(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте)
Вĕрентекен яланах малта
Оринин шкулĕн учителĕсем ачасене пĕлÿ парас ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынисĕр пуçне яланах ял пурнăçĕнче те халăхпа пĕрле пулнă, чи хĕрÿ вăхăтсенче малти ретре пынă. 1917 – 1918 çулсенче çĕршывра Февральти тата Октябрьти революцисем вăхăтĕнче Оринин шкулĕн вĕрентекенĕсем А. Ильинпа Н. Вертинская шкулта драмăпа хор кружокĕсене йĕркелесе янă. М. Моисеев ертсе пынипе А. Пушкинăн «Борис Годунов» историлле драмин 1 пайне сцена çинче выляса кăтартса Оринин халăхне тĕлĕнтернĕ. Ку вăл таврара паллă пулас Оринин халăх театрĕн пĕрремĕш кăтартăвĕ пулнине ун чухне никам та пĕлмен-ха. Çапла, паян кун та халăх театрĕ ята çулсерен çĕнĕ спектакльсем хатĕрлесе çирĕплетсе пыракан, тĕрлĕ конкурсра мала тухса республикăра çеç мар паллă Оринин халăх театрĕ чи малтан шкулта, учительсем тăрăшнипе çуралнă. Тĕрлĕ çулта сцена çине тухса хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă учительсен списокĕ кĕске мар: М. Моисеев, А. Ильин, Н. Вертинская, А. Столяров, И. Крысин, А. Трифонова, Т. Горшкова, Н. Иванов, А. Григорьев, Г. Попов, Г. Петров, Ф. Кудряшова, Е. Комарова, С. Афанасьева, О. Васильева, Ю. Голубева, В. Федотов, Р. Иванова, Н. Моисеева, Л. Егоров, П. Морозова, Л. Васильева, Т. Алексеева, З. Константинова, В. Иванов, И. Бычков, Г. Конузин, В. Жирнов, Л. Алексеева, П. Алексеев, Г. Воробьева, Г. Дементьев. 1924 – 1930 çулсенче Оринин шкулĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ А. Столярова таврапĕлÿçĕсем ăшшăн аса илеççĕ. Вăл аслă çулхи çынсем хушшинче хут пĕлменлĕхпе кĕрешессине шкулта лайăх йĕркелесе пынине, Орининта пĕрремĕш чăвашла спектакль лартнине, учительсемпе ял çыннисен хорне йĕркелесе ертсе пынине калаççĕ. Çак тăрăхри халăх обществăлла ĕçсенче хастар пулнă. Халăха хăюллă та пултаруллă ертÿçĕ-революционерсем, активист-коммунистсем, ĕçе чунтан парăннă театр, хор, ансамбль ертÿçисем кирлĕ пулнă. Анчах та учительсемсĕр, вĕсем хутшăнмасăр, пулăшмасăр ялта пĕр пысăк ĕç те пулман. Сăмахран, 1925 çулта ялта кино кăтартма пуçланă. А. Столяров, Г. Трофимов учительсем илемлĕ фильмсен содержанине чăвашла куçарса ăнлантарса пынă малтанхи вăхăтра. Шкул ертÿçи А. Столяров пуçарнипе шкул çуртĕнче пĕрремĕш радио ĕçлеме пуçланă. Ял халăхĕ Мускавран, Шупашкартан паракан передачăсене итлеме яланах йышлăн пухăннă. 1919 – 1925 çулсенче хут пĕлменлĕхпе кĕрешнĕ. Хăрушă 1921 – 1922 выçлăх çулĕсенче ачасене сывă усраса хăварас тесе уçнă столовăйсенчен ытларах учительсене ĕçлеме шаннă. 1930 – 1931 çулсенче Орининта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленме пуçласан Г. Трофимов, А. Ильин учительсем чи активлă ертÿçĕсем хушшинче пулнă. 1934 çулта «Красное Сормово» колхозĕнче малтан «Ударник», кайран «Çĕнĕ пурнăç» хаçатсем тухса тăма пуçланă. Пичет станокĕпе шрифтне колхоза Мускаври ял хуçалăх выставкине хутшăннăшăн панă. Колхоз вăйĕпе ялта типографи çуртне туса лартнă. 7 çул хаçат ял ĕçченĕсене çĕнĕлле пурăнма вĕрентнĕ. Чăваш Республикинчи чăвашла тухса тăракан пĕрремĕш колхоз хаçачĕ пулнă вăл. Хаçат редакторĕсен списокĕнче Г. Трофимов, М. Троицкий учительсен хушамачĕсем пур. Ку тăрăхри «Шуракăш» ансамбль те кунти халăх театрĕпе пĕр вăхăтрах çуралнă теме пулать. «Начало сценическим постановкам в Оринино положено осенью 1918 года первым спектаклем «Корчма на Литовской границе» из «Бориса Годунова». Во втором отделении вечера наш небольшой струнный оркестр, состоящий из одной гусли, двух балалаек и одной двухрядной гармони, исполнил несколько игр», – аса илет М. Моисеев. Ку пуян историллĕ «Шуракăш» ансамблĕн пуçламăшĕ пулнă пулсан, ансамбль пуçламăшĕнче эпир каллех учительсене куратпăр. 1954 – 1955 çулсенче Орининта пĕрремĕш хор йĕркеленнĕ. Хор Муркаш районĕ Аслă Çĕнтерÿ 10 çул тултарнине халалланă пĕрремĕш Акатуйра пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1959 çулта пĕрремĕш ташă ушкăнĕ сцена çине тухнă. Ку ушкăна Оринин шкулĕнче ют чĕлхе вĕрентекен Л. Васильева ертсе пынă. Пултарулăхне кура ăна директор çумĕ, каярах директор пулма шаннă. Вăл çак шкулта 40 çула яхăн тăрăшнă. 1969 – 1982 çулсенче директорта ĕçленĕ, сцена çине халăх умне лекцисем вулама çеç мар, артист пулса та сахал мар тухнă. Шкулти ытти вĕрентекен те ертÿçинчен юлман, «Шуракăш» ансамбле йышлăн хутшăннă.
Шкулăн хал ьхи тапхăрĕ
Паянхи Оринин шкулĕ 1992 çулта туса хута янă 2 хутлă пысăк та çутă çуртра вырнаçнă. Ку çурт хальхи вăхăтри шкулсен проекчĕпе тунăскер. Унта ачасене вĕренме, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе аталанма, юрă-ташă ăсталăхне туптама вырăн тата услови çителĕклĕ. Шкула ачасем 16 ялтан çÿреççĕ. Кунсерен 2 автобус инçетри ялсенчи ачасене турттарать. Вĕренекенсен шучĕ юлашки çулсенче 160 – 150 ачаран чакман. Шкул эрнере 5 кун вĕренмелли режимпа ĕçлет. Шкул музейĕнче 1900 çултан пуçласа паянхи кун таран шкул ертÿçисен ячĕсене пĕлме пулать. Хальхи вăхăтра шкула Николай Щукин ертсе пырать. Шкулта пĕтĕмпе 26 çын вăй хурать. Вĕсенчен 17-шĕ – вĕрентекенсем, пурте пĕрремĕш тата аслă категориллĕ. 3 вĕрентекен – Виталий Иванов, Валентина Алексеева, Сергей Алексеев – вĕренÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Нумайăшĕ ку шкулта чылай çул пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесе пырать. Физкультура урокĕсене ертсе пыракан Сергей Алексеев пултарулăхне уйрăммăн палăртас килет. Вăл тăрăшнипе ачасем спортпа питĕ туслă, çулсерен тĕрлĕ шайри ăмăртура малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕренекенсене вăл ытларах волейбол енĕпе аталантарать. Юлашки çулсенче шкул команди округри тата республикăри ăмăртусенче 1-мĕш вырăн кăна йышăнать. Çавăн пекех пултаруллă вĕрентекене – Оксана Кирпичниковăна, вырăс чĕлхи тата литератури учительне – палăртса хăвармалла. Ачасене вĕрентсе, ăс-тăн парса кăна мар, округ, республика шайĕсенчи обществăлла ĕçсенче те пултаруллă. Вăл ачасен организацийĕсемпе хастар ĕçлет, тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Ачасемшĕн тата ашшĕ-амăшĕшĕн вăл – хисеплĕ вĕрентекен. Шкул ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ – ачасен вĕренÿри çитĕнĕвĕсем. Çулсеренех вĕренекенсем муниципалитет, республика тата Раççей шайĕсенчи олимпиадăсене хутшăнса лайăх кăтартусемпе хавхалантараççĕ. Юлашки çулсенче истори, право, обществознани, тата физкультура предмечĕсен олимпиадисенче лайăх кăтартусем пулчĕç. Шкултан ылтăн е кĕмĕл медальпе вĕренсе тухакансем çулсеренех нумайланса пыраççĕ. Эпир хамăр патра вĕренекенсен тата выпускниксен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Çамрăк талантсене тупса палăртассипе, вĕсен пултарулăхне ÿстерессипе тăрăшаççĕ пирĕн вĕрентекенсем. Пуçламăш классене вĕрентекен Светлана Вязова тăрăшулăхне те палăртса хăварас килет. Вăл йĕркеленĕ ачасен пултарулăх коллективĕ тĕрлĕ шайри культура мероприятийĕсене хутшăнать. Ачасене сценăна юратма вĕрентни питĕ пархатарлă. Шкул ачисем тата выпускниксем Орининти Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ халăх хорне, халăх театрне активлă хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Шкулăн паянхи пурнăçĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ, ÿсĕмĕсем, нумай çул хушши çирĕпленсе пыни – малашлăхĕ пысăк пуласса шантарать.
М. МАТРОСОВА, В. ИВАНОВ, Н. ЩУКИН.
Октябрь 2026 |
