Чăваш чĕлхи кашни ача чĕринче пултăр

Категория: Общество Опубликовано: 15.10.2026, 09:35 Просмотров: 28

Республикăри «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проект шайĕнче «Путене» ача сачĕн никĕсĕ çинче «Чĕререн чĕре патне: анне чĕлхи вăйăра» ятпа ăсталăх ĕçĕ иртрĕ. Çак мероприятие аса садне çÿрекен ачан кулленхи пурнăçне чăваш чĕлхипе тата фольклорпа усă курассине вăйă урлă кĕртнине кăтартас тĕлĕшпе йĕркеленĕ.

Чăвашлăх уявне ача сачĕн ертÿçи Изабелла Ферапонто­ва уçрĕ. Республика шайĕнчи мероприятие хутшăнакансене Муркаш округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, республикăри вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхи тата литератури кафедрин ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Анна Егорова ăшшăн саламларĕç. Ача сачĕн воспитанникĕсем Елена Николаева тата Людмила Митрофанова ертсе пырса мероприятие уяв савăнăçĕ кĕртрĕç.

Вĕренÿ вăхăтĕнче педагогсем чăваш йăли-йĕрки ачасене вĕрентессинче пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса пачĕç. Меро­приятие çак ача садĕнче ирттерни ахаль мар. Алина Вади­мова воспитатель пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхе тата литера­тура вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕ. Вăл «Тилĕ-ташăç» юмах тăрăх кăсăклă вĕрентÿ ирт­терчĕ. Вăйă мелĕпе ирттеррнĕ вĕренÿре ачасем чăваш наци тумĕн пайĕсемпе паллашрĕç. Галина Лоцманова педагог тĕр­лĕ халăх вăййисене чăн чăвашла кăсăклă ирттерчĕ.

Педагогсем валли те тĕрлĕ кăткăс ĕç хатĕрленĕ. Ирина Кожевникова, Алина Вадимова, Вера Макарова педагогсем хăйсен ĕçĕнчи технологипе паллаштарчĕç. Мероприятие хутшăнакансем çавăн пекех ал ĕçĕсем тума та хăнăхрĕç. Çак тĕл пулу пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси кăна пулмарĕ, кашни хутшăнакан хăйне ăстаçă шайĕнче курчĕ. Мероприятие Анна Егорова пĕтĕмлетрĕ, кунта илнĕ пĕлĕве республикăри ытти ача садĕнчи ĕçре усă курма сĕнчĕ. Вăл муркашсен пултарулăхĕ пысăк шайра пулнине палăртрĕ. Ме­ роприятие ăста йĕркеленĕшĕн «Путене» ача сачĕн админис­трацине, коллективне тав турĕ.

«Путене» ача сачĕн ĕçченĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1