Сыпай ялĕнче 1925 çулта культура вучахĕ ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра библиотека сăмах йăлана кĕменрен кĕнекесем упранакан çурта ялта пурăнакансем вулав çурчĕ тесе ят панă. Асăннă вулав çурчĕн малтанхи ĕçĕсене кăтартакан хутсем упранса юлманран иртнине паян ялта пурăнакан ватă çынсен аса илĕвĕсемпе çеç сăнласа пама пулать.
Ку тăрăхри пĕрремĕш вулав çурчĕ Иштерекри пысăках мар çуртра вырнаçнă. Унта ял çыннисем пĕрле пухăнса кĕнекесем вуланă, пĕр-пĕринпе курнăçнă, вуланă кĕнекесене пĕрле сÿтсе явнă. Вулав çурчĕн пĕрремĕш заведующийĕ Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Сĕнтĕрвăрри район çынни Константин Александрович Майоров пулнă. Вăл вулав çуртне плакатсемпе, лозунгсемпе, вырăнта кăларнă стена хаçачĕсемпе, çĕршыв ертÿçисен портречĕсемпе илемлетнĕ. Кунта пухăнакансене вăл тăтăш кĕнекесем вуласа панă, пĕрле сÿтсе явнă. Малтанхи вăхăтра вулав çуртĕнчи кĕнекесен фончĕ 400 экземплярпа çеç танлашнă. Анчах вăл та ял çыннисемшĕн вăхăтран вăхăта пухăнса ял пурнăçне сÿтсе явмалли вырăн пулнă.
1930 çулта асăннă вулав çуртне Семен Никитич Мамаев ертсе пыма пуçланă. Ялсенче колхозсем тунă йывăр вăхăт пулнă. Анчах выçлăх хуçаланнине, тумтир, атă-пушмак çителĕксĕррине пăхмасăр пĕрре кĕнекепе туслашнисем тăтăшах вулав çуртне пухăннă. Кунта вĕсем ялти, районти, çĕршыври, тĕнчери лару-тăрăва сÿтсе явнă, хаçат-журнал вуланă, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашнă, лекцисем итленĕ, хаçатсем вуланă. Пĕрисем пурнăçпа тан пыма тăрăшнине кура ыттисем те майĕпен унта туртăнма пуçланă — вулав çуртне пухăнакансен йышĕ тăтăш ÿснĕ. Кунти çĕнĕ хыпар кашниншĕнех интереслĕ пулнă.
Педагогика курсĕсене пĕтерсен Сыпай шкулне учитель пулса ĕçлеме Иван Павлович Федотова çирĕплетнĕ. Ишлей комсомол райкомĕ активлă çамрăка пропагандист пулса ĕçлеме çеç мар, 1933 — 1939 çулсенче вулав çуртне ертсе пыма та шаннă. Ялта клуб пулманран вулав çуртне Иштерекри тăпăл-тăпăл пÿрте вырнаçтарнă. Тирпейлĕ тытнă çуртра краççын лампи çутинче ялти комсомолецсен, мал туртăмлă çамрăксен пухăвĕсем иртнĕ. Ялти хутла пĕлменлĕхе пĕтерессипе те çак вулав çуртĕнчех вĕрентÿсем иртнĕ.
Вулама тата çырма пĕлменнисен списокне ял Советĕнче тунă. Вĕсене хутла вĕрентесси вăл вăхăтра тĕп вырăнта пулнă. Вĕсем валли ялсенче каçхи шкулсем ĕçленĕ. Çакăн пек пĕр шкула асăннă вулав çуртĕнче те уçнă. Унта занятисем ирттерме И. П. Федотова çирĕплетнĕ. Кăнтăрла çĕр ĕçĕнче, уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçленĕ çынсем валли вĕренÿ урокĕсем каçхине пулнă. Аслă ăрурисем хăйсене Иван Павлович вулама-çырма вĕрентнине паян та лайăх астăваççĕ.
1939 — 1950 çулсенче вулав çуртне ертсе пыма Сыпайра çуралса ÿснĕ Иван Григорьевич Григорьева çирĕплетеççĕ. Анат Кĕнерти вăтам шкултан вĕренсе тухнă çамрăк кĕске хушăрах Сыпай мăнаçлăхĕ пулса тăрать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче вăл ВЛКСМăн Ишлей райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Кун хыççăн Муркаш районĕнче тухса тăракан хаçатăн секретарĕ, Чăваш патшалăх кĕнеке издательствин техника редакторĕ пулнă, «Ялав» журналăн тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн литература сотрудникĕнче, Чăваш Енри писательсен союзĕн пропаганда бюровĕн заведующийĕнче вăй хунă.
1956 çулта Иштерек ялĕнче вулав çурчĕн базинче Сыпайри ял библиотеки уçăлнă. Вăл «Клевер» колхоз правленийĕнче вырнаçнă. Унта кĕнеке фончĕ 2000 экземпляра çитнĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, 1958 çулта вулав çуртне Сыпайне куçарнă.
1953 çултан пуçласа 1996 çулччен ялти библиотекăна Галина Шишкина ертсе пынă. Галина Никитична Çĕрпÿри библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1988 çулта Сыпайра çĕнĕ клуб тунă хыççăн вырăнти библиотекăна сарăлма та çул уçăлнă. Çапла вара кунта кĕнекесен фончĕ те пысăкланнă, вулавçăсен йышĕ те ÿснĕ. Библиотекăра та, ун тулашĕнче те библиотекарь тăрăшнипе вулавçăсен конференцийĕсем, тематика каçĕсем час- час иртме пуçланă. Галина Никитичнăна библиотекăра çеç мар, уй-хир бригадисенче те, выльăх-чĕрлĕх фермисенче те, трактор-машина паркĕпе мастерскойĕнче те, выльăх апачĕ хатĕрлекенсем патĕнче те яланах кĕтнĕ. Вăл ял çыннисене тăтăшах çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă. Тĕллевлĕ вăй хуни библиотекăри вулавçăсен йышне те куç умĕнчех ÿстернĕ. Çынсене кĕнекесемпе паллаштарнă вăхăтрах вăл стена хаçачĕсем кăларма та вăхăт тупнă: çур акинче, утă çинче, вырмара, кĕр акинче, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте малта пыракансем яланах çын курмалла вырăнта пулнă. Вăл тахçанах тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр ял çыннисем паян та ун патне канаш ыйтма пыраççĕ. 37 çул халăхпа ĕçлесе вăл «Тава тивĕçлĕ ĕçшĕн» медале тивĕçнĕ.
2001 çултанпа паян кунччен Сыпайри библиотека ертÿçинче Татьяна Владимировна Васильева ĕçлет.
Паян Сыпайри ял клубĕнче вырнаçнă библиотекăна 520 çын çырăннă. Вĕсем валли кунта кĕнеке фончĕ 8269 экземплярпа танлашать. Кунсăр пуçне библиотека периодика изданийĕсене 7 тĕрлĕ çырăнса илет. Библиотекăра пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ вулавçăсен интересĕсене тивĕçтерекен «Чиполлино» клуб ĕçлет. Библиотекăпа 6 ялти çынсем тăтăшах тачă çыхăну тытаççĕ. Унта Тури Тăмлайра, Вускассинче, Иштерекре, Анатри Тăмлайра, Çĕн Тăмлайра, Сыпайра пурăнакансем çÿреççĕ.
Паян çĕнĕ компьютер техникипе пуян библиотека ялсенчи вулавçăсене яланах хăй патне йыхравлать. Кунта кашниех хăйне кирлĕ литература тупма, пĕлĕве тăтăш анлăлатма пултарать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА, Муркаш муниципалитет округĕн централизациленĕ библиотека системин директорĕ.
Октябрь 2026 |
