Тăшманпа паттăррăн çапăçнă

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:40 Просмотров: 23

Çулсем иртнĕ май пирĕнтен кашниех истори страницисене уçса пăхма кăмăл­лать. Аслă ăрурисен тĕрлĕ тапхăрти паттăрлăхĕпе паллашма çамрăк ăрăва уйрăмах кăсăклă. Унта хамăр ентешсен кун-çулне тишкерни пирĕн ума тăтăшах çĕннине кăларать. Çутă малашлăха шанса хăйсен пурнăçне çĕршыв аталанăв­не, çамрăк ăрусен пуласлăхне халалланă паттăрсен ячĕсене пирĕн манма юрамастех.

Аслă асаттесем çапăçу хирĕнче 1941 – 1945 çулсенче юн тăкса фашизма çăварлăхланă йывăр та тискер вăрçă историе тарăнрах юлса пырать ĕнтĕ. «Ан пултăрччĕ вăрçă», – тетчĕç кăшт ĕлĕкрех фронтран сывă таврăннисем, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе тĕрлĕ вырăнта çапăçу хирне тухма тивнисем. Паян та ятарлă çар операцине хутшăнакансем тĕл пулусенчи калаçăва ытларах çавăн таврах ирттереççĕ. Ан пултăрччĕ вăрçă... Анчах çĕр çинче ырăпа усал кĕрешнĕ чух вăрçă вут-çулăмĕ час-часах пирĕн тавра явăнать, ашшĕ-амăшĕсемпе çы­вăх тăванĕсен куççульне юхтарать, çамрăксен малашлăх ĕмĕчĕсене татать.

Çĕршыв интересĕсене тĕпе хурса арçын тивĕçне вăрçă хирĕнче пурнăçланисем каш­ниех ырă сăмаха тивĕç. Ăна пирĕн сÿнме па­масăр ăруран ăрăва куçарса пымалла. Çулсем иртсен те пирĕн кашнин паттăрлăхне асра тытмалла. Çĕршыва хÿтĕлекенсем нихăçан та манăçмалла мар.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа паттăррăн çапăçса чи маттуррисем Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри – Етĕрне уесĕнчи (паян Муркаш муниципали­тет округĕнчи) Якаткассинче 1906 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă Яков Анисимов. Шкулта лайăх вĕреннĕ каччă çул çитсен Чул­хулари коммунистсен институтне вĕренме кĕрет. Унтан таврăнсан Чуманкассинчи вулав çуртĕнче вăй хурать, Отарккăра пурăнакан­сене вулама-çырма вĕрентет. Çамрăк комму­нист Хĕрлĕ Çарта 1934 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 1935 çулхи пуш уйăхĕччен службăра тăрать. Яла таврăнсан вăл тăтăшах халăх хуш­шинче пĕлÿ сарассипе тăрăшать. 1939 çулхи кăрлач уйăхĕнче Советски районĕн çар ко­миссариачĕ ăна каллех çар ретне илет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн пирĕн ентеш Сĕнтĕр районĕн çар комиссарĕ те пул­нă. Çапах та вăрçăн пуçламăш тапхăрĕнчех вăл фронтра тăшманпа çапăçма пуçланă. 1941çулхи августран пуçласа партизансен 1-мĕш Украина фронтĕнче çапăçнăскер, 1944 çулхи çу уйăхĕнчен – Украинăри 2-мĕш тата 3-мĕш фрончĕсенче Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн юхтарнă. Паттăр салтак çар приказĕсене пур çĕрте те пĕр пăркаланмасăр вăхăтра пурнăçлани­пе палăрнă, офицер званине тивĕçнĕ. 1944 çулхи раштав уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче Яков Анисимов гварди капитан ертсе пыракан ушкăн тăшман вут-çулăмĕ айĕнчех Дунай юхан шывĕ урлă каçса Эрчи ялĕ çывăхĕнче фашистсемпе çапăçăва кĕрсе хамăрăн ба­тальона хăйсем хыççăн шыв урлă каçма çул уçать. Çак çапăçура унăн ушкăнĕ плацдарм йышăнса пирĕн çарсене малалла ăнăçлă тапăнма май туса парать. Çак çапăçура вăл граната ывăтса тăшманăн пулемет расчетне тĕп тăвать, минометпа персе тăшманăн авто­машинине сиктерсе ярать. Фашистсен кон­тратакине сирнĕ вăхăтра хăйĕн тĕслĕхĕпе хăй ертсе пыракан батальон салтакĕсене атакăна çĕклесе тăшмана çапса аркатать. Унăн подразделенийĕ Украинăна, Румыние, Венгрие ирĕке кăларма хутшăнса паттăрлăх кăтартать.

Фронтри хастарлăхшăн Яков Анисимова Ленин орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степень орденĕпе наградăланă. Анчах пирĕн ентеш че­ретлĕ хĕрÿ çапăçура вилмеллех аманать. Пат­тăрла пуç хунă офицера вилнĕ хыççăн 1945 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ят панă. Унăн ячĕпе халĕ Шупашкарта урама ят панă.

Анатолий ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1