Октябрӗн 24-мӗшӗнче, шӑматкун, Муркаш ялӗнче «Тыр-пул кунӗ» уяв пулать.
9 сехетрен пуҫласа «Кӗр парнисем» курав-ярмӑрккӑ ӗҫлӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем, шкулсем тата уйрӑм хуҫалӑхсем хӑйсен чи лайӑх продукчӗсемпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех суту-илӳ речӗсемпе обществӑлла апатлану точкисем уҫӑлӗҫ.
10 сехетре Муркаш шкулӗн стадионӗнче мини-футбол енӗпе округ чемпионачӗ иртӗ.
Ҫав вӑхӑтрах вӗренӳ пайӗн методкабинетӗнче ҫут ҫанталӑк материалӗсенчен хатӗрленӗ ача-пӑча пултарулӑхӗн куравӗ уҫӑлӗ.
11 сехетре уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Музыкӑпа хореографи композицине шӑрантарӗҫ, ертӳҫӗсем тухса калаҫӗҫ, паллах, ял ӗҫченӗсене чыслӗҫ.
12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен округри чи лайӑх коллективсем хутшӑннипе пысӑк уяв концерчӗ иртӗ.
Тата мӗн интересли пулӗ?
Хальхи ял хуҫалӑх техникин выставки: кунта агропромышленноҫ комплексӗн ҫӗнӗлӗхӗсене курма пулать.
Интерактивлӑ конкурссем: тырра кам хӑвӑртрах суйланине; йывӑҫсене йывӑҫ вуллисем тӑрӑх, ҫамрӑк вӑрманҫӑсем пулӑшнипе, пуринчен те лайӑхрах уйӑрнине пӗлӗпӗр.
Уявра техӗмлӗ плов, дамлама пулӗ. Пухнӑ укҫа-тенкӗ пирӗн салтаксене пулӑшма кайӗ. Кашни порци – пӗрлехи Ҫӗнтерӗве тӳпе хывни.
Мероприятие «Раҫҫей ялӗ» парти проекчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
Октябрь 2026 |
