Математика пур наука патши тенине пурте илтнĕ пулĕ-ха. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха? Хăш-пĕр наукăна илсе пăхар-ха. Сăмахран, физика çут çанталăкра пулса иртекен пулăмсене, вĕсен саккунĕсене тĕпчет. Математика вара шутлавпа çыхăннă.
Паянхи кун микро- тата макрофизика тĕнче шайне тухнă май, математика çеç ăна малалла тулли аталану пама пултарать. Хими предметне илсен те унти улшăнусем реагентсен çыхăнăвĕпе, ăшă панипе, урăхла каласан, математика терминĕсемпе çыхăнура тăраççĕ. Биологи те математикăсăр аталанма пултараймасть, клеткăри генсен шучĕ, вĕсен аталанăвĕ пĕтĕмпех математикăпа çыхăннă. Гуманитари наукисене илсе пăхар-ха тата. Литературăри сăвăсен ритмĕ те, музыкăри нотăсем те математикăна пăхăнса тăраççĕ. Апла пулсан математика чăннипех те пур наука патши пулса тăнипе çырлахмах тивет.
«Математикăна кирек камăн та лайăх пĕлмелле. Вăл пурнăçра кашни кун кирлĕ: лавккана кайсан та, автобуса ларнă е апат-çимĕç пĕçернĕ чух та вăл ялан пуçра пулмалла. Унсăр самолет та сывлăша хăпараймасть, космос карапĕ те тĕнче уçлăхне тухаймасть», – хăй предметне юратса вĕрентетчĕ Москакасси шкулĕнче Николай Вазиков. Эпир унпа пĕр кабинетра, пĕр сĕтел хушшине ларса ĕçлеттĕмĕр. Хитре сăн-пуҫлă арҫынран тĕслĕх илмелли, вĕренмелли нумайччĕ.
Вичкĕн куçлă, йăрăс пÿллĕ, ялан тирпейлĕ çÿрекен учителе ачасем те хисеплетчĕç. Çавăнпах вĕсем урок пуçланиччен доскана ялан тасатса хуратчĕç. Хăй тирпейлĕ пулнăран ачасенчен те çавнах ыйтатчĕ вăл. Вĕренекенсен тетрадь кĕтессисем «кăтраланса» тăрсан, вăл ачасене час-часах виçеллĕ намăслантарни те пулатчĕ.
Вĕрентекен пурнăçĕ те ыттисенчен уйрăлса тăмасть. Чирлесен е ытти сăлтавпа шкула пырайман учитель урок ирттереймен вăхăтра Николай Николаевич çăлăнăç уççиччĕ: вăл хăйĕн класĕнче вĕренекенсене математикăпа ĕç хушса юнашар класрисене вĕрентме каятчĕ. Ачасем вĕсене «пушă» урок» тетчĕç. Вĕрентекенсĕр юлнă çак урокра ĕçлемесĕр ларнă ачасен вăхăт иртсен пичĕ хĕрелетчĕ вара. Николай Вазиков хăйĕн предметне питĕ çирĕп ыйтнипе палăратчĕ. «Пиллĕк паллă илес тесен сирĕн ман чухлĕ пĕлмелле», – тетчĕ вăл тăрăшуллă пулма ыйтса.
Ачасене тăрăшуллă вĕрентекен ирттерекен геометри урокĕсем ытларах килĕшетчĕç. Вĕренекенсем теоремăсен доказательствисене доска çине çырса пăхмасăр каласа паратчĕç. Кам хăçан тухса калассипе те ачасем хăйсем черет йышăнатчĕç. Теоремăсене пăхмасăр вĕреннĕ май задачăсене вĕсем хăй тĕллĕн тенĕ пек шутласа паратчĕç. «Геометрине лайăх пĕлсен, вăл интереслĕ те çăмăл предмет», – тетчĕ вĕрентекен хăйĕн предметне юратакансене.
Пурнăçра мана нумай шкулта ĕçлеме, математика вĕрентекенсемпе тĕл пулма тиврĕ. Вĕсене нихăшне те хурлас теместĕп. Кашни учителĕн хăйĕн тавракурăмĕ, методики, анчах Николай Николаевич пек пĕлĕве ачана парассишĕн тăрăшакан математика учительне хам пурнăçра тĕл пулман.
Шкулта илнĕ пĕлÿ пурнăç çулне уçса панипе унăн чылай вĕренекенĕ килĕшет тесе шутлатăп. Çакна шута илсе пулĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăн училищĕре, университетра вĕреннĕ чух та, ялта е çул çинче тĕл пулсан та, вĕрентекен яланах математикăпа ĕçсем епле пынипе чарăнса тăрсах кăсăкланатчĕ.
Николай Вазиков Мăн Сĕнтĕр районĕнчи Ҫармăçкасси ялĕнче 1937 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсен ăраттинче аслă пĕлÿллĕ, чăваш чĕлхипе литературинче тарăн йĕр хăварнă çынсем чылай. Пирĕн ентеш 1946 çулта Кăпасри сакăр çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш класне ура ярса пусать. 1953 – 1957 çулсенче Урпаш шкулĕнче ăс пухать.
Шкултан лайăх паллăсемпе вӗренсе тухсан 1960 çулта Томск университетĕнчи механикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. 1962 çулта Барнаулти педагогика институтне куçать. Институт хыççăн вăл тĕрлĕ шкулта ачасене математика, геометри вĕрентет, директорăн вĕренÿ пайĕн çумĕ пулса ĕçлет. Кĕçĕн классене вĕрентекен Нина Васильевнăпа пĕрлешсен çамрăк мăшăр Москакассине куçса килет. Пирĕн шкула Николай Николаевич 1968 çулта директор тата математика учителĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă. Мĕн çут тĕнчерен уйрăличченех вăл асăннă шкулта математика учителĕ пулса тăрăшрĕ, хăйĕн хыççăн ырă ят кăна хăварчĕ.
– Николай Николаевич хăйĕнчен те, пĕрле ĕçлекенсенчен те, хăйĕн вĕренекенĕсенчен те яланах çирĕп ыйтнă. Шкула вăл пуринчен маларах çитетчĕ, урока тĕплĕн хатĕрленсе ачасене кĕтсе илетчĕ. Килне вара пуринчен кая юлса таврăнатчĕ. Питĕ тĕплĕ, яваплăха туякан, ĕçе чунĕпе парăннă ырă кăмăллă та çирĕп çынччĕ вăл. Ачасене лайăх вĕрентнĕшĕн ăна чунтан тав тăватпăр, – теççĕ паян ун пирки вăл вĕрентнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсем.
Алина ПАРАНДЕЕВА.
Октябрь 2026 |
