Чăваш Енти 1,8 пин çемье амăш капиталĕ шучĕпе 3 çул тултаричченхи ачасемшĕн тÿлевпе усă курнă. Енчен те çемьере 3 çул тултарман ача пĕрре кăна та мар пулсан, укçана кашнин тĕлĕшпе параççĕ. Пулăшăвăн кăçалхи калăпăшĕ 15983 тенкĕпе танлашать.
Уйăхсеренхи тÿлеве тăтăшах хамăр çĕршывра пурăнакансем тивĕçеççĕ тата çемьере виçĕ çулчченхи ачасем – Раççей Федерацийĕн гражданинĕсем – пулсан. Услови çакăн пек – çемьен вăтам тупăшĕ пурăнмалли минимумăн икĕ виçинчен пысăк пулмалла мар.
Уйăхсеренхи тÿлеве амăш капиталĕпе усă курма йышăнни пирки заявлени тăрăх параççĕ. Кун пек заявление сертификат хуçи ача виçĕ çул тултаричченхи кирек хăш вăхăтра та пама пултарать: патшалăх услугисен порталĕ урлă, социаллă фондăн клиент службинче, МФЦра. Тÿлеве 12 уйăхлăх çирĕплетеççĕ. Ача виçĕ çула çитсен амăш капиталĕнчен тÿлессине чараççĕ.
Енчен те амăш капиталĕпе урăх тĕллевпе усă курма шухăшласан, ашшĕ-амăшĕ кирек хăш вăхăтра та уйăхсеренхи тÿлев куçассине чарма пултарать. Ăна валли заявлени çырмалла.
Çÿлерех асăннă тÿлевсем пирки ыйту пулсан 8(800) 100-00-01 контакт-центрăн телефонĕпе тÿлевсĕр шăнкăравласа пĕлмелле.
Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕн хыпарĕсемпе Макс, ВКонтакте, Одноклассники социаллă сетьсенче паллашма пулать.
Раççейри Соцфондăн Чăваш Енти уйрăмĕн пресс-служби.
Октябрь 2026 |
