Юлашки çулсенче хуласенче те, ялсенче те байкерсен йышĕ хутшăнчĕ. Камсем-ха вĕсем, мĕнпе çыхăннă вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ? Ку ыйтусем тавра пĕр çын çеç мар шухăшланă ĕнтĕ.
Ку хутĕнче байкерсем официаллă йĕркепе Муркашах çитрĕç. Байкерсем – мотоциклпа çÿреме юратакансем. Черетлĕ мотосезон вĕçлениччен хамăр тăрăхри «Уçă çул» мотоклуб байкерĕсем саккăрăн иртнĕ эрнере «Путене» ача садне çÿрекен ачасемпе тĕл пулса автоçул çинче çул-йĕр правилисене пăхăнассипе вĕренÿ ирттерчĕç.
Тĕл пулура байкерсем ачасене 14 çула çитиччен мотоциклпа çÿреме, пассажир пулса ларса кайма та юраманни, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен тĕслĕхсемпе ăнлантарса пачĕç. Округри «Уçă çул» мотоклуб байкерĕсен ертÿçи Сергей Васильев ачаран çул-йĕр правилисене хăнăхакансем пурăна киле хăйсем те байкерсен йышне хутшăнма пултарасси пирки ăнлантарчĕ. Хăюллăраххисем хăватлă мотоциклсем çине ларса пăхма та май тупрĕç.
– Пирĕн тĕп тивĕç – çул-йĕр правилисене пăхăнасси. Правилăсене пăхăнни пурне те киле таврăнма пулăшать, – ăнлантарчĕ ачасене Вячеслав Бардасов байкер (сăн ÿкерчĕкре). Байкерсен йышне хĕр ачасем те кĕме пултарни çинчен Инга Громова каласа пачĕ.
Ачасемпе ирттернĕ тĕл пулăва 8 мотоциклпа пынă байкерсене ача сачĕн воспитателĕ Елена Михайлова тав турĕ, ачасем ÿкернĕ ÿкерчĕке парнелерĕ. Байкерсем вара ачасене 3 курупка тутлă çимĕç парса хăварчĕç, кунашкал тĕл пулусем малашне округри ытти ача садĕнче те иртессе шантарчĕç.
Анатолий БЕЛОВ.
Октябрь 2026 |
