Муниципалитетсен çулĕсене юсассине хăвăртлатмалла

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:21 Просмотров: 11

Чăваш Енте çул-йĕр калăпăшлă юсассин тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Объектсен пĕтĕмĕшле хатĕрлĕхĕ 90 процентпа танлашать. Кăçалхи 9 уйăхра транспорт инфраструктурине çĕнетесси пирки Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче ирттерекен канашлура сÿтсе яврĕç.

 «Регион трассине тата тĕрев сечĕсене çĕне­тессипе эпир лайăх кăтартусем турăмăр, график шайĕнче ĕçлетпĕр. Тепĕр утăм вăл – вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр, çакă республикăра вунă пин километр ытла. Вырăнти çынсем çул-йĕр шайĕ çине тимлĕх уйăрса тăраççĕ. Кашни муниципа­литетри лару-тăрăва тишкермелле. Малашнехи ĕçсене çапла улшăну кĕртмелле – тĕп магистрале кирлĕ пек тытса тăрса вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул­сене хăвăрттăн тивĕçлĕ шая çитерме пултармал­ла. Пирĕн тĕллев – çынсене транспорт ыйтăвĕпе тивĕçтересси кăна мар, – пурăнма меллĕ услови туса парасси», – палăртать Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Енĕн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров палăртнă тăрăх, çул-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11,8 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакă иртнĕ çулхинчен 2,8 млрд тенкĕ нумайрах. Вăл шутран 2,9 млрд тенкĕ федераци центрĕ уйăрнă, 8,9 млрд тенкĕ республика прави­тельстви регион бюджетĕнчен уйăрнă.

Çул-йĕр çĕнетессин кăçалхи программине чы­лай вăхăт йывăр ыйту шутĕнче пулнă объектсене кĕртнĕ. Вăл шутра Муркаш округĕнчи объект та пур. Питех те пысăк ĕç – «Муркаш – Турай – «Сура» ав­тоçула йĕркене кĕртни. «Кăçал эпир чăннипех те пахалăхлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Сезон вĕçле­ниччен 600 километр çул йĕркене кĕртетпĕр», – палăртнă Максим Петров.

Регионăн транспорт артерийĕ «Пурнăç инфра­тытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче тата «Единая Россия» партин «Хăрушлăхсăр çул-йĕр» проекчĕ пулăшнипе çĕнелсе пырать. Ку тĕлĕшпе 6,2 млрд тенкĕ уйăрнă.

Ĕçсем пысăк магистральсенче кăна мар, муни­ципалитетсенче те пыраççĕ. Вырăнти çулсене çĕ­нетме регион бюджетĕнчен 1,2 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Подрядчиксем çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕрсен территорийĕсене те йĕркене кĕр­теççĕ. Çулталăк вĕçлениччен вĕсем 54 çурт кар­тишне юсама палăртаççĕ.

Объектсене суйланă чухне çынсене вĕсем чăн­нипех те кирлине тата çак ыйту вĕсене пăшăр­хантарнине шута илеççĕ. «Халăх программине» хатĕрленĕ чухне çынсенчен хăтлăх тĕлĕшпе 23 пин ытла сĕнÿ йышăннă. Вĕсене вырăнсенче пур­нăçлама тытăннă та ĕнтĕ.

Чăваш Ен Правительстви 1 млрд ытла тенкĕлĕх çул-йĕр полотнине хÿтĕлеме тата цифра техноло­гине инвестицилеме палăртать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1