар.

3-мĕш мел

Пĕр килограмм купăста хатĕрлеме 200 грамм кишĕр, пĕр пуç ыхра, 200 грамм хĕрлĕ кăшман илмелле. Вĕсене вĕттĕн тураса хутăштармалла та килте хатĕрленĕ соус ярса лартмалла. Соусне вара çапла хатĕрлеме пулать: пĕр литр шыв çине пĕр стакан сахăр, 2 апат кашăкĕ тăвар, çур стакан тип çу хушмалла. Хатĕр купăстана çур сехет кĕтсенех сĕтел çине кăларма юрать.

4-мĕш мел

Ку мелпе купăста хатĕрлеме унăн 5 килограмĕ валли 1 килограмм пуçлă сухан, 300 грамм симĕс петрушка, 200 грамм тип çу, 100 грамм ыхра тата 50 грамм тăвар кирлĕ пулать. Купăстана шултăран туратпăр та савăта хурса вĕри шыв ярса лартатпăр. Çак вăхăтра суханпа ешĕл петрушкăна хутăштарса 120 градус вĕрире çупа шаритлетпĕр. Сивĕнсе илнĕ купăстана тепĕр савăта куçаратпăр та ăна шаритленĕ пахча çимĕçпе хутăштаратпăр. Унта хамăра кирлĕ чухлĕ тăвар тата вĕттĕн туранă ыхра хушатпăр. Çапла хатĕрленĕ купăстана пусăрăнтарса лартатпăр та пÿлĕмри температурăра 3 талăк тытатпăр. Хатĕр купăста кашнинех кăмăла кайĕ!

– Алексей Семенович, тĕпелти калаçушăн пысăк тав сире. Сирĕн рецептсем тĕлĕнмелле çăмăл та ансат иккен. Çапла мар-и?

– Çапла. Апла пулин те купăсти тутлă пулĕ. Туса пăхăр – ÿкĕнмелле пулмĕ! Хăвăр алăпа туса илнĕ пахча çимĕç кĕрхи сĕтел илемĕ пулни хăнасемшĕн те пысăк савăнăç пуласси пирки иккĕленÿ çук.

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6