Ачасем тимлĕхре тата хÿтлĕхре пулччăр

Категория: Общество Опубликовано: 22.10.2026, 08:27 Просмотров: 14

Муркаш муниципалитет округĕнчи çул çитмен çамрăксене тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси çул çитмен çамрăксем тунă йĕркесĕрлĕхе вăхăтра тупса палăртассипе, асăрхаттарассипе ĕçлет. Иртнĕ çул комисси 179 административлă протокол пăхса тухнă, вăл шутра – 87-шĕ çул çитменнисем тĕлĕшпе тунă йĕркесĕрлĕхшĕн. Кăçалхи 9 уйăхра 120 протокол пăхса тухнă, 35-шĕ – çул çитменнисем тĕлĕшпе.

Административлă протоколсен ытларах пайне ГИБДД сотрудникĕсем çырнă. Йĕркене пăсни çамрăксем çул- йĕр правилине пăснипе çыхăннă. Çул çитмен çамрăк­сем транспорт хатĕрĕпе водитель удостоверенийĕсĕр ярăнаççĕ-чупаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене питбайкпа чуп­ма ирĕк парса Раççей Федерацийĕн Административлă майпа йĕркене пăснин кодексĕн статйинчи йĕркене пă­саççĕ. Питбайкпа вара ятарлă площадкăсенче кăна çÿре­ме юрать, автомашинăпа асфальт çул ăна валли мар.

Çак майпа йĕркене пăсни 16 çулхи тата унран аслăрах çул çитмен çамрăксене РФ КоАПĕн 12.7 статьян 1 пайĕнче пăхнă йĕркепе административлă яваплăха явăçтарма май парать. 16 çулран кĕçĕнрех çамрăксем çул-йĕр правилине пăснăшăн вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ ответлă. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснă 16 çултан кĕçĕнрех çамрăкшăн вĕсене ашшĕ- амăш тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн РФ КоАПĕн 5.35 статьян 1 пайĕ тăрăх административлă яваплăха кĕртме пултараççĕ.

Кăçал «Питбайк – 2026» акци иртрĕ. Ун вăхăтĕнче çул çитмен 3 çамрăка тытса чарнă.

Кăçал çул çитмен çамрăксем эрех ĕçсе наркăмăшлан­ни нумайланнине палăртса хăвармалла. Июнь уйăхĕнче 12, 13 çулсенчи 4 ача пĕве хĕрринче канма шухăшланă. Вĕсем хăйсемпе пĕрле икĕ кĕленче настойка тата пĕр кĕленче лимонад илнĕ. Хăйсене ÿссе çитнĕ çынсем пек туйнă пулас, ĕçнĕ хыççăн шыва кĕнĕ. Кăшт тăхтасан икĕ арçын ача хăйсене япăх туйнă. Вĕсене республика больницине илсе çитерме тивнĕ.

Çавăн пекех тепĕр факт та пур. Округри шкулти пĕр хĕр ача хăйĕнчен аслăрах юлташĕсемпе пĕрле спирт­лă шĕвек ĕçнĕ. Япăх пулса килнĕрен ăна та республика больницине илсе çитерме тивнĕ.

Çакăн пек фактсем ашшĕ-амăшĕ е саккунлă предста­вителĕсем ачисене тимлĕх сахал уйăрнипе çыхăннă.

Комиссинче 24 çемье учетра тăрать, ытларахăшĕ –эрех виçесĕр нумай ĕçнĕрен. Кăçалхи 8 уйăхра реа­билитаципе çыхăннипе комисси учетĕнчен 4 çемьене кăларнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра ун пек 8 çемье пулнă.

Кашни çемьере лăпкă пурнăç хуçалантăр тесе тăрă­шатпăр. Ачасем тĕлĕшпе вара ашшĕ-амăшне, ачан сак­кунлă представительне ытларах тимлĕх уйăрма ыйтас килет.

Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1