«Эпĕ çынсене пулăшассине суйлатăп»

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:30 Просмотров: 28

 Чăваш Енте «Ял управçи» регион конкурсне пĕтĕмлетеççĕ. Ку ĕçе пирĕн округри сумлă вунă хĕрарăм хутшăнать. Вĕсем чăваш çĕрĕ çинче тăрă­шаççĕ, тăван тăрăх аталанăвне тÿпе хываççĕ, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани параççĕ, фермер ĕçне йĕркелеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Çĕр хуçи», «Аталану анлăшĕ», «Çĕнĕ çул хăвачĕ», «Шанчăклă тĕрек», «Халăх чунĕ», «Ырă ĕç», «Пуçаруçă», «Ял сасси», «Амăш ăс-тăнĕ», «Характер вăйĕ» номинацисенче палăртаççĕ. Тĕп ĕç – конкурс пĕтĕмлетĕвĕ – октябрĕн 16-мĕшĕнче иртет.

 Сăн ÿкерчĕкре конкурсăн «Шанчăклă тĕрек» номинацине хутшăнакан Оксана Поповăна куратăр. Оксана Юрьевна – Муркаш тĕп больницин тĕп врачĕ. «Пирĕн коллектив 410 ытла сотрудникран тăрать. Эпĕ ĕçе килсен манăн вăйлă пулмалла тесе шухăшламастăп. Эпĕ çынсемшĕн ответлă, медицина ĕçĕнчи ĕçшĕн яваплă. Манăн ĕç унăн результатĕнчен курăнмал­ла. Ман пата çынсем ыйтупа, йывăрлăхпа килеççĕ, эпĕ вĕсен ыйтăвне татса пама тăрăшатăп. Ман пата ывăнса çитнисем килеççĕ, эпĕ вĕсене лăплантармалли, хавхалантармалли сăмахсем тупма тăрă­шатăп. Эпĕ коллективри кашни сотрудни­ка хаклатăп», – тет тĕп врач.

Оксана Попова ертсе пынипе Муркаш округĕнче сывлăх сыхлавĕнчи наци про­екчĕн пур енĕ те активлă пурнăçланса пырать. Юлашки 5 çулта çак сферăра пи­тех те пысăк ĕçсем пулса пычĕç. Тăрăш­ни – куç умĕнче. Çакна округра пурăнакан кашни çын туять пулĕ.

Вăл хĕрарăм-ертÿçĕ кăна мар, обще­ствăлла ĕçе активлă хутшăнма та вăхăт тупать. Округри Общество палатин пай­ташĕ пулнипе округ пурнăçĕнчи ыйтусене татса пама хутшăнать. Ăна Шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи Обществăлла канашăн пайташĕ пулма шаннă. Ытти ĕçе хутшăн­ма та вăхăт тупать вăл. Унăн тăрăшулăх­не çÿллĕ шайра хаклаççĕ.

«Çук, пур ĕçре те ĕлкĕрейместĕп, мал­тан чи кирлине – çынсене пулăшасси­не – суйлатăп эпĕ. Чăн тĕрек вăл çирĕп чул мар, – чĕрĕ йывăç. Йывăç çилпе тай­ăлать, анчах та хуçăлмасть. Кĕркунне çулçине тăкать те çуркунне каллех çулçă кăларать, вăйланать. Эпĕ вăй-хăвата шайлаштарса ыттисемшĕн тĕрек пулма вĕренетĕп», – тет хĕрарăм-ертÿçĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1