«Сывлӑх» спорт шкулӗнче черетлӗ спорт уявӗ – Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп палли» орден кавалерӗ Платон Павлович Давыдов ячӗпе волейбол турнирӗ иртрӗ.
са ирттернӗ 13-мӗш турнир регионсем хушшинчи шая тухрӗ. Ӑмӑртӑва 12 команда килчӗ: Муркаш округӗпе Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫумне Йошкар-Олари, Хусанти, Чулхулари, Самарти тата Киров облаҫӗнчи командӑсем хутшӑнчӗҫ.
Площадкӑра Платон Павловичӑн пысӑк ҫемйи, унӑн тусӗсем, юлташӗсем тата округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем пулчӗҫ.
Муркаш округӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов каланӑ тӑрӑх, Платон Павлович тӑван ен историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗпе Муркаш ҫыннисен нумай ӑрӑвне хавхалантарнӑ. 30 ҫул ытла малта пыракан хуҫалӑхсенчен пӗрне – Раҫҫей ял хуҫалӑх наукисен академийӗн Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӗр улми институчӗн «Ударник» предприятине ертсе пынӑ. Вӑл Муркаш районне Раҫҫейӗпех чапа кӑларнӑ. Платон Павлович районпа республикӑн общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ.
Спорт уявне Анжелика Милосердина тата Муркаш ача-пӑча искусство шкулӗн «Фантази» ташӑ коллективӗ уҫрӗҫ.
Турнира йӗркелекенӗ, Муркаш муниципалитет округӗн волейбол Федерацийӗн председателӗ, депутатсен округри Пухӑвӗн председателӗ тата Платон Павловичӑн ывӑлӗ – Александр Давыдов – ҫамрӑк ташӑҫӑсене, волейболистсен командисене асӑнмалӑх парнесем пачӗ.
«Паян кунта Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи волейболистсен чи вӑйлӑ командисем пухӑннӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Тавах сире пирӗн аттене асра тытнӑшӑн», – пурне те ҫӗнтерӳсем сунчӗ Александр Платонович.
Турнира хутшӑнакансене Платон Павловичӑн хӗрӗ Людмила Музякова та тав сӑмахӗ каларӗ, волейболистсене ӑнӑҫлӑ вӑйӑ сунчӗ.
Спортсменсене ҫавӑн пекех шалти ӗҫсен службин полковникӗ Александр Степанов, Чӑваш Ен волейбол Федерацийӗн президенчӗ Юрий Кислов, Олимп чемпионки Валентина Егорова тата депутатсен округри Пухӑвӗн депутачӗ Павел Вязов, «Сывлӑх» спорт шкулӗн директорӗ Александр Куликов ӑнӑҫу сунчӗҫ. Платон Давыдовӑн тусӗсемпе юлташӗсем – округри АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Юрий Иванов тата Алексей Скворцов ӗҫ ветеранӗ – Платон Павловичпа ӗҫленӗ ҫулсене ӑшшӑн аса илчӗҫ.
Ҫӑмӑл мар вӑйӑсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Шупашкар хулинчи «Лава» команда пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Муркаш округӗнчи «МетПласт» команда – 2-мӗш вырӑнта тата Чулхулари «Главспорт» команда 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Чи лайӑх вылякансем:
«Чи лайӑх ҫыхӑнтаракан» – Даниил Кузнецов, «Лава» – Шупашкар хули.
«Чи лайӑх блокировщик» – Денис Юрьев, «Главспорт» – Чулхула.
«Чи лайӑх диагональный» – Алексей Громов, «Лава» – Шупашкар хули.
«Чи лайӑх либеро» – Александр Ермолаев, «МетПласт» – Муркаш.
Турнир вӗҫленнӗ май Людмила Музякова, Платон Давыдов хӗрӗ, спортсменсене тав турӗ: «Паян турнира 12 команда килчӗ, ку питӗ лайӑх. Тавах сире пирӗн аттене асра тытнӑшӑн. Ку пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ. Вӑл пирӗнтен уйрӑлнӑранпа 14 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Платон Павлович тӑван тӑрӑхра та, районта та спорт мероприятийӗсене ирттерме яланах пулӑшнӑ. Сире хастар вӑйӑшӑн тав тӑвас килет. Эсир чӑн-чӑн спорт хастарлӑхне кӑтартрӑр, ҫӗнтерес кӑмӑлӑра кӑтартса юлашки мечӗке иличчен кӗрешрӗр. Сире сывлӑх, юрату, ҫемьесенче ырлӑх сунатӑп, сирӗн ҫул ҫинче лайӑх ҫынсем ҫеҫ пулччӑр. Ҫӗнӗ тӗл пулусем ҫитиччен!».
Александр Давыдов, Платон Давыдов ывӑлӗ, сӑмаха малалла тӑсрӗ: «Волейбол – команда вӑййи. Ӑмӑрту кӑтартӑвӗ – пӗтӗм команда тӑрӑшнин пӗтӗмлетӗвӗ. Кашни вӑйӑ хумхануллӑ пулчӗ, вылякансем йӑнӑшас мар тесе тӑрӑшрӗҫ, хӑватлӑ та тӗрӗс пассем пачӗҫ. Пурте ҫӗнтерме тӑрӑшрӗ, турнир чи лайӑххисене палӑртрӗ. Питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑм тата спорт хӗрӳлӗхӗ – акӑ мӗн парнелерӗ пире паянхи кун. Турнир вӗҫленчӗ, анчах волейболпа спорт ҫакӑнпа вӗҫленмеҫҫӗ. Тавах сире вӑйӑшӑн».
14-мӗш турнир ҫитес ҫул яланхи пекех ял ӗҫченӗсен уявӗ умӗн иртӗ.
Анатолий ИВАНОВ.
Октябрь 2026 |
