Итакачкассинчи Валерий Егоров фермертан черетлĕ хут ырă хыпар пĕлтĕмĕр.
Вăл – Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ масштаблă проектăн – «МедиаПоле» наци премийĕн – финалисчĕ. Савăнăçлă пĕтĕмлетÿ кăçал Санкт-Петербург хулинче иртет, пĕлтĕр церемони Мускавра пулчĕ. Финала лекес текенсенчен пĕтĕм Раççейĕпе 2000 ытла заявка йышăннă. Финала вара 120-ĕн тухнă, вăл шутра – пирĕн ентеш.
Агроблогер агротуризмпа кăсăкланать. «Маншăн çакă конкурс кăна мар. Хамăн ĕçсенче эпĕ фермер пурнăçĕ, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕх пирки каласа кăтартатăп. Ялта ĕçлесе аталанма, япăх мар пурăнма тата хамăрăн пурнăçа тĕпрен улăштарма май пуррине тĕслĕхсемпе çирĕплететĕп. Çитес вăхăтра Чăваш Енти ял пурнăçне анлăн сăнланă медиапроектпа Санкт-Петербургра паллаштаратăп», – терĕ Валера.
Мĕнех, ăнăçу сунатпăр. Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр.
Октябрь 2026 |
