Эпĕ хамăн ватă кукамай, Елена Романова, çинчен каласа парасшăн. Елена Васильевна – пирĕн çемье мухтавĕ, пирĕншĕн ырă тĕслĕх. Вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пурнăçа юратнипе яланах хавхалантарать. Çакăн пек ĕçчен те хисеплĕ çынсем пуррипе эпир мăнаçланатпăр. Ватă кукамай хăйĕн пĕтĕм пурнăçне, ĕç-хĕлне тăван тăрăхпа, тăван колхозпа çыхăнтарнă. Унăн пурнăç çулĕ – ĕçпе илемленнĕ çул. Йывăр ĕç-хĕл, кашни кунхи тăрăшу унăн чунне пусарман. Сакăр вун виççĕре пырать пулин те, ырă кăмăллă юлнă вăл.
Ватă кукамайăн пурнăç çулĕ – тăрăшулăхпа тÿсĕмлĕхĕн чăн тĕслĕхĕ. Вăл 1944 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çатракасси ялĕнче, вăрçăн чи йывăр тапхăрĕнче çуралнă. Ашшĕсĕр ÿснĕскер, ачаранпах ĕçе хăнăхса çитĕннĕ, амăшне пулăшма тăрăшнă. Шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ, малалла та вĕренме ĕмĕтленнĕ, анчах пурнăç йывăрлăхĕсем, укçа-тенкĕ çитменни унăн ĕмĕтне пурнăçлама паман. Амăшĕ, Анисия Осиповна, фермăра 25 çул ытла тăрăшнă, хĕрĕ те амăшĕн çулĕпе кайнă. Фермăри ĕç – çăмăл мар. Вăл вăхăтра пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă. Шыв йăтни, утă çулни, тислĕк кăларни кулленхи йывăр ĕç пулнă. Анчах ватă кукамай хăйĕн ĕçне чунтан юратнă. Ирхи виççĕ-тăваттăра тăрса кирек мĕнле çанталăкра та вăл фермăна васканă. Уявра та, канмалли кунсенче те ĕçрен юлман, яваплăхпа ĕçленĕ. Унăн пурнăç философийĕ питĕ тарăн: «Юратнă ĕç, йывăр пулсан та, ăна пурнăçлама лайăх, юратманни вара, çăмăл пулсан та, ун патне алă пымасть». Çак сăмахсем – унăн ĕмĕр тăршшĕнчи ĕçĕн тĕп тĕревĕ.
Вăтăр пилĕк çул ытла вăй хунă Елена Васильевна тăван колхозра, вăтăр пилĕк çул ытла такăрлатнă палланă сукмака. Вăл хăйĕн ĕçне чăннипех те юратнă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн 1974 çулта ăна «Победитель социалистического соревнования» паллăпа чысланă. 1975 çулта вара «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль панă. 1978 çулта Чăваш Республикин Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. 1986 çулта унăн ĕçри пысăк çитĕнĕвĕсене Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе палăртнă. Ватă кукамай 1963 çулта Çатракасси каччипе, Валериан Романовпа, çемье çавăрнă. Пурăна киле вĕсем иккĕшĕ хăтлă кил-çурт хăпартса лартнă, сакăр ача çуратса ура çине тăратнă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисене мĕн кĕçĕнрен ĕçе юратса ĕçчен çын пулма, тирпейлĕ, сăпайлă, ырă кăмăллă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Ачисем те йывăр ĕçре ашшĕ-амăшне яланах пулăшнă: фермăна чупнă, килти хуçалăхра тăрăшнă. Ачаран ĕçе хăнăхни вĕсене хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнă. Сакăр ачаран улттăшĕ тăван ялтах тĕпленнĕ, кашниех кил-çурт çавăрнă. Çакăн чухлĕ ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратнăшăн ватă кукамай «Амăш мухтавĕ» ордена икĕ хутчен тивĕçнĕ: 1979 çулта – виççĕмĕш степеньлĕ ордена, 1983 çулта – иккĕмĕш степеньлине. Фермăра вăй хунă вăхăтрах хăйĕн пултарулăхĕпе çынсене савăнтарма та вăхăт тупнă маттур хĕрарăм: ялти клуб çумĕнче йĕркеленĕ хора юрлама çÿренĕ. Мăшăрĕ те, Валериан Прокопьевич, юрлама ăста пулнăран, иккĕшĕ пĕрле сахал мар юрă шăрантарнă концертсенче. Ку пултарулăх ачисене те куçнă, çавăнпах пулĕ вăл вăхăтра Хĕрарăмсен канашĕн ĕçченĕ, Татьяна Донскова, тимленипе çемье ансамбльне йĕркеленĕ.
Манăн ватă кукамайпа ватă кукаçин вун ултă мăнук тата вун çичĕ кĕçĕн мăнук. Мăнукĕсем аслă пĕлÿ илсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче халĕ. Программист та, тухтăр та, медицина сестри те, полици ĕçченĕ те, инженер та пур вĕсем хушшинче. Мăнукĕсем вĕренсе çынна тухма пултарнишĕн питĕ савăнать манăн ватă кукамай: «Хам вĕренейменшĕн ачасем, мăнуксем вĕренме пултарчĕç», – тесе хăпартланать вăл. Ĕçре пиçĕхнĕ хĕрарăм, сывлăхĕ хавшанăран, халĕ Лариса хĕрĕ патĕнче пурăнать. Майĕпен çÿрет пулин те, хуçалăхра мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшать.
Эпĕ ватă кукамая Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, нумай çул савăнса пурăнма Турри сывлăх патăр ăна.
Лилиана СТЕПАНОВА, кĕçĕн мăнукĕ, Çатракасси шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ.
Октябрь 2026 |
