Пур çыннăн та тĕп тĕллевĕ – сывлăха сыхласси, упрасси. Сывлăх – пирĕн чи хаклă ресурс. Паяни пурнăçра алă-ура сывлăхĕпе пĕрлех психика тĕлĕшĕнчи лару-туру та пĕлтерĕшлĕ шутланать. Вăл е ку чир ан аталантăр, унăн витĕмĕ организм çинче сахалрах палăртăр тесен сывлăха çирĕп шайра тытса пыма тăрăшмалла тата ăна упрама пĕлмелле.
Чир-чĕр профилактикинче сывлăха тĕрĕслесе тăрасси тĕрлĕ енлĕ пулса пырать:
1. Малтанах тăтăш медицина тĕрĕслевĕсене çÿремелле. Вăл е ку чир паллисем çук пулсан та хăвăра çирĕплетсе панă врач патне профилактика ыйтăвĕсемпе вăхăтран вăхăта кĕрсе тухмалла. Чире иртерех тупса палăртма тата вăл аталанма пуçлассинчен хăтăлма çĕршывра диспансеризаци ирттереççĕ. 18 – 39 çулхи çынсенне ăна виçĕ çулта пĕрре пурнăçлаççĕ. 40 çулти тата аслăрах ÿсĕмрисенне – çулталăкне пĕрре.
2. Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла. Апат- çимĕçре тĕрлĕ витаминсемпе пуян продуктсемпе ытларах усă курмалла. Уйрăмах – пахча çимĕçпе. Çав вăхăтрах çу, сахăр, тăвар çиессине май пур таран сахаллатмалла. Чĕрепе сосудсен системи йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен тăтăшах вăтам виçеллĕ физкультура упражненийĕсем тумалла, мышцăсене çирĕплетмелле, кĕлетке виçине тивĕçлĕ шайра тытма тăрăшмалла. Манса ан кайăр, пирус туртни, эрех ĕçни, наркотикпа туслашни сирĕн сывлăха сиенлĕ витĕм çеç кÿрет.
3. Çыннăн яланах çителĕклĕ çывăрмалла. Кунне 7 – 8 сехет тулли ыйхă пулни сывлăха та, иммунитета та ырă витĕм кÿрет. Тăтăшах çывăрса тăранманни чĕрепе сосудсен чирĕ аталанасси, ÿт хушасси, диабет тата ытти чир патне илсе пырать.
4. Врач рекомендацийĕсене çирĕп пăхăнмалла. Эмелсене вăхăтра ĕçни, кун йĕркине çирĕп тытса пыни, диетăна пăхăнни чир-чĕр профилактикишĕн пысăк пĕлтерĕшлине шута илĕр.
5. Вакцинаци пирки те манмалли çук. Ăна вăхăтра пурнăçлани сире ерекен чирсенчен хÿтĕлет, коллектив иммунитетне вăйлатать. Çынсем мĕн чухлĕ ытларах вакцинăланаççĕ, обществăра ерекен чир хăрушлăхĕ çавăн чухлĕ сахалрах.
6. Стреса парăнманни. Релаксаци, медитаци мелĕсем, çыннăн хобби пурри стреспа эффективлăрах кĕрешме май парать.
Хăвăрăн сывлăха эффективлă тĕрĕслесе тăни, чир-чĕр профилактикине алăран вĕçертменни, çулсене пăхмасăр активлă пурнăç йĕркипе пурăнни сире пурнăç илемĕпе туллин усă курма, хăвăрăн çывăх çыннăрсене ытларах савăнтарма май парать.
Е. АБЫЗОВА, медицина профилактикин врачĕ.
Октябрь 2026 |
