65 çулхи марафонец

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2026, 10:25 Просмотров: 21

Иртнĕ эрнере Шетмĕпуçĕнчи Владимир Николаевич Иванов Пĕтĕм тĕнчери Мускаври марафонта чупса виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Хăйĕн 65 çулхи юбилейне вăл уяв сĕтелĕ хушшинче мар, марафон дистанцийĕнче кĕтсе илчĕ.

Хăшĕсем 50 çул патне çывхарсан канлĕх пирки шухăшлама пуçлаççĕ. Анчах Владимир Иванов мар, вăл 49 çулта чупма тытăннă. Ун чухне ентешĕсене тĕлĕнтересси пирки шухăшламан вăл. Владимир Иванов Мускаври марафона 2010 çултанпа хутшăнать. Кăçал вăл старта 13-мĕш хут тухрĕ. Кунти трассăна хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Ентеш тунă çитĕнÿпе çырлахма шутламасть. Вăл 15-мĕш марафона та хутшăнма палăртать. Çын çирĕп тĕллев лартсан, çулсем уншăн чăрмав мар.

Чăваш спортсменне финишра яланах шанчăклă çынсем кĕтеççĕ. Иринăпа Наталья хĕрĕсем ашшĕн çитĕнĕвĕсемпе мухтанаççĕ, ăна старта тухма хавхалантараççĕ. Ку хутĕнче марафонеца сумлă делегаци кĕтсе илчĕ: вăл шутра – хĕрĕ Наталья, Шетмĕпуç территори пайĕн пуçлăхĕ Борис Васильев. Владимир Ивановшăн çакă питех те пĕлтерĕшлĕ. Мускав хулинче чăваш сăмахĕсем ăна уйрăмах вăй параççĕ. Çапла вăл хăйне пĕччен пек туймасть. Унпа пĕрле пĕтĕм Муркаш округĕ тейĕн.

Ентеш кăçал 60 – 69 çулхи спортсменсем хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Унăн кăкăрĕ çинчи медаль вăл çирĕп чунлă çын пулнине çирĕплетет. Çак çитĕнÿ патне ентеш нумай çул пынă.

Эпир, Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем, Владимир Иванов çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр. Унăн тĕслĕхĕ пире хавхалантарать. Чăн спортсменшăн нимĕнле чикĕ те çук иккен. Владимир Николаевича çирĕп сывлăх, пулас стартсем валли вăй-хал сунатпăр.

Анатолий Иванов.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить