Кăçал Нискасси шкулĕ Раççей шайĕнче 1000000 тенкĕ грант тивĕçрĕ. «Музей: перезагрузка» проект шайĕнче нумаях пулмасть эпир çамрăк архивариуссемпе – 8 – 9 классенче вĕренекенсемпе – Муркаш округĕн архивне çитсе килтĕмĕр. Кунта пирĕнпе архив ĕçченĕсем «Семейный архивариус» ăсталăх сехечĕ ирттерчĕç.
Вĕренекенсемшĕн кунти ĕç питĕ кăсăклă иртрĕ. Ачасем авалхи чăн документсемпе паллашма пултарчĕç. Архив ĕçченĕсем документсене мĕнле упрамалли пирки, фондпа мĕнле ĕçлемелли çинчен каласа кăтартрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем, Çар ĕçĕсен ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем пирки информацие мĕнле шырамалли уйрăмах кăсăклă пулчĕ пирĕншĕн.
Пирĕн çамрăк тĕпчевçĕсем архив описĕсене вулама, кирлĕ документсене тупма, информацин пĕрремĕш çăл куçĕпе ĕçлеме, запроса тĕрĕс çырма, çемье реликвине тишкерме хăнăхрĕç, истори докуменчĕсене упрани пысăк пĕлтерĕшлине пĕлчĕç.
Ăсталăх сехечĕ Муркаш округĕн архивĕпе – проектăн официаллă партнерĕпе – ĕçлĕ килĕшÿ туни уйрăмах паха пулчĕ пирĕншĕн. Çитес вăхăтра пире пĕрлехи шырав ĕçĕ, документсене цифрăласси, шкулти Çар мухтавĕн залне экспозицисемпе пуянлатасси кĕтет. Çамрăк архивариуссем çĕнĕ шухăшпа, пĕлÿпе таврăнчĕç.
Олеся ДМИТРИЕВА, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ.
Октябрь 2026 |
