Сивĕ кунсем çитнĕ май халăх яланхиллех гриппа чирлес хăрушлăх ÿсет. Унран хăтăлма юлашки çулсенче çынсене чир пуçланиччен маларах профилактика прививкисем тăвасси йăлана кĕчĕ. Çавăнпа та сывлăх хуралçисем хăйсен сывлăхĕсем тĕлĕшпе тăрăшакансене грипран вакцинăланма участоксенчи терапевтсем патне хальтерех пыма сĕнеççĕ.
Грипп – ерекен вируслă чир. Вăл йывăррăн иртнипе палăрать. Чир вирусĕ тăтăш улшăнса тăрать. Çавăнпа гриппа кĕрешмелли вакцинăсен тытăмĕ те çулсерен улшăнса пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕпе килĕшÿллĕн гриппа кĕрешмелли вакцинăсем те тăтăшах çĕнелеççĕ. Вакцинăланă хыççăнхи иммунитет 12 уйăх упраннине кура хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансене çакна çулталăкне пĕрре пурнăçлама сĕнеççĕ.
Кашни кĕркунне çĕршывра çынсене грипран вакцинăлас тапхăр иртет. Çакна валли чи меллĕ тапхăр – авăн уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕччен. Чир анлă сарăлма пуçличчен 3 – 4 эрне маларах вакцинăланни иммунитета вăхăтра йĕркеленме пулăшать.
Прививкăсен календарĕпе килĕшÿллĕн ÿснĕ çынсемпе ачасен çак ушкăнĕсене маларах профилактика прививки туни вырăнлă:
– 6 уйăхри ачасем;
– 1-11 классенче вĕренекенсем;
– вăтам тата аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансем;
– медицинăра, вĕренÿ организацийĕсенче, суту-илÿре, транспорт çинче, коммуналлă тата социаллă сферăра ĕçлекенсем;
– вахтăпа ĕçлеме çÿрекенсем;
– право сыхлав органĕсенче тата чикĕ урлă каçакансене тĕрĕслекен патшалăх органĕсенче вăй хуракансем;
– социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен организацисенче тата нумай функциллĕ центрсенче ĕçлекенсем;
– хроника чирĕпе аптăракансем.
Вакцинаци – хамăра тата çывăх çыннăмăрсене грипран хÿтĕлемелли чи меллĕ çул. Ку ĕçе никамăн та кая хăварас марччĕ. Вăхăтра вакцинăланни чирпе кĕрешме, унăн хăрушлăхне хыçа хăварма пулăшать. Прививкăна хăвăр пурăнакан вырăнти поликлиникăра тума пулать.
Маларах каланипе пĕрлех чир сарăлнă вăхăтра çынсен санитарипе гигиена нормисене çирĕп пăхăнмалла, алăна тăтăшах супăньпе çумалла. Çуман алăпа сăмсана, куçа, çăвара тĕкĕнесрен асăрханмалла. Чир паллисем палăрсан çынсемпе хутшăнма чарăнмалла, çийĕнчех сывлăх хуралçисемпе çыхăнмалла.
Юлия МИХАЙЛОВА, «Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн» врач-эпидемиологĕ.
Октябрь 2026 |
