Малашне чăх-чĕп те тимлĕх ыйтать

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 10:18 Просмотров: 23

Ялта пурăнаканăн выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк тытасси – ĕмĕртен пыракан ырă йăла. Çак ĕç халăхăмăр хушшинче ăруран ăрăва куçса, аталанса пырать. Пурнăç улшăннă май чăх-чĕп ĕрчетесси те çĕнĕлĕхсемпе вăй илсе аталанать. Çакна шута илсе эпир паян хамăрăн тĕпеле Муркаш муниципалитет округĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумне Татьяна КИСЕЛЕВА выльăх тухтăрне хăнана чĕнтĕмĕр.

– Татьяна Витальевна, кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа килти хушма хуçалăхра чăх-чĕп тытакансем вĕсене маркăлассипе тĕл пулчĕç. Мĕнпе çыхăннă вăл?

– Эсир выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕпе кăсăкланнишĕн савăнатăп. Чăнах та, çĕнĕлĕхсене халăха вăхăтра пĕлтермелле. Вăл отрасле малалла аталантарма çул уçать. Çĕнĕлĕх чи малтанах килти хушма хуçалăхра 10-шар пуç е ытларах чăх-чĕп тытакансене пырса тивет. Ку нормăна РФ Правительстви 2023 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 550-мĕш номерлĕ постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Ку çĕнĕлĕх пирĕн тăрăхра чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăркка, страус, путене, цесарка усракансене, кролик тытакансене пырса тивет. Кунта та килти хушма хуçалăх хуçин асра тытмалли пур. Енчен те сирĕн хуçалăхра асăннă чăх-чĕппе куроликсем 10 пуçран ытла мар пулсан, вĕсене учета илессине 2029 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăснă. Йышлăрах чăх-чĕп тытакансен вĕсене учета тăратассипе хыпаланма тивет. Çĕнĕ требовани кил хуçалăхри пур чăх-чĕп çине те сарăлать: чăхсем, хур-кăвакал, страуссем, кăрккасем, путенесем, цесаркăсем т. ыт. те.

– Пирĕн вулавçăсене канăç паман ыйту та пур: чăх-чĕпе учета илесси епле пулса иртĕ-ха?

– Кунта питĕ пăшăрханмалли тата кулянмалли нимех те çук. Палăртнă йĕркене çирĕп пăхăнмалла çеç. 10-шар пуç чăхха ушкăнпа маркăлама пулать. Кун пек чухне çирĕплетнĕ идентификаци номерне кашни чăхха мар, вĕсен ушкăнне параççĕ. Номере витере е клеткăра вырнаçтарма юрать. Кун пек тĕслĕхре кашни чăхха уйрăммăн маркăлассине çирĕплетмен. Чăх-чĕпе маркăланă е вĕсене хуçалăха туянса килнĕ хыççăн 10 талăкран юлмасăр «ВетИС» ФГИСа учета тăратмалла. Ку ĕç тÿлевсĕр шутланать. Учет паллине çирĕп материал çине çырмалла, ăна 1,5 метртан вулама май пултăр. Çакăн пек таблона чăх-чĕп усракан пÿлĕмĕн тулаш стени çине вырнаçтармалла. Маркировка ĕçĕн альтернативлă енĕ – идентификаци паллине клетка е вольер çине те вырнаçтарма пулать. Кил хуçи хăйĕн ирĕкĕпе кашни чăхха урисем çине ятарлă çĕрĕсем лартса, çунаттисене паллă туса тата ÿт айне микрочип вырнаçтарса паллă тăвайрать.

– Чăх-чĕпе мĕн вăхăтран маркăламалла?

– Питĕ лайăх ыйту. Хăвăрăн кил хуçалăхри чăх-чĕпе сирĕн вĕсем çăмартаран тухсан 7 талăкра маркăламалла. Çакна валли кил хуçин округри ветеринари станцине заявка тăратса маркировка номерĕсем илмелле. Регистрациленĕ хыççăн чăх-чĕп хуçин вĕсен йышĕ улшăнни, вĕсене сутни пирки – пусса тирпейлесен е вилсен те – ветеринари службине пĕлтерсех тăмалла. Маркировка правилисене пăсакансем тĕлĕшпе административлă яваплăх та пăхнă. Кунсăр пуçне «Хорриот» системăра шута тăратман чăх-чĕппе хур-кăвакалсем тĕлĕшпе вĕсене сутма кăларма майĕ пулмасть. Чăваш Республикипе тата Чĕмпĕр облаçĕпе ĕçлекен Россельхознадзор управленийĕ чăх-чĕп хуçисене улшăнусене вăхăтра пурнăçлама чĕнсе калать. Ку вăл административлă майпа явап тытассинчен саккунлă майпа çăлăнмалли мел пулнине манас марччĕ.

– Тавах ăнланмалла каласа панăшăн.

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить