Шкул йăла-йĕркене упрать, малалла аталанать

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:28 Просмотров: 11

Муркаш округĕнчи чи аслă çулхи шкулсенчен пĕри – Оринин шкулĕ – сумлă 165 çул тултарчĕ. Шкул лайăх йăла-йĕркене упраса тата шкул малашлăхне çĕнĕ варкăш кĕртсе пырать. Об­щество аталанăвĕн кашни тапхăрĕ Оринин тăрăхĕн историйĕн­че, кунти халăхăн пурнăçĕнче, йăли-йĕркинче тарăн йĕр хăвар­нă. Орининта 1743 çулта чиркÿ туса лартнă. Пурнăç аталанса пынă, архив докуменчĕсем тăрăх, çакăнта 1861 çулта чиркÿ çумĕнче прихут шкулĕ уçнă. Вăл Чикме уесчĕн Шурча вулăсĕн­че уçăлнă иккĕмĕш шкул шутланать. Пĕрремĕшĕ – вулăс цен­трĕнче Шурчара, 1844 çулта уçăлнă шкул.

Вăрçăсемпе халăх пăлханăвĕ те пулсах пынă: Импери­ализм вăрçи, Граждан вăрçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, репресси вăхăчĕ, перестройка тапхăрĕ... Шкул вара пачах та хăйĕн ĕçне чарман. Вăл вĕренÿпе воспитани, культура цен­трĕ пулнă, пулать те.

Раççейре хутла пĕлекенсен йышĕ питех те пĕчĕк пулнине кура, 1842 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Вырăс патшалăхĕн пур­лăх министерстви патшалăх хресченĕсем пурăнакан ялсенче училищĕсем уçма йышăннă. Çав уставпа килĕшÿллĕн кашни чиркÿ прихутĕнче е 2 прихутпа пĕрле 1 шкул та пулин ĕçле­мелле пулнă. Çак йышăну витĕмĕпе уçăлнă та пирĕн уесри чи малтанхи икĕ шкулĕ те.

Оринин салинчи чиркÿ çумĕнчи пуçламăш шкула çав вăхăтра Оринин чиркĕвĕн священникĕн П. Любимовăн пуçарăвĕпе 1861 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Малтанла­са шкул священник çуртĕнче вырнаçнă, учитель çурт хуçи хăй пулнă. Порфирий Петрович хальхи Куславкка округне кĕре­кен Карач ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Шупашкарти тĕн учили­щинчен вĕренсе тухнă. Унăн «Учитель» ячĕ те пулнă. Шкул попечителĕ пулма М. Рождественский протоирейе суйланă.

Шкул малтанласа чиркÿ прихут шкулĕ пек уçăлнă пулас. Мĕншĕн тесен вăл патшалăхăн Пурлăх министерствине пăхăнса тăнă, земство укçи-тенкипе ĕçлесе пынă, ачасем 4 çул вĕреннĕ. 1863 – 1864 вĕренÿ çулĕнче кунта 22 арçын ача пуçламăш пĕлÿ илнĕ. 1864 çулта вулăс старшини А. Павлов шкул валли пилĕк стеналлă çурт туса панă.

1875 çулта Турă саккунĕсен урокне Оринин чиркĕвĕнче 1855 – 1918 çулсенче священникра ĕçленĕ П. Любимов ерт­се пынă. Вăл тăрăшнипе 1861 çулта Оринин шкулĕ уçăлнине; вăлах 1893 çулта Оринин чиркÿ прихутне кĕрекен Çеменкас­си ялĕнче хутпĕлÿлĕх шкулне уçнине; 1902 çулта Мулкачкас­си ялĕнче чиркÿ прихут шкулне уçнине, ăна 1909 çулта зем­ство тытса тăмалла тунине; вăл тăрăшмасăр мар 1910 çулта Пăсăрманпа Лапкас ялĕсенче земствăн пуçламăш шкулĕсем ĕçлеме пуçланине пĕлекенсем питех те сахал. П. Любимов нумай çул хушши Чикме уесĕнчи Чăваш училищисен кана­шĕн членĕ – благочиннăйĕ пулнă. Çавăнпа хăй ĕçлекен чиркÿ прихутне кĕрекен ялсенче шкулсем уçма тăрăшнă вăл. Ахаль­тен мар чиркÿ ĕçĕпе çыхăннă ĕçсемшĕн панă наградăсемсĕр пуçне вăл Çветтуй Анна орденне тата 1853 – 1856 çулсенчи Крым вăрçине асăнса паракан пăхăр хĕресе илме тивĕçнĕ.

19 ĕмĕрĕн 70 çулĕсенче ялсенчи шкулсенче хĕр ачасене вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçланă. 1891 çулта Орининта просвирня килĕнче хĕр ачасен ятарлă шкулĕ уçăлнă.

Çав çулхине шкула педагогика пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш учитель, Чĕмпĕрти чăваш учитель шкулĕнчен вĕренсе тух­нă А. Иванов килнĕ. 19 ĕмĕрти Оринин шкулĕн ĕç-хĕлне хак парса çырса хăваракансем пурте пирĕн пата Чĕмпĕрти учи­тельсем хатĕрлекен И. Яковлев шкулĕнче тата Хусанти вы­рăс мар халăхсем валли учительсем хатĕрлекен семинарире вĕренсе пĕлÿ илнĕ учительсем ĕçлеме пуçласан, шкул ĕçĕ чăннипех ырă еннелле улшăнчĕ тесе палăртаççĕ. «Намного лучше стало в школе с появлением в ней 1891 году учителя с педагогическим образованием А. Иванова. Он направлен в Орининскую школу по окончании Симбирской чувашской учи­тельской школы. Довольно хорошо владел методикой обуче­ния. Он сумел наладить школьное дело. В свободное время он часто ходил по крестьянским домам и уговаривал родите­лей направить своих детей в школу. Его старания не пропали даром, школа наполнилась детьми до отказа. Некоторые из них успешно окончили школу. Лучших своих учеников А. Ива­нов направлял для продолжения образования в Симбирскую чувашскую школу, которые затем стали учителями», – тесе çырнă Н. Романов хăйĕн «Село Оринино» очеркĕнче.

Муркаш районĕнчи 28 çын Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтер­ни паллă. Вĕсенчен Оринин тăрăхĕнчен 2 çын: И. Никонов (Волков) – 1911 – 1916 çулсенче, М. Алексеев 1907 – 1913 çулсенче вĕреннĕ. Иккĕшĕ те Çĕньял Оринин ялĕнчен.

Хусанти семинарире пирĕн тăрăхри çынсем ытларах эк­стерн мелĕпе вĕреннĕ. Ун пеккисем Муркаш тăрăхĕнчен 58 çын пулнă, Оринин тăрăхĕнчен – 4 çын: Г. Галкин, Р. Иванов, А. Михайлов, Т. Трофимов.

Хăш-пĕр документ тăрăх, ку шкула Ильинка тăрăхĕнчен куçарса килнĕ. Тепĕр çулта кунта 16 хĕр ача вĕренни, вĕсене Хусанти вырăс мар халăхсен училищине экстерн мелĕпе пĕ­тернĕ А. Васильева вĕрентни паллă. 1892 çулта Чикме уесĕн­чи Шурча вулăсĕнче 8 шкул ĕçленĕ, 244 ача вĕреннĕ. Ку вăл асăннă вулăсри шкул çулне çитнĕ ачасен 10 процентĕнчен те сахалрах пулнă. Темле пулсан та, çулсем иртнĕ май шкулсен­че вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ лайăхланса пынă.

Оринин шкулĕнче вĕрентÿ шайĕ пĕчĕк пулманнине çакăн пек документ та çирĕплетет. 1875 çулта Хусан кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен инспекторĕ И. Износков хăйĕн отчетĕнче çапла çырнă: «Из числа 222 училищ, найдены были лучшими в Козьмодемьянском уезде Акрамовское, Орининское муж­ские училища». 1900 çулхи отчетра çапла каланă: «... впол­не удовлетворительные успехи по русскому языку я нашел в следующих училищах: Акрамовской мужской и Орининской мужской. В этих училищах после обычных уроков ведутся за­нятия по рукоделию».

Ун чухнехи шкулсенче чиркÿ юррисене юрлама вĕренте­кен уроксене йĕркелессине çирĕп ыйтнă. Анчах ку ĕç нумай шкулта япăх пынă. Сăмахран, Шурча вулăсĕнчи 15 шкултан 11 шкулта юрă урокĕсем пачах пулман. Муркаш, Шурча, Ори­нин, Атапай шкулĕсенче юрă урокĕсем аван иртнине палăрт­нă тĕрĕслекенсем. Юрă урокĕсене ертсе пыма Чĕмпĕр чăваш шкулне тата Хусанти вырăс мар халăхсем валли учительсем хатĕрлекен семинарие пĕтернĕ вĕрентекенсем çеç лайăх йĕркелесе яма пултарнă иккен.

Шкула малтанхи вăхăтра Оринин чиркÿ прихутне кĕрекен 17 ялти ачасем вĕренме çÿренĕ. Утма инçе пулнăран, тăхăн­ма тумтир çукран, хутла вĕренни кирлине пур ашшĕ-амăшĕ ăнланманран, ачасем хуçалăхри ĕçсенче пулăшма кирлĕ пул­нăран 1 – 2 çул вĕреннĕ хыççăн шкула çÿреме пăрахакансем тупăннă. Çавăнпа та вĕренекенсен йышĕ пĕчĕк пулнă. Сă­махран, 1902 çулта уçăлнă Мулкачкасси ялĕнчи чиркÿ прихут шкулĕ 2 çул тытăнса тăнă хыççăн хупăннă. Сăлтавне Хусан епархинчи чиркÿ шкулĕсене пăхса тăракан инспекторсен от­четĕнче çапла çырнă: «...обыватели чуваши тех деревень все без исключения занимаются кулеткаческим промыслом. Как только дети их достигают 9 – 10 лет, их отрывают от школы и ставят на работу...». Каярах çак шкул тепĕр хут уçăлнă, вăл Оринин шкулĕн филиалĕ пулнă.

Шкулăн малтанхи çулĕсенчи пурнăçĕ пирки вырăнти çынсем аса илсе çырнисем пур: «... Малтанхи шкулсем пĕчĕк тĕттĕм çуртсенче вырнаçнă, вĕрентекенĕсем – чиркÿ çыннисем, ача­семпе вырăсла çеç калаçнă. Айăпа кĕнĕ вĕренекенсене пăрçа çине чĕркуçлентерсе лартнă, хулăпа çаптарнă...». Пур çĕрте те пулнă ĕнтĕ кун пекки. Чăваш алфавичĕ те пулман-ха ун чухне. Вĕрентекенсен, чиркÿ çыннисен, хăйсен ĕçне тумалла пулнă. Ирĕксĕрех шкулта ĕçлеме кăштах хутла пĕлекен саппасри салтаксене е ахаль çынсене явăçтарнă. Малтанхи тапхăрти çитменлĕхсем пирки чарăнса тăрас килмест. Темле пулсан та, ялта шкул уçни – ырă пулăм. Çав тĕттĕм те пĕчĕк пÿртсенче вĕренсе тухнă ачасемех малалла кайса учителе тухнă, çĕршер чăваш ачине хутла вĕрентсе аслă çул çине кăларнă.

Пултаруллă учительсем, тăван Оринин ялĕн пурнăçĕнче чăннипех те тарăн йĕр хăварнă активистсем – М. Моисеев, Г. Трофимов, А. Ильин – пĕлÿ тĕнчинчи пĕрремĕш утăмсене Оринин земство шкулĕнче тунă.

М. Булочников çинчен те ырă сăмахсем калама пулать. Вăл 1889 çулта Орининти чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан тухнă хыççăн çемьене укçа-тенкĕпе пулăшас тесе Атăл çинчи Коптарка, Сюктерка пристанĕсенчи хăма çуракан заводсенче ĕçленĕ. Заводри рабочисем хуш­шинче пулса, 1917 çулхи революци умĕнхи тапхăрта патша çарĕнче тăрса политика енĕпе туптаннă чăваш çамрăкĕ ка­рьера пусмипе çÿле çĕкленнĕ. 1917 çулта Хусан кĕпĕрнин­чи делегатсен шутĕнче Петроград хулинчи пĕтĕм Раççейри хресченсен канашĕн чрезвычайлă съездне хутшăннă.

1920 – 1930 çулсенче вăл Ленинградри финанс органĕсен­че, строительство организацийĕсенче ĕçленĕ. Большевик революционер тăван ял-йыша нихăçан та манса кайман. Уй­рăмах йывăр выçлăх çулсенче, колхозсем тунă вăхăтра Мак­сим Георгиевич ентешĕсене сахал мар пулăшнине мухтанса каласа паратчĕç шурсухалсем.

Оринин земство шкулне пĕтерсе чăваш литературинче тарăн йĕр хăварма пултарнă тепĕр паллă çын вăл – Оринин тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче 1894 çулта çуралнă Р. Ива­нов учитель, поэт. Шел, Сталин саманин синкерлĕ кустăрми ăна хăйĕн пултарулăхне туллин уçсă кăтартма вăхăт паман. Талантлă, пысăк тавракурăмлă, çутă ĕмĕт-шухăшлă поэта ай­ăпсăр айăпласа пурнăçне татнă. Унăн çамрăк чухнехи сăвви­сем тата икĕ поэми сыхланса юлнă. Р. Ивановăн ячĕ халăхра пурăнать, хăй вăхăтĕнче ун пирки кĕнекесем, статьясем çырнă.

Орининта çуралса ÿснĕ М. Моисеев – тĕрлĕ совет ор­ганĕсенче ĕçлесе пысăк ÿсĕмсем тунă, ял аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă таврапĕлÿçĕ. 1908 – 1912 çулсенче ялти пуçламăш земство училищинче вĕреннĕ. Вăл хăйне вĕрент­нĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен тухнă, пултаруллă ачасемшĕн тăрăшакан учительсене ырăпа аса илнĕ.

1884 çулта Шурча вулăс старшини А. Павлов тунă шкул çуртĕнче хĕр ачасене вĕрентмелли уйрăм классем уçнă. Апла пулин те 1908 çулта вулăсри земство училищисен канашĕ от­четра çапла çырнă: «...вовсе неудовлетворительные Моргауш­ское, Орининское мужское и Орининское женское училища».

20 ĕмĕр пуçламăшĕнче шкул çурчĕсене çĕнĕрен тума патшалăх укçа-тенкĕ уйăрма пуçланă, кредитсем илсе шкул çурчĕсем çĕклеме çăмăллăхсем панă. Сăмахран, 1911 çулта Муркашра шкул çуртне туса лартнă, анчах та ку черет Орини­на çитеймен.

Пĕлÿ илес текен ачасен шучĕ ÿссех пынă. Юнашар ялсенче пуçламăш шкулсем уçăлни те Оринин шкулĕн ĕçне нумаях çăмăллатайман. «В первые годы после Октябрьской рево­люции за неимением специальных школьных помещений для размещения детей, под классы временно были заня­ты верхние этажи двухэтажных домов И. Соловьева, затем Е. Пакушкина», – тесе çырать Г. Трофимов хăйĕн «Оринин­ская школа» аса илĕвĕнче.

Шкул 1933 çулчченех 4 çул вĕренмелли земство училищи пулнă, пĕр класлă училище шутланнă. Çĕньял Оринин ялĕн­чи «Глиссер» колхозăн клубĕнче 1 класс вĕренмелĕх пÿлĕм ăсталама тивнĕ. Орининти «Красное Сормово» колхоз шăпах çак çул хăй валли 2 хутлă клуб хăпартса пĕтернĕ пулнă. Кол­хоз правленийĕ пулас клуб çуртне шкула парса клубне чир­кÿре йĕркелеме йышăнать. Çав тăрăхри çынсем тата колхоз­сем те шкул çуртне майласа çитерме пулăшаççĕ. Черетлĕ вĕренÿ çулĕ валли çĕнĕ шкул хатĕр пулнă.

1940 çулта шкул вăтам шкул статусне илнĕ. Çапла тума «Красное Сормово» колхоз ĕçченĕсем Чăваш АССРĕн Халă­ха вĕрентес ĕç министерствине ыйтупа тухнă. Вăтам шкулсем вăл вăхăтра çывăхри ялсенче урăх пулман. Ку шкула аякри ял­сенчен: Ахманерен, Ситуккассинчен, Ивановкăран, Вăрманкас Хачăкран, Мăрсакассинчен, Ярапайкассинчен, Милютакассин­чен, Ермакран, Эхветкассинчен, Пиккикассинчен те çÿренĕ.

Вăтам шкул çĕршыври чи йывăр вăхăтра та ĕçленĕ. 1945 çулччен 3 выпуск кăларнă, 41 вĕренекен экзаменсене лайăх тытса алла вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче 5 класс вырнаçмалăх кирпĕчрен çĕнĕ вĕренÿ корпусне туса хута яни классене ирĕкрех вы­рнаçтарма, паттăрлăхпа мухтав пÿлĕмĕ тата музей валли пÿлĕмсем уйăрма май панă.

1955 çулта шкулта пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 2 хутлă шкул çуртне сÿтсе 1 хутлă тунă. Иккĕмĕш хутне пĕрремĕш çумне çыпăçтарса тăснă. Çак çулах А. Павлов шкул валли тунă çурта ун çĕрĕ çинчен шкул территорине куçарса килнĕ. Унта 1 класс пÿлĕмĕ, мастерской, шкул библиотеки вырнаçнă.

Вăхăт иртнĕçемĕн йывăçран тунă шкул çурчĕсем кивелнĕ. Çĕнĕ шкул çуртне тăвас ыйтăва шкул, колхоз, район, респу­блика шайĕнче час-часах çĕкленĕ. 1990 çулта çĕнĕ çурт тăвас ĕçе вырăнти «За коммунизм» колхоз хăй çине илнĕ. Строи­тельство ĕçĕсене «Моргаушский» МСО пурнăçлама килĕшнĕ. Февраль уйăхĕнче шкул коллективне проектпа паллашма, килĕшнине суйлама сĕнеççĕ. Çав çулхинех, август уйăхĕн­че, шкул коллективĕ суйласа илнĕ проектпа килĕшÿллĕн никĕс хывма пуçланă. Çурт тăвас ĕç йывăр 90-мĕш çулсем­пе пĕр килнĕ. Апла пулин те, ку вăхăтра шкул директорĕнче ĕçленĕ В. Иванов, колхоз председателĕ Ю. Иванов, колхозăн строительство енĕпе ĕçлекен инженерĕ Ю. Шишокин, МСО пуçлăхĕ Н. Гусак, А. Яковлев прораб пĕр-пĕрне ăнланса ĕçле­ни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă.

1992 çулхи сентябрь уйăхĕччен шкул çуртне купаласа хăпартнă, монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ. Строительство ĕçне патшалăх комиссийĕ «аван» паллăпа йышăннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ шкула уçнă. Хăйĕн историллĕ вырăнĕнче мар, территорин тĕп усадьбинче – Па­таккассинче – 240 ача вырнаçмалăх шкул. Паян эпир пĕлекен шкул çурчĕ вăл (сăн ÿкерчĕкре).

М. МАТРОСОВА, В. ИВАНОВ, Н. ЩУКИН.

(Вĕçĕ çитес номерте)

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1