Производствăра инкек ан пултăр тесен

Категория: Общество Опубликовано: 19.11.2026, 15:22 Просмотров: 4

Производствăна аталантарнăçемĕн малашлăхпа пурăнакан умне ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем çĕнĕлле тухса тăраççĕ. Вĕсем паян кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе муниципалитет округĕнчи методика кабинетĕнче округри ĕç коллективĕсен ертÿçисемпе тата ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕсемпе ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлес ыйтусемпе семинар-вĕренÿ иртрĕ. Ăна муниципалитет округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Т. Павлова ертсе пычĕ.

– Ĕç саккунĕсен йĕркине пăхăнасси ялан кун йĕркинче тăрать. Вăл урăхла пулмĕ те. Кунти çĕнĕлĕхсене вара вырăнсенче ĕç хăрушсăрлăхне пăхса тăракансен тăтăш алла илсе пымалла. Ку вăл саккуна пăхăнни çеç мар, производствăра е техникăпа ĕçленĕ çĕрте ĕç хăрушсăрлăхне саккун ыйтнă пек тивĕçлĕ шайра тытса пыни те. Пирĕн паянхи вĕрентÿ 2021 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви йышăннă 2464 номерлĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать, – терĕ семинара уçса Татьяна Валерьевна. Семинара округри ĕç коллективĕсенчи ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕсем йышлă пухăнчĕç. Унта хутшăннисем ĕç хăрушсăрлăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç, хăйсем пухнă пĕлĕве вырăнсенче сарма пулчĕç. Çулсеренех производствăра тĕрлĕ инкек пулса иртет. Вĕсене вăхăтра тишкерни тата çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнни ĕç хăрушсăрлăхне ÿстерме май парать. Ĕç хăрушсăрлăхĕшĕн вара ĕç паракансемпе пĕрлех сотрудниксем хăйсем те яваплă пулса тăраççĕ. Ĕç хăрушсăрлăхĕ паян кашни коллективрах тĕп вырăнта тăрать. Çавăнпа та пирĕн округри ĕç коллективĕсенче производствăри хăрушсăрлăх, оборудованипе технологи процесĕсене модернизацилесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку ыйтупа округра çулсеренех «Ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ» конкурс иртет. Маларах асăннă семинара Чăваш Республикинчи «Ĕç сыхлавĕ» вĕрентÿпе методика центрĕн вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Ольга Максимова хутшăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, производствăра суранланасси те ĕç коллективĕсемшĕн пысăк ыйту пулса тăрать. Ăна ĕç параканпа коллективра вăй хуракан пĕрле пулнипе çеç туллин татса пама пулать. «Çулсеренех вырăнти ĕçсене пурнăçланă вăхăтра тĕрлĕрен инкек пулса иртет. Вĕсене вăхăтра тишкерни тата çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнни çеç ĕç хăрушсăрлăхне шанчăклă ÿстерме май парать», – терĕ вăл унчченхи çулсенчи травматизм статистикине тишкернĕ май. Ольга Анатольевна пухăннисене ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе нумаях пулмасть вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май тĕл пулура пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, сĕнÿсем пачĕ. «Тĕрлĕ коллективсенче ĕç тухăçлăхĕ ÿснине пурте курса тăратпăр. Çакă пирĕнтен хăрушсăрлăх çине те пысăк тимлĕх уйăрма ыйтать. Кунта ĕç сыхлавĕ тĕп вырăна тухать. Вăл е ку производствăра вăй хураканăн сывлăхне сыхласси – ÿсĕмлĕ ĕç кăтартăвĕн тата пĕрлехи аталанăвăн никĕсĕ пулса тăрать. Çакна коллектив ертÿçисен, ĕç сыхлавĕпе ĕçлекен вырăнти специалистсен яланах асра тытмалла», – терĕ сăмахне пуçланă май республика представителĕ. Кун хыççăн вăл предприяти-организацисенче пурнăçа кĕртсе пыракан çĕнĕ технологисем производствăра суранланассинчен сыхланассипе пысăк тимлĕх ыйтни çинче чарăнса тăчĕ. Хăйĕн сăмахне вăл республикăри уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çулсеренех тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă вăхăтра производствăра час-часах инкек-синкек пулать. Вĕсене вăхăтра тишкерсе пăхса тăни шăпах ĕç хăрушсăрлăхĕпе лару-тăрăва уçăмлатса пыма май парать. Çавăнпа та саккун ыйтакан йĕркесене вырăнсенчи ертÿçĕсен те, предприяти-организацисенче вăй хуракан ĕçченсен те лайăх пĕлсе тăмалла. Тĕл пулура вырăнсенчи ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕсемпе пĕр пулса медосмотр ирттерес йĕркене, унăн вăхăтне, çакăнта ĕç паракан мĕнле вырăн йышăннине пăхса тухрĕç, медосмотра ăçта ирттермеллипе паллашрĕç. Çĕнĕрен ĕçе илекен водительсемпе механизаторсене, кранпа ĕçлекенсене, çăлав службинче вăй хуракансене психика тĕлĕшенчен тĕрĕслесси саккунпа килĕшÿллĕн пулса пынине пăхса тухрĕç. Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнипе пĕрлех «Ĕ c хăрушсăрлăхĕн вĕренÿпе методика центрĕн» директорĕ вырăнсенчи специалистсене ĕç хăрушсăрлăхĕпе вĕрентес йĕркепе те паллаштарчĕ. Кунта вăл вĕрентÿ программипе, вĕренсе пĕлÿ илнисене ятарлă реестра кĕртни çинче чарăнса тăчĕ.

– Пурнăçри улшăнусемпе пĕр утăмра пырас текенсемшĕн кунта эпĕ йывăррине курмастăп. Çавăнпа та пурнăçламалли ĕçе ячĕшĕн тăвассинчен пурне те пăрăнма ыйтатăп. Ку вăл ĕç коллективĕсен ыранхи пурнăçĕпе çыхăннине кашниех курса тăратпăр, – терĕ ĕç хăрушсăрлăхĕпе ирттернĕ вĕренĕве пĕтĕмлетсе муниципалитет округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Павлова.

Пуриншĕн те ăнланмалла иртнĕ калаçу хыççăн семинар ыйту-хурав йĕрки çине куçрĕ. Пĕтĕмлетÿ: вĕренÿ семинарĕ муниципалитет округĕнчи коллективсенче ĕç сыхлавне тивĕçлĕ шайра тытса пырассине ÿстерме пулăшасса шантарчĕ. Ку вара тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсемпе предприятисен экономикине тĕреклетме май парасси пирки те иккĕленÿ хăвармасть. Çĕнĕлĕхсемпе вăхăтра паллашни пуриншĕн те усăллă пулĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6