Халăх ятне тивĕçнĕ ансамбль 30 çул савăнтарать

Категория: Общество Опубликовано: 29.10.2026, 10:15 Просмотров: 4

1950 çулта Москакасси шкулĕнче ялти учительсем – Аркадий Архипов, Анастасия Полякова, Дарья Суворова тата ытти учительсем – пĕрлехи вăйпа Москакасси тăрăхĕнчи çынсем валли пĕрремĕш спектакль лартнă. Вăл вăхăтра ялта клуб пулманран репетицисем шкулта иртнĕ. Аркадий Архипович аккордеонпа вылянă, çавăнпа вăл ертсе пынипе учительсем ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем умĕнче, шкул пухăвĕсенче, мероприятисенче юрлама юратнă.

1954 çулта Ситуккасси ялĕнчен колхоз правленийĕн çуртне Москакассине куçарса килнĕ, пĕтĕм ял-йыш тăрăшнипе вĕсем пĕрле ял клубне туса лартнă. Юрă-ташă ăстисем çав çулхинех клуб уçма хатĕрленнĕ. Ял клубне официаллă йĕркепе 1955 çулта уçнă. 1955 – 1958 çулсенче клуба Александр Комаров ертсе пынă, баянисчĕ Мазиков пулнă (ятне тупма май килмерĕ). 1958 – 1962 çулсенче клубра кам кăна ĕçлемен пулĕ, пĕр уйăх, виçĕ уйăх ĕçлекенсем пулнă, ертÿçĕсем тăтăшах улшăннă. 1963 – 1975 çулсенче клуба Александр Комаров ертсе пынă, художество пултарулăх ертÿçи Геннадий Алексеев пулнă. 1971 çулта клуб ячĕ улшăннă, Культура çурчĕ пулса тăнă вăл. Çак ертÿçĕсем тăрăшнипе 60 – 70 çынран тăракан художество пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Коллектив районта кăна мар, республика тулашĕнче те пурте пĕлекен ушкăн пулса тăнă. Пултаруллă коллективпа ăçта кăна çитмен пулĕ: Мари Республикине, Чул хула облаçне, Мускава. Москакассисене пур çĕрте те хапăл туса йышăннă. 1975 çулта Москакассинчи Культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнне «Шуçăм» ят пама шухăшланă. 1975 – 1980 çулсенче ертÿçĕсем каллех улшăнса тăнă. 1981 çулта ертÿçĕ тилхепине Анфир Кондукторов алла тытсан, çамрăк специалист Анатолий Макаров ĕçлеме килнĕ. Вăл кунти коллективпа кĕске хушăрах пĕр чĕлхе тупнă. Чăвашла тата вырăсла çĕнĕ юрăсем вĕреннĕ, районпа республикăна час-часах тухнă, республика тулашĕнче пулнă. 1986 çулхи март уйăхĕнче Культура çуртне эпĕ ертсе пыма тытăнтăм. 1991 çулта «Шуçăм» юрăпа ташă ансамбльне çамрăк балетмейстер Ирина Петрова килчĕ. Паян кун та вăл ансамбльте тăрăшса ĕçлет. 1996 çулта пирĕн ансамбль «халăх» ятне тивĕçрĕ. 1996 – 2011 çулсенче ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçинче Пимен Быков, Владимир Скворцов, Родион Долгов ĕçлерĕç. 2011 – 2021 çулсенче çак ĕçе çамрăк специалист Радимир Семенов йĕркелесе пычĕ. 2001 – 2010 çулсенче ансамблĕн аккомпаниаторĕ Надежда Кондукторова – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – пулчĕ. 2022 – 2025 çулсенче ансамбле Анатолий Макаров ертсе пычĕ. Коллектив республика конкурсĕсенче пĕрре мар призлă вырăнсене йышăнчĕ; 1, 2, 3 степень лауреачĕ пулчĕ. Коллектившăн çитĕнÿсем чыслав пулчĕç. 2025 çулхи декабрьтен тытăнса кăçалхи февраль уйăхĕччен ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçинче Егор Матвеевский ĕçлерĕ. Çак кĕске хушăра вăл ертсе пынипе коллектив республика конкурсĕнче 3 степень лауреачĕ пулчĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕнпе ăста баянист Александр Иванов ĕçлет. Вăл тăрăшнипе халĕ коллектив «халăх» ятне тивĕçни 30 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Ирина тата Мария Петрова балетмейстерсем тимленипе уявра сюита валли хатĕрленĕ çĕнĕ ташăсем тата тĕрлĕ халăх ташшисем пулĕç. Уяв мероприятийĕ Москакассинчи Культура çуртĕнче октябрĕн 30-мĕшĕнче иртет.

Галина Гол убева , Культура çурчĕн ертÿçи, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1