Аслă ăрурисем çын мĕнле пулассине ачаран сăнанă. Пĕтĕмлетсе калани ваттисен сăмахĕнче те ĕмĕртен ĕмĕре куçса пырать – лайăх лаша пуласси – тихаран, ырă çын пуласси ачаран паллă. Çак тĕрĕслĕх халăхăмăр хушшинче паян та малти вырăнта тăрать.
Ăна Çатракасси территори пайĕн тĕп усадьбинче пурăнакан спорт тусĕн Александр Смирновăн çемье тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать. Ялта çуралса ÿснĕ, мăшăрĕпе Марина Михайловнăпа виçĕ ачаллă çемье çавăрнă арçын пĕрре пăхсах ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле. Анчах ку çиелтен пăхсан кăна. Вăл Муркашри «Сывлăх» спорт шкул директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса 10 çула яхăн вăй хурать. Çак вăхăтра Александр Юрьевич хăйĕн ĕçне лайăх вĕренсе çитнĕ. Шаннă ĕçĕпе пĕрлех вăл ачасем спортри ăсталăха туптанипе те тăтăшах кăсăкланса тăрать. Çакна çирĕплетсе мăшăрĕпе ÿстерекен виçĕ хĕрĕ те спортран катара тăмаççĕ.
– Хамăр хĕрĕмĕрсене спорт сывă пурнăç йĕрки пулнине вĕрентсе ÿстерессине пĕрремĕш кунранах умри тĕллеве лартрăмăр. Ĕмĕтленни пурнăçланни çĕнĕ чикĕсем çĕнме хистет. Хĕрĕмсем пире ăнланнине тăтăшах спортри ÿсĕмĕсемпе çирĕплетеççĕ, – терĕ ашшĕ хамăр калаçăва хĕрĕсем çине куçарса.
Аслă хĕрĕ – Камилла – паян Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студентки. Йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш спорт разрядне пурнăçланăскер, 2023 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатки пулса тăнă. Унăн йăмăкĕ Милена та йĕлтĕр спорчĕпе ачаран туслашнă. Çатракассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕскер иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Спортра хастарлăх кăтартакан хĕр, пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланăскер, юлашки çулсенче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Çак йышпа вăл иртнĕ хĕл сезонĕнче Сыктывкар, Ижевск хулисенчи т. ыт. çĕрти ăмăртусене хутшăннă, хăйне ырă енчен кăтартнă.
Вĕсен йăмăкне Полинăна та, хальлĕхе Çатракассинчи вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕреннине пăхмасăр, ашшĕ-амăшĕпе тата аппăшĕсемпе пĕрле час-часах йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма пулать. Çакă Смирновсен спортри династийĕн тăсăмĕ малалла пуласса çирĕплетет. Ашшĕпе амăшĕ те, аппăшĕсем те çакна шанаççĕ.
Сăмах май, виçĕ хĕрĕн амăшĕ – Марина Михайловна – биатлонпа спорт мастерĕн кандидачĕ. Хăйĕн ÿсĕмĕпе вăл – ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕхре. Паян Марина Смирнова – Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Шкула пыракан кашни ачарах опытлă вĕрентекен спортри пысăк ÿсĕм çулне курать, ăна вăхăтра туллин аталантарма пулăшать.
Анатолий БЕЛОВ.
Октябрь 2026 |
