Çĕр-çĕр ачан пĕрремĕш вĕрентекенĕ

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:37 Просмотров: 25

Кашни çыннăн кун-çулĕнче хăйĕн вĕрентекенĕ пур. Вăл ачана пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех пурнăçа та вĕрентет. Ачасемшĕн вăхăтне те шеллемест. Çакăн пек тăрăшакан вара – чăн- чăн вĕрентекен

Манăн пĕрремĕш вĕрентекен – Вера Ильинична Никитина. Пирĕншĕн, çирĕм тăватă ачашăн, малтанхи кунранах вăл иккĕмĕш анне пулса тăчĕ. Класра эпир нумаййăн пулнă пулсан та, кашнинех тимлĕх уйăрма, ырă сăмахпа хавхалан­тарма, йăл кулă парнелеме пултаратчĕ. Пирĕнтен чылайăшĕ шкула пыриччен сас палли те палламан. «Паянтан пуçла­са эпĕ сире вулама-çырма, шутлама вĕрентетĕп...», – халĕ те янăрать хăлха­ра унăн ырă та çепĕç сасси. Пĕрремĕш кунтанах ырăпа усала уйăрма, ваттисе­не хисеплеме, Тăван çĕршыва хаклама, атте-аннене юратма, туслăх вăйне туйма вĕрентсе пычĕ. Айăпа кĕрсен каçару ый­тма та вăлах хăнăхтарнă. Пире вĕренÿре малтанхи утăмсем тума пулăшнă. Ыр­ми-канми тăрăшнă çынна тав тума сăмах та çитеймест.

Вера Ильинична Копта 1924 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче Кашмаш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă, асли пулнă. 7 çул тултариччен Кашмашри 7 çул вĕренмелли шкула çÿреме пуçланă. Вĕренессе вăтам вĕреннĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн Муркашри вăтам шкул­та пĕлĕвне малалла туптанă. 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче алла аттестат илнĕ, малалла çутă пуласлăха шаннă. Анчах та тепĕр кунне хаяр вăрçă пуçланни пир­ки пĕлтернĕ. Вăрçă пур ĕмĕте татнă. Вăй питти арçынсене фронта ăсатнă. Ватти- вĕтти колхоз хирĕнче ир пуçласа каçчен тăрăшнă. Çемьере асли пулнă май, ачаллах нумай ĕçлеме тивнĕ Верăн. Йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхнă, уйра тырă вырма пулăшнă. Петр шăллĕне çĕмелсем çумне пăрахса амăшĕнчен юлмасăр кĕлте хыççăн кĕлте çыхнă вăл. 1942 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче ашшĕн вăрçа кайма ят тухать, çемье тĕрексĕр тăрса юлать. Ашшĕне леçме Вера хăй лашапа кайнă. Малтан Сĕнтĕре, кайран хурăнлă çул тăрăх Шупашкара çитсе по­езд çине лартса янă.

Вăрçă асапĕпе хурлăхĕ çамрăк хĕре те айккинче хăварман. 1941 çулхи кĕркунне çамрăксене Сăр хĕрне хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре пуçтарнă. Верăн та каймал­ла пулса тухнă. Шартлама сиввине те, выççине те тÿснĕ унта ĕçлекенсем. Анчах нăйкăшман, ир пуçласа каçчен алăран кĕреçе, лум, киркка кайман, тăшманран хÿтĕленме окопсемпе траншейăсем чавнă. Январь уйăхĕ вĕçнелле Вера Коп­та яла таврăннă.

Малтанласа лавккана ĕçлеме выр­наçнă. Çулталăк ытла тимленĕ ку ĕçре. Хыççăн икĕ хутчен Çĕмĕрлене вăрман касакансем патне лашапа апат-çимĕç леçме янă ăна. Кайран хăй те кунта вăр­ман каснă. Çавăн чухне амăшĕнчен çыру илнĕ: «Вера, киле кил. Етĕрнере вĕрен­мелли пур. Эпĕ бригадиртан, Чаплин Çтаппанран сана киле яма ыйтатăп». Амăшĕн çырăвне илнĕ хыççăн Вера Çĕ­ньял Муркаш лавçисемпе Çĕмĕрле вăр­манĕнчен тухса килнĕ. Киле килнине пĕл­сен айăплама пултарнă, çавăнпа амăшĕ сĕннипе малтан тăванĕсем патĕнче кун кунланă, каçхине киле таврăннă. Тепĕр кунне çуран Сĕнтĕре РОНО удостовере­нине илме кайнă. Февралĕн 1-мĕшĕнче хăйсен ялĕнчи Елена Трофимовăпа тата унăн Нина аппăшĕпе Етĕрне хулине çул тытаççĕ.

Вĕреннĕ çĕрте кунне 200 гр çăкăр панă, анчах та вăл пур чухне те лекмен. «Етĕрнерен киле çуран çÿреттĕмĕр, çиес килни уттарать. Хырăм выççине иртте­рес тесе тăвар ĕмсе утни те сахал мар пулнă, – аса илнĕ Вера Ильинична кай­ран, – килтен кăчкă пашалăвĕ илкелесе каяттăм». Килте те апат енчен начар пулнă. Пур йывăрлăха çĕнтерсе Вера июль уйăхĕнче Етĕрнери учительсен курсĕнчен ăнăçлă вĕренсе пĕтерни çин­чен хут илет.

Илемлĕ те ырă кăмăллă, сăпайлă пултаруллă çамрăк 1944 çулхи август­ра Атапай шкулне ĕçлеме вырнаçать. Пĕрремĕш кунтанах пур кăмăлтан тим­лет Вера Ильинична. Кун хыççăн вăл Янăш шкулĕнче ĕçлет. 1956 çулта Ят­манти пуçламăш шкула ĕçлеме куçать. 1957 çултан пуçласа пĕр улшăнмасăр Çатракассинчи малтан çичĕ класлă шкулта, кайран вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ачасем ăна хăйĕн ĕçне юратнишĕн, кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлнишĕн хисепленĕ, ун пек тирпейлĕ те сăпайлă пулма тăрăшнă.

Юратнă учителĕн ĕнерхи вĕренекенĕсем вăл чунне парса ĕçленине лайăх ăнланаççĕ, ăна ырăпа кăна аса илеççĕ. Чылай ачана Вера Ильинична вĕрентекен ĕçĕ пархатарлă пулнине ăса хывма пулăшнă. Сăмах май, Надежда хĕрĕ те амăшĕн çулне суйланă.

30 çула яхăн тимленĕ вăл çак пархатарлă та йывăр ĕçре. Ăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. Вăрçă çулĕсенче тата хыççăнхи çулсенче хастар ĕçленĕшĕн «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул» медаль илме тивĕçнĕ.

1953 çулта Вера Ильинична Çатра­касси каччипе Иван Никитичпа çе­мье çавăрнă, 2 хĕрпе 3 ывăла пурнăç парнеленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан мăнукĕсене тата кĕçĕн мăнукĕсене пăхма пулăшнă. Вăрăм ĕмĕр пурăн­са ирттернĕ Вера Ильинична, 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче 92 çулта пы­раканскер, пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ку тăванĕсемшĕн те, унăн вĕрене­кенĕсемшĕн те, ял-йышшăн та пысăк çухату пулчĕ.

Хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекене нихăçан та манас çук, унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра пулĕ.

Л. НИКИТИНА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1