Умри пурнăçа пуçламан суха анипе танлаштарни – ялта çуралса çĕр ĕçĕпе ÿснĕ çыншăн питех те çывăх. Çурхи уй-хирте яра куна трактор кĕрлевĕ тăни, курăк çулнă вăхăтра таврана утă шăрши сарăлни, улăх-çаранта кĕтÿçсем ĕнесен пысăк кĕтĕвĕсене кĕтни, ĕне сăвакансем каçхи сăвăмри тулли сĕт витри йăтса утни, «хир карапĕ» тулă пуссипе ерипен шуса пыни, çĕнĕ тырăпа тулли тиевлĕ автомашина тараса çине кĕни т. ыт. те – хресчен пурнăçĕн уйрăлми ÿкерчĕкĕсем. Вĕсем кашниех çĕр ĕçĕпе пурăнакана пурнăç инçĕшне чĕнеççĕ.
Маларах калани паян Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Геннадий Кузнецовшăн та ют мар. Пирĕн муниципалитет округĕнчи Катькас территори пайĕнчи Шомик ялĕнче çуралса ÿснĕ арçын, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, кăçалхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче 99 çул тултарнине паллă турĕ. Унăн пурнăçĕ анлă тата паянхи çамрăксемшĕн – ырă тĕслĕх. Геннадий Семенович нихăçан та çынна пулăшассинчен, çĕршыва хÿтĕлессинчен, ĕçрен катара тăман. Çакна вăл çамрăкран çул парса пынă. Ашшĕ-амăшĕ колхоза кĕрсен вĕсемпе пĕрле уй-хирте ĕçленĕ, килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшнă. Тăван çĕршыва фашистла Германи вăрçăпа тапăнсан та пирĕн ентеш килте ларса юлаймасть: 17 çул тултарсан Тăван çĕршыва сыхлама фронта тухса каять. Шăпа ăна Çурçĕрти тинĕс çар флотне çитерет. Кĕске хушăрах çар пĕлĕвне илнĕ хыççăн Шомик каччи тăшманпа торпеда катерĕ çинче пулеметчик пулса çапăçма пуçлать, вăрçă тути-масине самаях курать, анчах çĕнтерÿ хамăр енче пуласса вăл самантлăха та ăшран кăлармасть. Тăтăшах çар операцийĕсенче пулнă каччă Аслă Çĕнтерÿ хыççăн тÿрех киле таврăнмасть: мирлĕ пурнăçа сыхлама тинĕс-çар флотĕнчех юлать. Служба çулĕсене приказа тĕрĕс те вăхăтра пурнăçланипе пĕрре мар вăл патшалăх наградисене тивĕçет. Çурçĕрти тинĕс-çар флотĕнче çичĕ çул службăра тăнă каччă пĕр тăхтаса тăмасăр мирлĕ пурнăçа алла илме пуçлать. Ĕçрен хăраманскер, пуртă-мăлатук тытса курнăскер, вăрçăран таврăнсан пĕр тăхтаса тăмасăр Çĕктерти сĕтел-пукан комбинатне столяр пулса ĕçлеме вырнаçать, мирлĕ пурнăçа кÿлĕнет. Фронтовик пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе куçса çÿремест, тивĕçлĕ канăва тухичченех унта вăй хурать. Нумай çул пĕр вырăнта тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн çĕршыв ăна «Хисеп палли» орденпа чысланă Фронтри пурнă cĕпе паллашрăмăр та, унăн çар наградисем, Тав çырăвĕсем чылаййи те куç умне тухрĕ – кашнин хăйĕн çул-йĕрĕ.
Тĕслĕхрен, Геннадий Семеновичăн пурнăçри хастарлăхĕпе фронтри, ĕçри паттăрлăхне шута илсе вăл çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми те вырнаçтарнă. Çак кунсенче Евгений Макаров пуçарнипе эпир тăваттăн хамăр ентеш патне хăнана кайса килтĕмĕр. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ пире кăмăллă кĕтсе илчĕ, пирĕнпе тата çывăх тăванĕсемпе пĕрле пулса куççульне шăлса аса илÿ çăмхине сÿтрĕ. Тăшманран хăраман, ĕç умĕнче алă усман 99 çулхи ветеран халĕ хĕрĕпе, кĕрÿшĕпе тата мăнукĕпе виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Хăй вăхăтĕнче ырă пурнăçа шанса тăрăшса ĕçленипе паян çамрăксене, хăйĕн патне хăнана пыракансене паллаштарать. Пурнăçра пĕр ĕç кунне те усăсăр ирттермен ветеран паян çамрăк ăруран та хăйĕнчен тĕслĕх илме ыйтать. «Алă усса ларнипе малалла каяймастăн», – терĕ вăл чей ĕçнĕ вăхăтра пирĕн калаçăва пĕтĕмлетсе тата çамрăксене ырă малашлăх сунса, пире телейлĕ çул пиллесе. Геннадий Семеновичăн пурнăçне ăнланакансем, кунашкал паттăрсене сума сăвакансем паян чи телейлисем тесе сăмахăма вĕçлетĕп.
Герман ОСИПОВ. Шомик ялĕ.
Октябрь 2026 |
