Редакцине хаçат страницисенче вăл е ку ыйтăва хускатма ыйтса çырусем час-часах килеççĕ.
Паян вĕсенчен пĕрин тавра калаçу пуçарас терĕмĕр. Унăн никĕсĕнче – сурăх усракансемшĕн ялта йĕрке тăвасси. «Анатри Панклире пурăнатăп та кунсерен урамра сурăх кĕтĕвĕпе тĕл пулатăп. Пĕрисен – 60, теприсен – 17 пуç сурăх-путек. Вĕсене тĕл пулсан машинăсем те иртсе каяймаççĕ, водительсем руль умĕнчен анса хăваласа çул уçаççĕ. Пĕлес килет, сурăх усракансемшĕн ялта йĕрке тума май çук-ши? Куншăн явапли пур-и? Сăмах май, манăн та килти хушма хуçалăхра сурăхсем пур. Пĕрремĕш çул мар тытатăп. Таки те юнашар тăрать. Анчах эпĕ вĕсене урам тăрăх чуптармастăп – кашни кун курăк çулса паратăп, шăвармалли те юнашарах. Килти выльăхăн килтех тăмалла пуль?» – ыйтса çырать Олег Ананьев.
Вулавçă ыйтăвне ăнлантăмăр. Выльăхсем улăх-çаранта çÿрес вăхăт вĕçленменрен тата ку ыйту малашне те кун йĕркине тухасса шанса «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркаш районĕн станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн ертсе пыракан выльăх тухтăрĕпе Ирина НИКОЛАЕВĂПА çыхăнтăмăр. Ирина Ивановна кĕске калаçура тĕплĕ ăнлантарни паян хăйсен хуçалăхĕсенче сурăх ĕрчетекенсемшĕн тата малашлăхра çакăн пек ĕмĕт пуррисемшĕн питĕ вырăнлă пуласса шанатпăр:
– Ялсенчи килти хушма хуçалăхсенче ĕнесемпе вăкăрсем, сыснасем усрасси сахалланнă май, унта пурăнакансем юлашки çулсенче сурăхсемпе качакасем ĕрчетесси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Çак ĕç пирĕн тăрăхра пурăнакансен нумай çемйинче ăруран ăрăва куçса пырать. Вăл вара кун йĕркине ку таранччен пулман ыйтусене те кăларать. Вĕсен шутĕнче килти хушма хуçалăхра качака-сурăх усраканăн вĕсене килти хуçалăхра тытасси, улăх-çаранта çÿретесси, вĕсен сывлăхне пăхса тăрасси, çăмне касасси, пусса тирпейлесси, тирне вырнаçтарасси т. ыт. те.
Выльăхсем çине тимлĕх уйăрассине килти хушма хуçалăхри сарайĕнче сурăхсем е качакасем тăракан пÿлĕмсене таса тытассинчен пуçламалла тесе шутлатăп. Кунпа пĕрлех вĕсене уçăлма кăларнă вырăнсенчи картасене юсавлă тытасси, пÿлĕмсене вăхăтра юсаса дезинфекцилесси, выльăхсене тĕрĕс апатлантарасси, вĕсене зоотехникăпа ветеринари требованийĕсене пăхăнса йĕркеллĕ ĕрчетесси, сурăх-качака тытнă пÿлĕмсене ытти чĕрчунсем (йытăсем) кĕресрен юсавлă тытасси тĕп вырăн йышăнать.
2023 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен килти хушма хуçалăхра выльăх ĕрчетес ĕçре Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ ветеринари правилисем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсем хăйсен харпăрлăхĕнче сурăх-качака ĕрчетекенсене те тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.
Вите тăвасси
Килти хушма хуçалăхра качака тата сурăх ĕрчетме вите тунă чухне санитари йĕркине пăхăнасси тĕп услови пулса тăрать. Ку вăл – ăнăçлă ĕçĕн пуçламăш утăмĕ. Витере типĕ тата çутă пулмалла, çил вылямалла мар. Пĕр сурăх е качака пуçне урайĕнче сахалтан 1,5 – 2 тăваткал метр вырăн пулмалла. Путексем валли 0,7 – 0,8 тăваткал метртан кая кирлĕ мар. Хăма урайне улăм сарса пани аван шутланать. Витери сывлăш температури 5 – 8 градус ăшă пулни вырăнлă. Сывлăша уçăлтарма вентиляци системи пулни аван. Ахальлĕн аммиак пуçтарăнни выльăхсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Витере выльăх апачĕ хумалли кормушкăсем сурăхсемпе качакасем унта кĕрсе тăмалла мар çирĕп пулмалла. Ахальлĕн вĕсем çимелли апата таптаса сая яраççĕ.
Çулла кĕтÿре çÿретесси
Асăннă ĕçе пуçăнакансен малтанах выльăхсене çуркуннерен кĕркуннеччен ăçта çÿретме юранине, вĕсене мĕнле пăхмаллине тата усранă чух епле йĕркене пăхăнмаллине лайăх пĕлмелле. Кĕтÿри сурăхсемпе качакасене йăлари каяшсен полигонĕсем патĕнче, выльăхсен çăвисем тата тасатмалли сооруженисем таврашĕнче çÿретме юрамасть. Юлашки çулсенче хупăннă чăх-чĕп тата тискер кайăксен фермисен территорийĕсенче кĕтÿ кĕтни те санитари йĕркине пăсни шутланать.
Выльăх витипе кÿршĕсен çĕр участокĕн чикки хушшинче мĕн чухлĕ вырăн пулмалли, тĕпрен илсен, сурăх-качака йышĕ мĕн чухлĕ пулнинчен килет. Тĕслĕхрен, 5 пуç пулсан, çав хушă 10 метртан кая пулмалла мар.
Çакна та палăртатăп, килти хушма хуçалăх территорине унта тискер чĕр чунсем кĕмелле мар ялан хупă тытмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем урни тата ытти чирсен пуçаруçисем пулма пултараççĕ.
Килте уçăлма кăларасси
Сурăхсемпе качакасене уçăлма кăлармалли вырăн выльăхсем хăйсене ирĕклĕ туймалăх пулмалла. Хĕлле вăл вырăнсене çил кастарасран виçĕ енчен çирĕп картламалла. Апат памалли тата шăвармалли вырăнсене утă е шыв нумай тăкăнмалла мар йĕркелемелле.
Витерен уçăлма кăларнă выльăха типĕ те хăрушлăхсăр апат çителĕклĕ памалла. Çумрах ятарлă валашкасенче таса шыв çителĕклĕ пулни те сурăх-качакашăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Утăна аслăк çинче, сенаж-силоса траншейăсенче е шыв лекмелле мар ятарлă полимер хутаçсенче упрама тăрăшмалла.
Хăрушсăрлăх
Килти хушма хуçалăхра сурăх-качака тытаканăн самантлăха та ветеринари хăрушсăрлăхĕ пирки манмалла мар. Ăна пăсни кил хуçине административлă яваплăх патне çитерме пултарать.
Выльăхсене таса тытни, вĕсене вăхăтра маркăлани, тĕрĕс шута илни, вакцинаци йĕркине пăхăнса пыни килти хушма хуçалăхри тупăшлă ĕçĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çав вăхăтрах столовăйран е ресторантан илсе килнĕ апата пĕçермесĕр пани, пĕр кĕреçе-сенĕкпе тислĕк кăларма тата апат пама усă курни продукци пахалăхĕ çине киревсĕр витĕм кÿме пултарать.
Маларах асăннă йĕркесене çирĕп пăхăнни выльăх-чĕрлĕхĕн сывлăхне упрама тата вĕсенчен таса продукци ытларах илме пулăшать. Кунпа пĕрлех кил хуçине ветеринари тата Россельхознадзор специалисчĕсен хушма асăрхаттарăвĕсенчен пăрăнма май парать.
Сурăх-качакасемпе пĕрле йытăсем тытма юраманнине те кил хуçин яланах асра тытмалла. Маларах асăннă йĕркесене çирĕп пăхăнсан çеç сурăх-качака усракан асăннă выльăхсенчен çителĕклĕ тупăш илме пултарасси пирки пĕр иккĕленÿ те пулмĕ.
Октябрь 2026 |
