Мускаври «Ылтӑн кӗркунне» курава республикӑри 40 ял хуҫалӑх производителӗ хутшӑннӑ. Экспозицие тӑватӑ бренд тавра тунӑ.
«Симӗс ылтӑн» хӑмла туса илессине кӑтартать. «Пылак ылтӑн» хурт-хӑмӑр, ӳсен-тӑран, гастрономи тата ял туризмне пӗрлештернӗ. «Тутлӑ ылтӑн» тирпейлекен предприятисен продукцине кӑтартнӑ. «Ӑслӑ ылтӑна» Чӑваш Ен ял хуҫалӑхӗн тухӑҫлӑхне ӳстерекен малта пыракан технологисемпе цифра йышӑнӑвӗсем кӗнӗ.
Ҫӗршывӑн аграри куравне хутшӑннин кӑтартӑвӗ – республикӑн Министрсен Кабинечӗпе Россельхозбанк 2026 – 2030 ҫулсенче килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ҫул-йӗр карттине алӑ пусни. Ҫавӑн пекех – Раҫҫейри «Техмашхолдинг» компанисен ушкӑнӗ хӑмла пуҫтаракан пӗрремӗш комплекса хута ярасси ҫинчен калакан акта ҫирӗплетни. Техникӑна "Балтика" компание панӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, ҫак "ылтӑн" брендсем регион технологисене, тирпейлессине тата ҫӗнӗ рыноксене шаннине кӑтартаҫҫӗ.
Октябрь 2026 |
