Кашни çыннăн анлă тавракурăмлă пулмалла, çавăн пекех, халăхра каланă пек, пĕр утăм маларах пăхма та пĕлмелле, кăткăс лару-тăрура, вăл шутра – инкек-синкекре, тепĕр çынна пĕрремĕш пулăшу пама та хатĕр пулмалла.
Ытти çĕрти пекех, пирĕн округра та пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентес ĕç пуçланмалла. Ăна Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова йĕркелесе пырать.
– Зоя Юрьевна, ку çĕнĕлĕх мĕнпе çыхăннă?
– Раççей Федерацийĕн Правительстви 2026 çулхи мартăн 27-мĕшĕнчи хушăвĕпе Раççейре çынна пĕрремĕш пулăшу парассин концепцине йышăннă. Документра ку тĕлĕшри ĕçе пурнăçлассине 2036 çулчченхи тапхăра палăртнă. Çак ĕç çынсене кăткăс лару-тăрура пулăшу пама вĕрентессипе çыхăннă. Тĕп тĕллев – çыннăн пурнăçне вăрăмрах тума пулăшасси, инкек-синкекре вилессине чакарасси, инкек тÿснĕ çынна тухтăрсем киличчен пулăшма, ăна чĕрĕ юлма шанăç пама вĕрентесси.
Çынна пулăшу парасси практикăра пулмалла. Ку енĕпе ответлă органсен вĕренÿ ĕçĕ мĕнле пынине тăтăшах мониторинг туса тăмалла. Патшалăхпа обществăн çак енĕпе килĕштерсе ĕçлес механизма йĕркелемелле, вĕрентесси пирки информацие çынсем патне çитермелле. Вĕрентÿ валли кадрсем – инструкторсем – çителĕклĕ хатĕрлемелле. Вĕренÿ ирттерессипе организацисемпе те çыхăнса ĕçлемелле.
Концепцие вунă çул пурнăçлама палăртнă. Вăл виçĕ тапхăрпа иртмелле. Пĕрремĕш тапхăр кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. 2036 çулччен çак ыйтупа тăтăшах ĕçлемелле. Вĕренÿ ĕçĕсене çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратман пахалăхлă медицина изделийĕсемпе пурнăçламалла.
– Çитес вăхăтра пире инструкторсем мĕн-мĕн тума вĕрентеççĕ?
– Çитес вăхăтра пирĕн округри инструкторсем, ытти çĕрти пекех, инкек тÿснĕ çыннăн юнне чарма, пульсне тупма, тăн çухатнă çынна пулăшма, сурана çыхма, пуçа чĕркеме вĕрентеççĕ.
Çак ĕçĕн стратегиллĕ тĕллевĕ – кашни çынна врач киличченхи пĕрремĕш пулăшăва пама вĕрентес ĕçе пĕр татăксăр йĕркелесси. Ку – «Здоровое будущее» проектăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри.
Чăваш Республикинче çынна пĕрремĕш пулăшу парассипе ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ тата 2026 çул валли ку тĕлĕшри мероприятисен планне йышăннă. Çакăнта сăмах медицинăчченхи пулăшу пирки пырать. Ĕç ушкăнĕн лару протоколĕпе килĕшÿллĕн çитес вăхăтра, тĕплĕнрех каласан, 2030 çулччен – Чăваш Республикинчи, вăл шутра Муркаш муниципалитет округĕнчи – пур çыннăн та пĕрремĕш пулăшу парассипе вĕренÿре пулмалла.
– Ĕç вырăнтан тапраннă пулĕ, пирĕн округра ку енĕпе мĕн туса ирттернĕ?
– Çак вăхăт тĕлне округра вĕренÿ ăçта иртмелли вырăнсене çирĕплетнĕ. Пирĕн муниципалитетра 14 точка пулмалла. Вĕренÿ ирттермелли инструкторсен йышне те палăртрăмăр. Кашни точкăра икĕ инструктортан сахал мар кирлĕ. Вырăнсенче вĕренÿ йĕркелессин графикне тăватпăр.
Пирĕн аслă ÿсĕмри çынсене кăна мар, ача-пăчана та вĕрентмелле. Ачасемпе ĕçлекен инструкторсем Чăваш Республикин медицина колледжĕнче вĕренеççĕ, аслă çулхи çынсемпе ĕçлекенсем – Чăваш Республикинчи врачсен пĕлĕвне ÿстермелли институтра.
Муркаш округĕнче 30 пин çын пурăнать. Вĕсен пурин те пĕрремĕш пулăшу парассипе ирттерекен вĕренÿре пулмалла. Ачасене шкулта вĕрентме палăртнă, аслисене – клубсенче е библиотекăсенче.
Халĕ пирĕн ĕç ушкăнĕ вĕренÿре кирлĕ оборудование хатĕрлессипе ĕçлет. Манекенсем кирлĕ пулаççĕ вĕренÿ валли. Ĕç ушкăнĕн ĕç проектне хатĕрлерĕмĕр. Вырăнсенче вĕренÿ йĕркелессишĕн муниципалитет администрацийĕ тата территори пайĕсен ертÿçисем яваплă, вĕренÿ организацийĕсемшĕн – округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕ тата вĕсен ертÿçисем.
Роза ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.
Октябрь 2026 |
